Çывăхрах - пăши!

11 Пуш, 2016

Федерацин уйрăмах сыхлакан «Сăрçум» заповедникĕнче сĕтпе тăрантаракан чĕрчунсене тата чăх евĕрлĕ вĕçен кайăксене шутламалли тапхăр вĕçленчĕ. Вăл икĕ уйăха яхăн тăсăлчĕ.

Ăна мĕнле ирттертĕмĕр-ха? Малтан шутлав маршручĕсене çирĕплетнĕ. Хăтлăх сотрудникĕсемпе волонтерсем юр тăрăх кайса куç умне пулакан пĕтĕм йĕре хут çинче палăртрĕç. Эпĕ ку ĕçе пĕрре çеç мар хутшăннă. Вăл çамрăк биологсене пушшех кăсăклантарать, чĕрчунсемпе хутшăнма илĕртет. Вĕçрен вĕçе тухассишĕн йĕлтĕрпе малалла шуса вĕсем хăш тĕсрен пулнине, ăçталла çул тытнине уçăмлатса пыратăн. Кăпăшка юр çинче çакна тÿрех пĕлме йывăр. Шутлава темиçе çул хутшăнса ăсталăха ÿстерсен çеç ыйту тупсăмне çийĕнчех ăнкаратăн.

Хĕллехи кăн-кăвак тÿпе тата пит-куçа ăшăтайман хĕвел чуна савăнтарчĕ. Вăрман - тарăн ыйхăра, йĕри-тавра - хулăн юр. Сарлака йĕлтĕрсемпе куçатпăр. Пирваях вăрман мулкачĕн йĕрĕсене çеç асăрхарăмăр. Тепĕртакран - пакшапа вăрман сăсарăнне. Улатăр вăрманĕнчи чи пысăк кушак - çÿлевĕç - йĕрĕсене курса тĕлĕнтĕмĕр. Пирĕн ушкăн çулĕ вĕсеннипе хĕресленессе малтан тĕлленмен те. Çак чĕрчунсем республикăра пĕтесси патнех çитнĕ. Йĕрĕсене асăрхани те кăмăла çĕклерĕ.

2015 çулхи çуркунне заповедник сотрудникĕсем виççĕшĕпе ешĕллĕхри çул урлă каçнă чухне тĕл пулнă, шутлав тапхăрĕ пуçланиччен пĕри фотообъектива лекнĕ.

Йĕлтĕрсене сĕтĕрсе малаллах каятпăр. Юнашар маршрутри ушкăнран кĕсье телефонĕпе шăнкăравласа тин çеç унта пăши пырса тухни çинчен пĕлтерчĕç. Эпĕ кăльт кулянса илтĕм. «Пирĕн патран мĕншĕн иртмелле марччĕ?» - терĕм.

Маршрут çурринче канма тата чей ĕçме кăмăр çине лартăмăр. Çав самантра инспектор: «Пăхăр-ха! Пăши!» - терĕ. Вăл кăтартнă еннелле тимлерĕм те тем пысăкăш чĕрчуна куртăм. Кутамккаран фотоаппарат кăларса темиçе кадр турăм. Пиртен инçетреччĕ тата йывăçсен хушшинчеччĕ, çапах манăн сăнÿкерчĕксен коллекцине асăнмалăх кĕрсе юлчĕ. Малтан ăна сăмах чĕнмесĕр сăнарăмăр, пĕр-ик минутран калаçма пуçларăмăр. Вăл хăйĕн çине тинкерекенсене асăрхамарĕ, пирĕн сасса илтмерĕ. Вĕтлĕх турачĕсене хыпса татрĕ, йывăç ху­йăрне хырса сÿрĕ. Пилĕк-ултă минутран тÿпем урлă каçса пытанчĕ.

Пăшие курни маншăн кĕтменлĕх пулчĕ. Патшалăх ятарласа çирĕплетнĕ хурал служби сыхлакан заповедникра та чĕрчунсене час-часах асăрхамастăн. Хăйсен патне этем е чĕрчун çывхарнине инçетрен сисеççĕ. Çавăнпа куç тĕлне пулмаççĕ. Çапах хăшпĕр чухне ăнать: тепĕр ушкăна вăрман мулкачĕ савăнтарнă.

Çулталăк каяллахи шутлав «Сăрçумра» пакша, пăши, хир сысни, мулкач хушăннине çирĕплетрĕ. Кăçал вăл мĕн кăтартĕ? Хальхи вăхăтра ятарлă меслетпе усă курса çак ыйту хуравне палăртатпăр.

Людмила МАЙОРОВА,

«Сăрçум» заповедник методисчĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.