Делегатсем çĕнĕ ертÿçе суйларĕç

14 Чÿк, 2016

Çак кунсенче Хусанти халăхсен туслăхĕн çуртĕнче Тутар Республикинчи чăваш наципе культура автономийĕн отчетпа суйлав конференцийĕ иртрĕ. Унта тĕрлĕ тăрăхран килнĕ 116 делегат хутшăнчĕ.

Пухăннисене ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕ, халăхсен ассамблейин пуçлăхĕ Фарид Мухамедшин, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, ЧР культура министрĕ Константин Яковлев, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов саламларĕç.
“Тутар çĕрĕ çинче 170 халăх пурăнать. Чăвашсен йышĕ чи пысăккисенчен пĕри, вĕсем — виççĕмĕш вырăнта. Чăваш халăхĕ ĕçченлĕхĕпе, обществăри хастарлăхĕпе уйрăлса тăрать. Вĕсем халăх культурине, авалхи йăла-йĕркене упраса хăварма тăрăшаççĕ. Наци уявĕсем çÿллĕ шайра иртеççĕ”, — терĕ Фарид Мухамедшин.
ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов Тутарстанра тĕрлĕ халăх килĕштерсе пурăннине, вĕсен туслăхне çирĕплетес енĕпе правительство пысăк ĕçсем тунине, Чăваш Енре халăхсен ассамблейине йĕркеленине палăртрĕ. Константин Яковлев министр культура ведомствин ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Сăмах май, вăл чăваш наци- культура автономине 15 çул ертсе пынă. Константин Геннадьевич чăваш халăхĕн чĕлхипе культурине аталантарас ĕçре вăй хуракансене ăнăçу сунчĕ.
Конференцире Николай Угаслов та сăмах илчĕ. “Хусанти чăваш автономийĕ тĕслĕх организаци шутланать. Унта ĕçлекенсем хăйсен тивĕçне тÿрĕ чунпа пурнăçлаççĕ. Эсир малашне те лайăх тăрăшасса шанатăп”, — терĕ Николай Федорович.
Чăваш наципе культура автономийĕ юлашки çулсенче мĕнле ĕçлени çинчен организаци ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Евгений Морозов каласа пачĕ. Конференци вăхăтĕнче делегатсем шкулсем хупăнни, вĕрентекенсен професси шайĕ пĕчĕкленни, кĕнекесем çитменни, тăван чĕлхепе тухакан хаçатсен тиражĕ чакни тата ытти ыйтăва хускатрĕç. Юлашкинчен автономи ертÿçине суйларĕç. Малашне çак тивĕçе ТР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Хусанти çу комбиначĕн директорĕ Дмитрий Самаренкин пурнăçлĕ.

Зоя ЯКОВЛЕВА,

ЧНК пресс-службин ертÿçи