Çырав эмблемине çирĕплетнĕ
8 Jul, 2014 | Ял хуçалăхĕ

2016 çулхи утă уйăхĕн 1 - çурла уйăхĕн 16-мĕшĕсенче Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ иртет. Федерацин "Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ çинчен" саккунĕпе палăртнă тăрăх - асăннă мероприятие пирĕн çĕр-шывра вунă çулта пĕр хутран кая мар йĕркелемелле.

Саккунпа килĕшÿллĕн РФ Правительстви 2013 çулхи ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче "Пĕтĕм Раççейри 2016 çулхи ял хуçалăх çыравне йĕркелесси çинчен" 316-мĕш йышăну кăларнă, унпа килĕшÿллĕн Росстатăн комиссине çирĕплетнĕ, ăна Федерацин патшалăх статистика службин пуçлăхĕ Александр Суринов ертсе пырать.

Çитес çулхи ял хуçалăх çыравĕ çĕр ресурсĕсем тата вĕсемпе тухăçлă усă курасси, выльăх-чĕрлĕх тата кайăк-кĕшĕк йышĕ, ĕç вăйĕ - вĕсен йышĕ, ÿсĕмĕ, вĕренÿ шайĕ, ял инфратытăмĕ, çулсем пурри-çукки, хуçалăхсем энерги, ăшă тата шывпа тивĕçтермелли тытăмсемпе усă курма пултарни, производство пÿлĕмĕсен, ял хуçалăх техникин, машинăсемпе оборудовани хисепĕ çинчен информаци илме май парĕ.

Пысăк пĕлтерĕшлĕ çак пулăм аграри тытăмĕнче вăй хуракан, ялта пурăнакан, харпăр хăй хуçалăхĕ тытакан е сад ĕрчетекенсен, пахчаçăсен, дача пĕрлĕхĕсенче тăракан пин-пин çынна пырса тивет.

Çĕр-шыв шайĕнчи кампание хатĕрленнĕ май Росстат хушăвĕпе Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕн эмблемине çирĕплетнĕ. Вăл асăннă мероприятин палли пулса тăрать: çырав хучĕ çийĕн сăнланнă тулса çитнĕ пучах тунин тăсăмĕ майĕпен калеме çаврăнать. Пĕрремĕш листра йĕркесене сăнарлакан горизонтальлĕ пилĕк йĕрке вырнаçтарнă. Пучахăн тата пĕрчĕсен çурма çаврака лисчĕ Раççей регионĕсен пĕрлĕхне палăртать. Ÿкерчĕке "Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ" тенипе çавăрса илнĕ. Сылтăм енчи аялти кĕтесре ăна 2016 çулта ирттернине кăтартнă. Пучаха ылтăн тĕспе сăрланă, ыттине - симĕспе.

Эмблемăна пичет, информаци тата ытти продукци çине, Интернетра Росстатăн тата унăн территори органĕсен, Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен патшалăх влаçĕн органĕсен, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен официаллă страницисенче, çырав хучĕсен бланкĕсенче тата çыравçăсен удостоверенийĕсенче вырнаçтараççĕ, унпа пресс-конференцисемпе ытти мероприяти ирттернĕ чухне усă кураççĕ. Эмблема çавăн пекех прессăра, телекуравра, плакатсенче тата сувенир продукцийĕнче вырăн тупать.

В.ИЛЬИНА