Danone каять, анчах республикăра сĕт продукцийĕн дефицичĕ пулмĕ
Çакăн çинчен республикăн виçĕ министрĕ тата тĕп хула пуçлăхĕ шăматкун журналистсене пухса ирттернĕ пресс-конференцире пĕлтерчĕç, ĕç-пуçа ăнлантарса пачĕç.
Danone компани хăйĕн Раççейри икĕ заводне хупать - Томскрине тата... Шупашкартине.
- Лайăх хыпар тееймĕн, - калаçăва пуçларĕ экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин. - Паллах, 140 ытла çын ĕçсĕр юлать те - вĕсене ĕçпе тивĕçтерес ыйтупа çине тăрсах ĕçлĕпĕр. Палăртни вырăнлă: пурте паянах ĕçрен каймаççĕ - çак процесс 4-5 уйăха тăсăлĕ, юлашки çынна çитес çулхи çу уйăхĕнче ĕçрен хăтарма палăртнă.
Унччен хулан сĕт завочĕ пулнă предприятие Danone туяннă хыççăн унта сĕт, кăштах хăйма тата кефир йышши продукци кăларнă - кунне 85 тонна сĕт тирпейленĕ, çулталăкра - 30 пин тонна. Кулленхи хăвачĕ вара 400 тоннăлăх пулнă. Унăн республикăри сĕт продукцийĕн тÿпи 12,2% танлашнă. Йогурт, тутлăлантарнă тăпăрчă йышши продукци пирки сăмах та пулман. Производство пысăк услам кÿмен. Тĕп холдинг 40 ытла çул ĕçленĕ завода инвестицисем хывман, оборудовани кивелнĕ. Çавăнпа производствăна аталантарас темен, урăх çĕре куçарма йышăннă. Владимир Александрович производство хупăннăшăн мар, ытларах çынсем ĕçсĕр юлнăшăн тата налуксемшĕн /завод çулталăкра тĕрлĕ шайри бюджетсене 19 млн тенкĕ налук хывнă/ пăшăрханнине пытармарĕ. Çаплах каларĕ: «Компани хуçисем ку заводран май пуррине пĕтĕмпех пăчăртаса кăларнă, халĕ - чипер юлăр...» Сăмах май, Danone пĕлтĕр Тольяттири тата Новосибирскри завочĕсене, Смоленскри комбинатне те хупнă.
Пирĕн лавккасенче сĕт продукцийĕ тĕлĕшпе дефицит пулмĕ - çакна ялхуçалăх министрĕ Сергей Артамонов та, хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов та çирĕплетрĕç. Чăваш Енре пилĕк сĕт завочĕ ăнăçлă ĕçлет, вĕсем юлашки çулсенче производствăна ÿстерсе пыраççĕ. Вăрнарти типĕ сĕт завочĕ кăна талăкра тирпейлекен сĕт виçине вун-вун тонна ÿстерме пултарать. Ытти заводăн та саппас самай пысăк.
Ĕçлев министрĕ Сергей Димитриев заводран кайма тивекен пĕр çынна та тимлĕхсĕр хăвармасса шантарчĕ: «Шупашкар хулинче кăна паян - 5 пин ытла ваканси. 1 пине яхăн предприятие ĕçлекенсем кирлĕ. Çавăнпа та пурне те ĕçпе тивĕçтерме тăрăшăпăр, кирлĕ-тĕк çынсене çĕнĕ профессисене вĕрентĕпĕр. Çак тĕллевпе хупăнакан заводра хамăрăн консультаци пунктне те уçатпăр. Тепĕр самант: Danone хăй те яваплăх пирки манмĕ. Унăн ĕçрен каякан сотрудниксене тивĕçлĕ саплаштару укçи тÿлемелле - вăл ахаль шалуран чылай пысăкрах пулмалла. Компани çак обязательствăна пурнăçлассине влаçсем куçран вĕçертмĕç.
«Завод хупăнни влаçсемшĕн кĕтменлĕх пек - çакăн пек туйăм çуралать... Апла мар-и?» - «Хыпар» корреспонденчĕн çак ыйтăвне хуравланă май Владимир Аврелькин çакна Правительствăра уйăх каяллах пĕлнине палăртрĕ, компани ертÿçисемпе республика премьер-министрĕ те курнăçса калаçнă: «Çавăнпа та - кĕтмен хыпар мар. Хуçи хупма йышăннă - ку унăн прави».
Предприятипе вара мĕн пулĕ? Владимир Александрович палăртнă тăрăх - унта вырнаçма кăмăл тăвакан инвесторсем пур. Хальлĕхе татăклăн калама иртерех, çапах та вĕсен шутĕнче сĕт производствипех ĕçлес текен те пур. Сăмах хуçалăхсенчен туянакан сĕте хутаçсене тултарасси пирки кăна пымасть, ăна тирпейлесе халăх ыйтакан-туянакан тутлă çимĕçсем кăлармалла. Вырăнĕ чăннипех илĕртÿллĕ вĕт: хула чиккинче... Тепĕр енчен, хула территорийĕнче апат-çимĕç туса кăларакан предприяти валли вырăн тупма пĕртте ансат мар. Кунта вара - санитари зони те, ытти те пĕтĕмпех пур. Тепĕр тесен, паллах, кирек мĕнле производство йĕркелесен те самай пысăк инвестици кирлĕ пулĕ, анчах ку влаçсене хăратнăн туйăнмарĕ.
Сĕт продукцийĕн çителĕклĕхĕ пирки калас-тăк - Сергей Артамонов республика унпа хăйне кирлин 132,5% чухлĕ тивĕçтернине çирĕплетрĕ. Чăваш Ен çулталăкра 423 пин тонна сĕт суса илет, çав шутра тавар сĕчĕ - 330 пин тонна. Çак виçен самай пысăк пайĕ, 130 пин тонна, республика тулашне каять. Министр Чăваш Енре çĕнĕ сĕт заводне проектланине те палăртрĕ. Кам, ăçта? - хальлĕхе уçăмлăн каламарĕ.