ДЕРМАТИТ ВĔРĔЛНĔ ТАПХĂРТА
Атопи дерматичĕ /нейродермит/ вĕрĕлнĕ тапхăрта хутламсенчи ÿт типет, хĕрелет, кĕçĕтет. Мĕн тумалла-ха? Атопи дерматичĕ аллерги пулнине шута илсе тата аллергена палăртман чухне çак йĕркесене пăхăнни вырăнлă.
- Рационра хăш-пĕр çимĕç виçине хытах чакармалла. Çак шута цитруссем, ананас, хурма, çĕр çырли, хăмла çырли, помидор, хĕрлĕ кăшман, пыл, какао, шăккалат, канфет, чăх какайĕ, çăмарта, арахис, сĕт, ешĕл, техĕмлĕхсем, тăвар кĕреççĕ.
- Килти чĕрчунсенчен аяккарах пулмалла.
- Çăм япаласем вырăнне синтетика япаласемпе усă курмалла.
- Пÿртре çеçке çуракан чечексем ÿстермелле мар.
- Сигарет туртакансен сиенлĕ йăлана пăрахсан лайăхрах, алкоголь те сиенлĕ.
Курăкпа сипленни паха витĕм кÿрет. Çак рецептсем аван.
1. Ăшă фитованна атопи дерматичĕ вĕрĕлесрен хÿтĕлет, чир паллисене чакарать. Ваннăпа эрнере 2-3 хут 30-шар минут сипленмелле.
200 грамм юман хуппине 1 литр шыва ямалла, 10 минут вĕретмелле. Сăрăхтармалла та ваннăна ямалла, 1,5 апат кашăкĕ сĕлĕ çăнăхĕ хушмалла. Çавăн пекех тепĕр тĕрлĕ шĕвек хушма юрать. Çуршар стакан эмел курăкĕн /ромашка/ типĕ чечекĕпе типĕ шăши кикенекне /череда/ 3 стакан шыва ямалла, 10 минут вĕретмелле, сăрăхтармалла.
2. Çулла чĕрĕ шĕпĕн курăкне /чистотел/ аш арманĕпе авăртмалла. Пĕр литр савăтне 300 миллилитр спирт ямалла, авăртнă шĕпĕн курăкне хĕрринченех тултармалла. 10 кунран сăрăхтармалла. Сиенленнĕ ÿте кунне икĕ-виçĕ хут çак настойкăна сĕрмелле.
3. Типĕ хурăн папкине 1 апат кашăкĕ илсе 1 стакан шурă эрехе ямалла, савăта çăтă хупса икĕ-виçĕ эрне лартмалла. Кунне 2-3 хут кăшт шыва 30 тумлам настойка ярса ĕçмелле.
Чир вĕрĕлесси нервсемпе çыхăннă пулсан лăплантаракан чей ĕçмелле. 1 чей кашăкĕ эмел курăкĕн чечекне е чапăра /чабрец/ тин вĕренĕ 1 стакан шыва ярса пиçĕхтермелле.
Нерв тытăмне лăплантарма кунне 3-4 хут кушак курăкĕн /валериана/ аптека настойкине 20-30-шар тумлам ĕçни пулăшать.
Комментари хушас