«Çывăх тус тупсан ăна упрăр…»

25 Çĕртме, 2015

Туслă та пĕр-пĕрне ăнланса пу­рăннине мĕн çиттĕр-ха? Кирек мĕнле ĕçе те пĕрле канашласа туни, пĕр-пĕрне пулăшса пыни нимрен паха-çке. Лайăх тус вара хăш чухне тăванран та хаклăрах.

Çиччĕмĕш класран вĕренсе тухнă Настя Сурковăпа Вика Сергеева çакна тĕпе хурса пурăнаççĕ. Вĕсем - çывăх туссем. Тĕрлĕ ялсенче пурăнаççĕ хĕрсем. Тĕл пулма, вăхăта пĕрле ирттерме вара ялан тăрăшаççĕ. Пĕр класра вĕренни вара вĕсене тата çывăхрах пулма хистет. Хĕрачасем иккĕшĕ те отличницăсем. Вĕренÿри çитĕнÿсемшĕн вĕсем учительсемсĕр пуçне пĕр-пĕрне те тав тăваççĕ. Ара, тантăшсем яланах вăл е ку темăна пĕрле сÿтсе яваççĕ-çке, пĕри ăнланса çитерейменнине тепри лайăх ăнка­ратех. «Туссен çапла пулмалла та», - теççĕ вара ун пек чухне кăмăллăн хĕрсем. - Пĕри теприне пулăшсан иксĕмĕре те çăмăлтарах пулать вĕт».

Настьăпа Викăн кăсăкланăвĕсем те пĕр пекрех. Хĕрачасем алă ĕçĕпе аппаланма кăмăллаççĕ. Пĕррехинче «Экселсиор» наукăпа практика кон­ференцинче хăйсем ăсталанă тухьяна конкурса тăратса малти вырăна тухма пултарнă.. Çакă маттурсене пултару­лăха малалла та аталантарма хистет. Хĕрачасем шкулти пур мероприятие, конкурса хастар хутшăнаççĕ кăна мар, ертÿçĕ тивĕçне те аван пурнăçлаççĕ. Яваплăха туйса ĕçлеççĕ-çке вĕсем. Ахальтен мар ĕнтĕ шкулти «Учитель­сен кунне» те вĕрентекенсем Настьăпа Викăна ирттерме шанса панă.

- Çывăх тус тупсан ăна упрăр, хак- лăр, хисеплĕр, - сĕнчĕç «Тантăш» вулаканĕсене шкул хастарĕсем. - Пирĕн пекех туслă пулăр, тĕрлĕ кон­курс-вăййа хутшăнса пултарулăха аталантарăр.

Нина ЦАРЫГИНА.

Елчĕк районĕ,

Аслă Пăла Тимеш шкулĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.