Çырăва хаклаççĕ
Юрий ПОПОВ, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ: 2015 çул суйлав - республика Пуçлăхĕн, районсен депутачĕсен суйлавĕ¬сен - çулталăкĕ пулнине кура паянхи Çыру пĕлтерĕшĕ уйрăмах пысăк.
Михаил Васильевич политика пирки нумай сăмахламарĕ. Экономика пирки калани, хăй республикăна ертсе пыма пуçланăранпа пурнăçланă ĕçе пĕтĕмлетни килĕшрĕ. Вăл ĕçлеме пуçланă чухне мĕнлерех йывăрччĕ. Тăватă çул иртрĕ те - çивĕч нумай ыйтăва эпир манма та ĕлкĕрнĕ. Шăрăх та типĕ çу пулчĕ. Ĕçсĕрлĕх пысăкчĕ, хваттер туянма пая кĕрсе улталаннă çын йышлăччĕ, садиксем çукчĕ... - çак ыйтусене татса панă, мĕн чухлĕ ĕç тунă! Ку савăнтарать. Çакăн пек ĕçсене тума пултарать-тĕк - вăл халăха, чăваша юратакан çын.
Константин КОСАЧЕВ, РФ Федераци Канашĕн Çĕршывсен хушшинчи ĕçсен комитечĕн председателĕ, Чăваш Енĕн сенатри представителĕ: Кунашкал Çырусене эпĕ нумай итленĕ, çапах пĕр ÿстермесĕрех калатăп: кăçалхи Çыру уйрăларах тăрать. Пĕрремĕшĕн¬чен, пирĕн çĕршыва йывăр килнипе: тулашри паллă условисем витĕм кÿреççĕ. Çак витĕм регионсене те çитет, çавна май хамăрăн çирĕплĕх саппасĕ мĕнлереххине пĕлни-илтни кирлĕ. Эпĕ Çырура çакна илтрĕм.
Идеал шайĕнчи лару-тăру пулма пултараймасть - Михаил Васильевич çакăн çинчен те каларĕ. Ĕçлемелли пайтах: çул-йĕр строительстви, картишсене тирпейлесси, çынсене юхăннă çуртсенчен куçарасси тата ытти те. Кăçал ачасене садиксенчи вырăнсемпе туллин тивĕçтерессе шанатăп. Çырура алкоголизм, руль умне ÿсĕрле ларакансем тунă аварисенче нумай çын вилни пирки те сăмах пулчĕ. Пĕр сăмахпа, çивĕч ыйтусем пур, анчах эпир вĕсене татса параяссăн туйăнать. ЧР Пуçлăхĕн сăмахĕнче çак ыйтусенчен пĕрин тĕлĕшпе те пулин алă усас кăмăл пуррине туймарăм.
Пурне те харăсах татса пама алă çитмест, ресурссем, квалификациллĕ кадрсем çителĕксĕртерех. Çапах тепĕр хут калатăп: тĕрĕс çулпа утни куçкĕрет - кун пирки иккĕленместĕп.
Леонид ВОЛКОВ, вице-премьер - Чăваш Енĕн РФ Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ: Çыру республикăшăн, кунта пурăнакансемшĕн питĕ позитивлă пулăм. Мĕншĕн тесен вăл иртнĕ çулсене хаклать, республика малашлăхне палăртать.
Чăнах та, Раççей, Чăваш Ен паян ансат мар лару-тăрура. Çĕршыв умĕнче - геополитика, социаллă пурнăçпа экономика тĕлĕшпе тăракан пысăк тĕрĕслев. Михаил Игнатьев хăйĕн Çырăвĕнче пирĕн республика, халăх çак лару-тăрура ку йывăрлăхсене мĕнле çĕнтермелли пирки тĕрĕс хуравсем панăн туйăнчĕ. Ĕç кăларатпăрах. Кашнин çакна ăнланмалла: малашлăх хамăртан килет. Сÿрĕк мар, çанă тавăрса ĕçлесен, ăс-хакăл енĕпе те, кăмăл-сипет тĕлĕшпе те хамăрăн ĕçе парăнсан, Владимир Путин калашле, "кашни хăйĕн лаптăкне маттиклесен" пирĕн пĕтĕмпех ăнăçлă пулĕ.
