Çыравçă асрах
Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн литературоведенипе фольклористика пайĕ Тăвай районĕнчи Элпуç вăтам шкулĕнче "Илле Тăхтин чăваш литературинчи вырăнĕпе пĕлтерĕшĕ" ятпа анлă лару ирттерчĕ.
Ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке, ял тăрăхĕн ертÿçи В.Козлов уçрĕç. ЧПГĂИ директорĕн ăслăлăхпа аталану енĕпе ĕçлекен çумĕ Г.Николаев, Элпуç вăтам шкулăн директорĕ Л.Кабакова, И.Тăхти тăванĕсем О.Михайлова, Н.Ефимов, С.Ефимова тухса калаçрĕç.
Институт ĕçченĕсем Илле Тăхти пултарулăхне халалланă ăслăлăх доклачĕсем турĕç. Халăх В.Родионовăн "Илле Тăхтин илемлĕ тĕнчи" докладне питĕ кăсăкланса итлерĕ. И.Кириллова çыравçăн паянхи чăваш литература пĕлĕвĕнчи вырăнĕ çинчен каласа пачĕ. Вăл Илле Тăхти пултарулăхĕн хăйне евĕрлĕхĕ пирки диссертаци çырса хÿтĕленĕ. В.Ендеров "Илле Тăхти - фольклорист" темăпа калаçрĕ. О.Терентьева "Илле Тăхти пултарулăхĕнче тавралăх халапĕсем сăнланни" темăна уçса пачĕ.
Тăхтин тавралăха çырса кăтартасси тăван ен культурипе тачă çыхăннă. Акă пĕр тĕслĕх: "Пирĕн асаттесем выльăх-чĕрлĕхлĕ чух, мул пур чух Элкÿл сăртĕнче çулне икшер хут тихасемпе хурсем, вăкăрсем пусса чÿк тунă. Унта темиçе ял пухăннă. Пурте эрмексемпе, нухратлă, хурт пуççиллĕ хушпусем, хĕрсем хаклă тухьясем тăхăнса пынă. Каччăсем лаша пуçлă тура пиçиххи çумне çакса пухăннă. Пыллă сăра ĕçсе, сăрнай купăс каласа савăннă". Тĕпчевçĕ хăй те Тăвай районĕнче çуралса ÿснĕ пирки тăван енне, унпа çыхăннă халапсене пушшех те юратса тĕпченĕ.
Н.Ефремова-Ильина И.Тăхти пултарулăхĕнче чăваш халăх сăмахлăхĕ ÿкерĕнни çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ, çыравçăн хайлавĕсенче юмахсем, сăпка юррисем, ваттисен сăмахĕсем, пил, юрăсем тĕл пулнине палăртрĕ. Е.Федотова "Матюк аппа" калавĕнчи тĕлĕк сăнарлăхĕ çинчен каласа кăтартрĕ. А.Кузнецов чĕлхеçĕ Илле Тăхти калавĕсен илемлĕ чĕлхин хăйне евĕрлĕхĕ çинчен калаçрĕ. Элпуçĕнчи вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен П.Никифоров ертсе пынипе шкул ачисем Илле Тăхти пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Е.Иванова Илле Тăхти çинчен çырнă сăвва вуласа пачĕ. Истори учителĕ А.Васильев шкул музейĕпе паллаштарчĕ. Унта ĕлĕкхи чăваш тумĕсем, ĕç хатĕрĕсем, музыка инструменчĕсем /чăваш кĕсли те пурччĕ/, кивĕ сăн ÿкерчĕксем упранаççĕ. Музейре хăтлă. Шкулĕ те чаплă. Çыннисем те ырă.
Уява хутшăннисем пурте Нюшкассине, çыравçăн тăван ялне, çитсе курчĕç. Унта Илле Тăхти çуралнă кил халĕ те типтерлĕ. Пахчинче чечексем ÿсеççĕ. Пÿрт стени çинче "Çак килте Илле Тăхти çуралнă /1889-1938/" тесе çырнă хăма çакăнса тăрать.
Е.Михайлов археолог Элпуç ялĕ таврашĕнче экспедици ирттерчĕ.
Елена ФЕДОТОВА,
филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ
Комментари хушас