Çырмара та мар, ял пуçĕнче те мар...
Шăпах çак вăхăталла, кĕркунне тĕлнелле, выльăх пуçтаракансем ялсенче ытларах курăнма тытăнаççĕ. Вăрттăнлăх мар: нумай чухне туяннă выльăха инçе илсе каймасăрах, çав вырăнтах, ял вĕçĕнчех е çырмарах, пусаççĕ. Какайне вара пасарта сутаççĕ е кÿршĕ регионсене ăсатаççĕ.
Явапсăрлăха усламçă хăй те ăнланать. Анчах капла вăхăт тата укçа-тенкĕ перекетленет-çке, çакна та лайăх пĕлет вăл.
Аш-какай пахалăхĕ тĕлĕшпе вара ыйту çуралать. Выльăха пусиччен тĕрĕслеттернĕ-ши? Тен, вăл чирлĕ пулнă? Çапла тĕрлĕ чир сарăлас хăрушлăх сиксе тухать. Çавăнтах пăрахса хăварнă пыршă, пуç тата ыттине кайăк-кĕшĕк, чĕрчун çиме пултарать: çапла чире сараççĕ те.
Раççейре эпизооти лару-тăрăвĕ чăннипех те лайăх мар. Нумай регионта выльăхран çынна куçма пултаракан чирсемпе аптраса ÿкнĕ тĕслĕхсем пулнă. Юлашки çулсенче шăпах чирлĕ выльăх какайне çинине пула гельминтозпа, трихинеллезпа чирленĕ тĕслĕхсене шута илнĕ.
Россельхознадзорăн информаципе аналитика центрĕ пĕлтернĕ тăрăх, утă уйăхĕн вĕçĕнче кăна трихинеллезпа Мурманск облаçĕнче 2-ĕн чирленĕ, Мускав облаçĕнче финнозпа /çыншăн та, чĕрчунсемшĕн те хăрушă вăл/ аптранă 13 тĕслĕхе шута илнĕ, бруцеллезпа Сарă ту, Владимир, Смоленск облаçĕсенче, Карачай-Черкес тата Калмăк республикисенче чирленĕ. Çавăн пекех язва, ящур, туберкулез, сальмонеллез тата ытти те çынсене лекес хăрушлăх пысăк.
Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн патшалăх чикĕри контролĕн пайĕн пуçлăхĕ Надежда Емельянова каласа панă тăрăх, чир-чĕртен хÿтĕленес тата çынсене пахалăхлă аш-какайпа тивĕçтерес, çĕршыври эпизооти лару-тăрăвне лайăхлатас тĕллевпе Раççей Ялхуçалăх министерстви пĕлтĕр Пĕчĕк тата вăтам йышши ятарлă пунктсенче выльăха пусса какая малтанласа тирпейлемелли çинчен калакан Ветеринари правилисене йышăнчĕ. Вĕсем 2014 çул вĕçĕнче вăя кĕчĕç.
Кунсăр пуçне Таможня союзĕн /Раççей, Беларуç, Казахстан/ территорийĕсенче «Аш-какай тата унран хатĕрленĕ продукцин хăрушсăрлăхĕ çинчен» ятлă Техрегламента пăхăнмалла. Уйрăмах - союза кĕрекен çĕршывсен территорийĕсенче аш-какай сутас тесен. Техрегламент 2014 çулхи çу уйăхĕнче вăя кĕнĕ.
Техрегламентпа килĕшÿллĕн какая сутас тетĕр пулсан выльăха ятарлă вырăнта пусмалла. Хамăра çимелĕх пулсан кăна ку йĕркесене пăхăнмасан та юрать.
Пусса тирпейлемелли пунктсене илсе килнĕ выльăха ветеринари докуменчĕсемсĕр йышăнмалла мар. Унта вакцинаци, диагностика, юлашки хутчен хăçан антибиотиксем ĕçтерни пирки çырни пулмалла. Выльăха тÿрех пусмалла мар – темиçе кун тăхтамалла. Пусиччен ветеринари тухтăрĕн ятарлă журналра çырмалла. Пуснă хыççăн пушшех те тимлĕрех тĕрĕслемелле, ветеринарипе санитари экспертизи валли уйрăм пÿлĕм пулмалла, унта çутă çителĕклĕ кирлĕ. Йĕркеллех пулсан клеймо çапаççĕ. Кун хыççăн сивĕтмĕшре тытмалла. Ветсанэкспертиза пирки те журналта çырмалла.
Пусса тирпейлемелли пунктсенче ăшă тата сивĕ шыв, дезсредствăсем пулмалла.
Кашни пунктрах пыршисене, мăйракисене, юнне тата пуснă хыççăн юлакан ытти япалана пуçтарма контейнер кирлĕ. Вĕсене ниçта та, хытă каяшсене пăрахакан вырăнсене, сăмахран, пăрахмалла мар, утилизацилемелле е тĕп тумалла.
Тĕрлĕ шĕвеке юхса тухма ятарлă - çăл евĕрлĕ - вырăн кирлĕ. Ăна вăхăт-вăхăт тасатса дезинфекци тумалла. Тислĕк тата хырăмлăхпа пыршăлăх япалисене пуçтарма та ятарлă вырăн кирлĕ.
Палăртсах калас килет, çак пунктсене е цехсене регистрацилемелле.
Чăваш Республикинче кашни районтах тенĕ пек çакнашкал пунктсем пур. Пĕтĕмпе вĕсем 40-е яхăн. Нумайăшĕ мăйракаллă шултра выльăх тата сыснасем пусса тирпейлеççĕ. Çак пунктсене Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн инспекторĕсем тĕрĕслесех тăраççĕ. Кăçал хальлĕхе 8 пункт тĕрĕсленĕ.
Патăрьел районĕнчи пĕр пункта вара хăйсем тĕрĕслеме ыйтрĕç. Вĕсем Таможня союзĕн Предприятисен реестрне кĕресшĕн. Çак реестра кĕртнĕ предприятисен Беларуçа тата Казахстана аш-какай ăсатма ирĕк пур.
Пĕтĕмĕшле, 9 пунктран 3-шĕнче маларах асăннă йĕркесене пăхăнман: выльăха ветврача тĕрĕслеттермесĕр пуснă, биоюлашкисене утилизацилес ĕçе кирлĕ пек йĕркелемен, тирне те ветеринари докуменчĕсемсĕрех сутнă, ветврачсем валли ятарласа хатĕрленĕ вырăнсем çук тата ытти те.
Правилăсем тăрăх, пунктра ветврач пулмалла. Ытларах чухне пунктсенче Чĕрчунсен чирĕсемпе кĕрешекен районти станцисен патшалăх ветврачĕсем пăхса тăраççĕ. Анчах та вĕсене журналсене йĕркеллĕ çырса пыманшăн асăрхаттарма тивнĕ.
Ыйтупа тухнă пунктра та асăрхаттарусем пулчĕç. Çитменлĕхсене пĕтернĕ хыççăн комисси пункта Таможня союзĕн Предприятисен реестрне кĕртме йышăннă.
Надежда ВАСИЛЬЕВА,
Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн пресс-секретарĕ.
Комментари хушас