ВАРНАВА владыка, Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ: Михаил Игнатьев палăртнă тĕп шухăш - пурин те пĕрле, пĕр çемье пек пулмалла тени. Православи тĕнне ĕненекенсен те, мăсăльмансен те, тĕне ĕненекенсен те, ĕненменнисен те - пурте пĕрле пулар. Пĕр çĕр çинче, пĕр патшалăхра пурăнатпăр вĕт. Çапла тусан кăна тăнăçлăх пулĕ.
Пĕр-пĕрин тĕлĕшпе тÿсĕмлĕ пулмалла. Эпир пурте çынсем - кашнин çитменлĕхсем пур. Тăрăшса ĕçлемелле, Турра кĕлĕ тумалла - çĕршывăмăр вăйлă пултăр, никам та пире тапăнма ан хăйтăр. Пĕрле вăйлăрах пулăпăр. Пĕр-пĕрне юратмалла, çав шутра - хамăрăн тăшмансене те.
Лев КУРАКОВ, экономика наукисен докторĕ, профессор: Çыру - тарăн шухăшлăскер, республика ыйтăвĕсене çĕршыври лару-тăрупа çыхăнтарса çĕклекенскер. Михаил Игнатьев пĕтĕмпех объективлă та тĕрĕс хакларĕ.
Пĕрремĕш вырăна çынна лартни питĕ килĕшрĕ. Çынсăр пĕр ыйтăва та татса параймăн, пĕтĕмпех çынран килет вĕт. Халăха пулăшсан, социаллă пурнăç енĕпе унăн кăмăлне тивĕçтерсен çынсем темле йывăр лару-тăрура та пĕтĕмпех парĕç - пĕтĕм вăйне, ăс-тăнне. Михаил Васильевич халăх тунă ĕçе пысăка хурса хакларĕ. Паллах, çитĕнÿсем тата пысăкрах пулни аван - çакна никам та хирĕçлемĕ.
Республика кăтартăвĕсем япăх мар. Çакна цифрăсем çирĕплетеççĕ. Фельдшер-акушер пункчĕсене хута яни, инвалидсене ĕçпе тивĕçтерни, ача çуратасси ÿсни, çынсен пурнăç тăршшĕ вăрăмланни - çакă влаç çынсем çинчен шухăшланине, çынсем малалла ăнтăлас кăмăллине кăтартать.
Экономист пулнă май республика экономикăна вун-вун миллиард тенкĕ инвестици хывма пултарни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çырура çакăн çинчен илтнипе чăннипех мăнаçлантăм. Ачасемпе, çамрăксемпе çине тăрса ĕçлени, воспитани ыйтăвĕсене манманни те савăнтарчĕ.
Михаил Васильевич çитменлĕхсене те пытармарĕ. Халăх тăрăшулăхне, экономика ăнăçăвĕсене культура аталанăвĕпе никĕслемеллине те палăртрĕ. Экономика экономикăшăн кăна пулмалла мар - капла ăнăçу тăваймăпăр. Çак самантсене палăртни питĕ килĕшрĕ.
Николай КУРЧАТКИН, "Авангард" ООО директорĕ: Тарăн та анлă шухăшлă Çыру. ЧР Пуçлăхĕ юлашки тăватă çула пĕтĕмлетрĕ - чăннипех нумай тунă. Малашне мĕн тумаллине палăртрĕ.
Ялхуçалăхне илес-тĕк - пирĕн отрасльте нихăçан та çăмăл пулман, çапах ял ĕçченĕ йывăрлăхран хăрамасть. Пирĕн ялхуçалăх производстви ÿссе пырать. Уя тухăр - пирĕн çĕнĕ тракторсем ĕçлеççĕ. Фермăна пырăр - вĕсем те çĕнĕ, çĕнĕ технологисемпе çĕкленĕскерсем. Санкцисем пирки калас-тăк - ку пире шанăç та кÿрет, мĕншĕн тесен вăрах кĕтнĕ хыççăн тинех ялхуçалăх продукцийĕн сутлăх хакĕсем хăпарчĕç. Çавна май пирĕн малалла аталанмалли майсем пулĕç.
