Çырăва хаклаççĕ
20 Jan, 2017

 Валерий ФИЛИМОНОВ, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ:

— Анлă çыру — патшалăх управленийĕн, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемшĕн, гражданла общество институчĕсемшĕн, халăхшăн пысăк пĕлтерĕшлĕскер. Чăваш Ен пурăнмалли хăтлă регион пулнине çирĕплетнине илтме кăмăллă пулчĕ. Эпир мĕнле позицирен старта тухнине пĕлетпĕр. Çав позицисем лайăх. Анчах республикăра усă курман ресурссем иксĕлми пулнине те куратпăр — Михаил Васильевич Çырура вĕсене пайăррăн асăнчĕ.

Вăл социаллă политика енĕпе нумай ĕçлени çинчен каларĕ, çав вăхăтрах мĕн тунипе çырлахма юраманни пирки те асăрхаттарчĕ. Калăпăр, вĕрентÿ енĕпех çитĕнÿсем мĕнешкел! Çав шутра — шкулчченхи вĕрентÿ те. Анчах малашлăх тата та пысăкрах. Е тата — экономика, халăха ĕçпе тивĕçтересси. Республика ку енĕпе ĕçлени куçкĕрет.

Апла пулин те çакна пĕтĕçтерекенни — Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ. Ăс-хакăл, чунлăх енĕпе пĕрле пулсан, чăваш халăхĕн ырă йăлисене тытса пырсан, килĕшÿпе тăнăçлăха упрасан кăна пур енĕпе те ăнăçу пулĕ. Çав шутра — экономикăна аталантарас тĕлĕшпе те. Пĕр-пĕрне ăнланни кирлĕ, вăл вара çемьерен пуçланать. Çакна тĕпе хурса ĕнтĕ республика Пуçлăхĕ 2017 çула Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ. Икĕ сăмах кăна — питĕ ансат, анчах çак ансатлăхра — генилĕх.

Паллах, Çырăва пирĕн тĕплĕ тишкерме тивет-ха. Унăн калăпăшĕ пысăк, унта палăртнă шухăшсене хамăрăн саккунсем кăларас ĕç никĕсне хурăпăр, аталану валли условисем йĕркелессине тивĕçлĕ саккунсемпе тĕревлĕпĕр.

 

Александр ИВАНОВ, ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ:

— Республика парламентне тата чăваш халăхне янă Çырура юлашки çулсенче пуçласа Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев информаци технологийĕсен сферине пысăк тимлĕх уйăрчĕ. Экономикăн пĕр отраслĕ те, çав шутра промышленноçта инноваци технологийĕсемсĕр , программа продукчĕсемпе проекчĕсемсĕр аталанаймасть. «Цифра экономикине» ĕçе кĕртни регионăн сулмаклă аталанăвĕн ÿсĕмĕн никĕсĕ пулса тăма тивĕç.

Регионăн Наци технологи пуçарăвĕн офисне уçассине туллин ырлатăп. Çакă ĕçе пуçăнакан тĕрлĕ ИТ-компание, талантлă программистсен командисене интереслĕ проектсем хатĕрлеме, грантсен шучĕпе патшалăх пулăшăвĕпе усă курма май парĕ.

Чăваш Енрен ИТ-предприятисен пĕрлĕхĕ республикăри электротехника кластерĕн тĕслĕхне тĕпе хурса профессионалсен ИТ-пĕрлĕхĕн интересĕсене хÿтĕлемешкĕн пулăшма тивĕç. Пĕр команда пулса ĕçлени чылай тухăçлăрах. Республикăри ИТ- компанисен ĕçĕсемпе Чăваш Ен тулашĕнче те усă кураççĕ ĕнтĕ. Çывăх вăхăтрах вĕсем тĕнчери ИТ-рынокра та хăйсен çирĕп вырăнне йышăнасси пирки иккĕленместĕп.

 

Владимир ИВАНОВ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ректорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан:

— Республика Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырăва çулленех тимлĕ итлетĕп. Кăçалхи Çырури шухăшсем те кăмăла кайрĕç. Михаил Игнатьев тĕп шухăшне малашлăхпа çыхăнтарчĕ тенĕ пулăттăм. Пуласлăхăн тĕп шăнăрĕ вара — ачасенче, çамрăксенче, вĕсен аталанăвĕнче.

Михаил Васильевич ача сачĕсем тумалли программăна малалла тăсассине çирĕплетрĕ. Çавăн пекех шкулсем тăвасси, инфратытăмне çĕнетесси çинчен каларĕ — вĕсен вĕренĕвĕпе аталанăвне тивĕçтересси тĕп тĕллевсен шутĕнче пулмалла. Çавна май, паллах, педуниверситет умĕнче те яваплăх пысăк: шкулсене, уйрăмах ялсенчи шкулсене пултаруллă вĕрентекенсемпе тивĕçтермелле, хăйсен ĕçне парăннă воспитательсем те кирлĕ — ачасене вĕсем аталанма пулăшаççĕ вĕт. Çапла вара пирĕн умри тĕллев уçăмлă: асăннă ĕçе çÿллĕ шайра пурнăçламалла — университетран вĕренсе тухакансем шкулсенче тĕпленсе ачасемшĕн аталанмалли тивĕçлĕ условисем йĕркелеме пултарччăр, вĕсене паха пĕлÿ паччăр.

 

Ирина ПИСЬМЕНСКАЯ, «Россельхозбанк» АОн Чăваш регион филиалĕн директорĕ:

— Республика Пуçлăхĕн Çырăвĕ регион пурнăçĕн мĕнпур сферишĕн хăйне евĕр никĕс пулса тăрать. Банк филиалĕн ертÿçи пулнă май маншăн Чăваш Ен Пуçлăхĕ ял аталанăвĕ, импорта хамăрăн продукципе улăштарас тĕлĕшпе питĕ тимлĕ пулни уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Пирĕн филиал патшалăхăн ял хуçалăхне аталантармалли программисене хастар хутшăннă май регионăн агропромышленноç комплексне пысăк пулăшу кÿрет. Çак эрнере «Россельхозбанк» АО тата Раççей ял хуçалăх министерстви АПК предприятийĕсене çăмăллăхлă кредитсемпе тивĕçтермелли программăна пĕрле пурнăçламалли килĕшĕве алă пусрĕç. Субсидисемпе тивĕçтермелли çĕнĕ йĕркепе килĕшÿллĕн 2017 çулта кредитсен процент виçин пĕр пайне саплаштарса тÿлекен укçана полномочиллĕ кредит организацийĕсене тÿрремĕнех пама палăртнă. Çакă банксене аграрисене кивçен укçапа çулталăкри 5% ытла мар виçепе тивĕçтерме май парĕ, аграрисемшĕн патшалăх пулăшăвне илмелли процеса палăрмаллах ансатлатĕ. Эпир пирвайхи заявкăсене йышăннă ĕнтĕ. Чăваш Енре çăмăллăхлă çĕнĕ кредитсене парасси çитес эрнеренех пуçланать.

 

 Анатолий МЯСНИКОВ, Сĕнтĕрвăрри районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ:

— Республика Пуçлăхĕ Çырура пирĕн хăш енĕпе уйрăмах çине тăрса ĕçлемелли пирки уçăмлă каларĕ. Паллах , Сĕнтĕрвăрри районне тÿрремĕнех пырса тивекен самантсем те пайтах. Çав шутра, калăпăр, культурăпа çыхăннисем. Эпир Атăл çинче пурăнатпăр, апла тăк ытти районпа танлаштарсан пирĕн майсем анлăрах — шалти туризма аталантармалли майсем пур. Вĕсемпе туллин усă курайманни пăшăрхантарать. Ку енĕпе ĕçлес кăмăл пысăк. Кăçал пысăк «Жуковское» спа-отель уçатпăр, çынсемшĕн канмалли, сипленмелли условисем пулĕç.

Михаил Васильевич çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелес ыйтăва çĕклерĕ. Эпир ку енĕпе ĕçлетпĕр. Пирĕн «Марпосадкабель» предприяти пĕлтĕр çĕнĕ цех уçрĕ, çĕнĕ 50 ĕç вырăнĕ йĕркелеме пултарчĕ. Кăçал тата 25 çынна йышăнасшăн. Çавăнпа та кăмăллăн палăртма пултаратăп: ял хуçалăхĕ енĕпе кăна ĕçлеместпĕр, пирĕн промышленноç та аталанать. Сăмах май, çÿлерех асăннă спа-отельте те 50 ĕç вырăнĕ пулать — районшăн сахал мар. Паян кашни ĕç вырăнĕ шутлă.

 

Владимир ДЕНИСОВ, Шăмăршă районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ:

— Эпĕ район тилхепине тытнăранпа вăхăт нумай иртмен-ха, анчах маларах ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулнă май республика Пуçлăхĕн çырăвĕсене унччен те итленĕ. Çавăнпа та калама пултаратăп: Чăваш Ен Пуçлăхĕн Патшалăх Канашне янă паянхи Çырăвĕ чăннипех питĕ тĕплĕ те анлă пулчĕ. Ял хуçалăхĕпе промышленноçран пуçласа спорт таранах — мĕнпур ыйтăва çĕклерĕ, лару-тăрăва хакласа тĕллевсем палăртрĕ.

Районсен ертÿçисем те çак Çыруран тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем тăваççех — тĕллевсем уçăмлă. Михаил Васильевич пирĕншĕн палăртнă тĕп шухăш, ман шутпа, çакă: чи кирли — халăхпа калаçма, хутшăнма шикленмелле мар. Уççăн тата тÿрĕ кăмăлпа калаçмалла. Территорисене хăтлăх кÿмелле-и, экономикăна аталантармалла-и — халăхпа пĕрле ĕçлемелле. Вăл çавăн пекех çынсен пуçарăвĕсене шута илмелли, вĕсене ĕçлеме майсем туса памалли пирки каларĕ. Çапла тусан кăна кирек мĕнле ĕç те ăнăçлă пулĕ.