Хамăрăн хуçалăх пирки те калам. Акакан лаптăксене çуллен ÿстерсе пыратпăр. 4 çул каялла 200 гектарччĕ, паян - 5 пин гектар ытла. Иртнĕ çул 9 пин тонна ытла аш-какай туса илтĕмĕр, пуçласа продукци сутнин калăпăшĕпе 1 млрд тенкĕ урлă каçрăмăр. Малалла аталанасшăн. Сысна ĕрчетмелли комплекса анлăлатмалли проект пур ĕнтĕ, ăна пурнăçлама çывăх вăхăтра 500 млн тенкĕ ытла хыватпăр.
4
Валерий ГОРДЕЕВ, «Комплекс» строительство фирмин директорĕ, ЧР тава тивĕçлĕ строителĕ: Эпĕ - строитель. Политика пурнăçĕнчен кăштах айккинерех тăратăп темелле. Çапах та Раççейре тата тăван енре пулса иртекен ĕç-пуçсемпе кăсăклансах тăратăп.
М.В.Игнатьевăн паянхи Çырăвĕ мана питĕ килĕшрĕ. Сăмах ялхуçалăхĕ пирки пырать-и, садиксем хута ярасси пирки-и, çамрăксене ку чухнехи экономикăра кирлĕ професси илме вĕрентсе хатĕрлесси пирки-и - эпĕ пĕр суя сăмах та илтмерĕм.
М.В.Игнатьевăн Çырăвĕ - тарăн та тĕплĕ тишкерÿ, малашне хастартарах пулма чĕнекен йыхрав.
Шупашкарăн Чăваш Енри хуласемпе ялсен сăнĕ-сăпачĕ куç умĕнчех улшăнни никамшăн та çĕнĕлĕх мар. Кунсерен вăл е ку микрорайонра çĕнĕ çурт çĕкленет. Вĕсем пĕринчен тепри илемлĕрех те хăтлăрах. Çакă вăл пирĕн республикăра строительство отрасльне йĕркеллĕ аталанма майсем туса панипе те çыхăннă.
Валерий ТУРКАЙ, «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ - тĕп редакторĕ, Раççей Президенчĕн В.В.Путинăн шаннă çынни: Ку тарана çитиччен эпĕ М.В.Игнатьев хăйĕн Çырăвĕпе Чăваш Ен парламентне паллаштарнине кашнинех итленĕ. Вĕсем пурте тарăн шухăшлăччĕ, республикăра пурăнакан пин-пин çынна хумхантаракан, тÿрремĕнех пырса тивекен пысăк ыйтусене хускататчĕç, пирĕн - влаçăн та, обществăн та - çитес вăхăтра мĕн тумаллине палăртатчĕç.
Çапах та Чăваш Республикин Пуçлăхĕн кăçалхи Çырăвĕ, малтанхисемпе танлаштарсан, татах та анлăрах, татах та тарăнрах.
Пуринчен ытла мĕн килĕшрĕ-ха мана? Чи малтанах Михаил Васильевичăн сăпайлăхĕ, пысăк пĕлĕвĕ, тÿрĕ кăмăлĕ. Хăйĕн Çырăвĕпе паллаштарнă чухне вăл çине-çинех «эп» те «эп» темерĕ, Чăваш Енĕн çитĕнĕвĕсемшĕн хăй савăннине пĕлтерчĕ, ĕçлеме чăрмантаракансене нумай ятламарĕ-хăртмарĕ, ытларах малашне тумалли ĕçсем пирки каларĕ.
Хăйĕн черетлĕ Çырăвĕпе парламента паллаштарнă чухне М.В.Игнатьев пĕр хушă чăвашла калаçни те питĕ вырăнлă пулчĕ тесе шутлатăп.
Влаçпа халăх пĕрле пулни, мал енне пĕрле ăнтăлни - пысăк ăнăçу, çутă хавхалану тата чăн-чăн телей.
Николай КОНОВАЛОВ ыйтса пĕлнĕ.
Комментари хушас