Ял хуçалăхĕ тенĕрен, Чăваш Ен Пуçлăхĕ усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне тавăрас ыйту çинче пайăррăн чарăнса тăчĕ. Палăртма кăмăллă: Шăмăршă районĕнче ку енĕпе çивĕчлĕх çук — пĕлтĕр нумай ĕç турăмăр. Пушă выртнă 2 пин ытла гектар çĕре сухаланă, пин ытла гектара акса хăвартăмăр. Район Ульяновск облаçĕпе, Тутарстанпа кÿршĕллĕ пулнă май пирĕн пата çав регионсенчен инвесторсем килеççĕ, çĕр ыйтаççĕ, анчах çĕрпе тивĕçтерейместпĕр — пушă лаптăксем çук. Çавăнпах ĕнтĕ выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес, сĕт сăвассине ÿстерес енĕпе çине тăрарах ĕçлесшĕн — кăçал шăпах çак ыйтусем çине пусăм тăвăпăр.

 

Василий БОГДАНОВ, ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен министерствин «Шупашкар лесничестви» КУ директорĕ:

— Мĕн туни çинчен каланипе пĕрлех Михаил Игнатьев кашни отрасль умĕнчи тĕллевсене уçăмлă палăртни кăмăла кайрĕ. Вăрман хуçалăхĕн ĕçченĕ пулнă май маншăн Михаил Васильевич 2017 çул Экологи çулталăкĕ пулнине тĕпе хурса пурнăçламалли ĕçсене палăртни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çирĕплетсех калатăп: республика Правительстви вăрман хуçалăхĕн ĕçченĕсемпе пĕрле ку енĕпе пысăк ĕç тунă, тăвать.

Çав шутра — 2010 çулта çуннă вăрмансене çĕнĕрен чĕртесси. Ун чухне пысăк пушарсем пирĕн лесничество территорийĕнче 10 пин гектар ытла вăрмана тĕп тунă. Çуннă лаптăксен 45% тасатнă, çĕнĕрен йывăçсем лартнă ĕнтĕ. Çапах ĕçлемелли тата нумай-ха. Республика Пуçлăхĕ çав лаптăксенче çĕнĕрен вăрмансем чĕртессине 2020 çул тĕлне вĕçлемеллине çирĕплетрĕ.

Çак ĕçе волонтерсене, студентсене, çут çанталăка юратакан мĕнпур çынна явăçтаратпăр. Экологи çулталăкĕнче çак ĕç республикăра пурăнакансен экологи хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕлĕшпе курăмлă пуласси пирки иккĕленместпĕр. Михаил Васильевич экологи воспитанийĕн пĕлтерĕшĕ çинче те чарăнса тăчĕ. Çитĕнекен ăрушăн йывăç лартасси, çут çанталăка упрасси пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тепĕр тесен çын йывăç лартмашкăн нихăш ÿсĕмре те кая юлмасть.

 

Николай УГАСЛОВ, «ТУС» АХО гендиректорĕ, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ:

— Иртнĕ çул строительство отраслĕшĕн ансат пулмарĕ. Ку чи малтанах экономикăри кризиспа сăлтавланчĕ. Вăл строительство секторне вăйлă пырса çапрĕ. Çапах, ман шутпа, эпир тĕпне анса çитрĕмĕр, халь ерипен хăпарма пуçлатпăр. Михаил Игнатьев хăйĕн Çырăвĕнче строительство отраслĕшĕн ÿсĕмлĕ ĕçлемешкĕн мĕнпур услови пуррине çирĕплетрĕ. Пурлăхпа техника бази çирĕп, банксем строительствăна кредитсемпе тĕревлес енĕпе мерăсем йышăнаççĕ. Пирвайхи утăмсем пур та ĕнтĕ.

Раштав вĕçĕнче, сăмахран, эпир Перекет банкĕпе пĕрле пысăк объект строительствине пуçламашкăн укçа уйăрмалли проекта пуçартăмăр. Çакнашкал ĕçе ытти банк та çанă тавăрсах пуçăнсан ăнăçу пуласси куçкĕрет. Республика Пуçлăхĕн Çырăвĕ вара мĕн тунине çирĕплетнипе пĕрлех Чăваш Енре çурт-йĕр строительствипе çыхăннă иккĕленĕве те сирет. Çĕкленме пуçлатпăрах, 2017 çулта пурăнмалли çурт-йĕр пĕлтĕрхинчен ытларах тăвасси пирки иккĕленместĕп.

Николай КОНОВАЛОВ

ыйтса пĕлнĕ.

 

Комментари хушас