«Çырансене» çыхăнтаракан «кĕпер»

11 Раштав, 2014

Çак кунсенче Çĕнĕ Шупашкарти Юрий Гагарин ячĕллĕ тĕп вулавăшра Чăваш Республикин Пуçлăхĕн культурăпа искусство енĕпе паракан грантне тивĕçнĕ «Жизнь - книга...»: Дни Айги в Чувашии» проектăн презентацийĕ иртрĕ.

Айхи кунĕсен тĕшши - поэтăн ĕç-хĕлĕнчи пĕлтерĕшлĕ саманта /ăна сăнарлăн чăвашпа ытти халăхăн культурисен çыранне çыхăнтаракан «кĕпер» пек ăнланмалла/ çутатса пани. Çавăнпа та «Айхи-кĕперпе» чăваш «çыранĕнчен» вăл хатĕрленĕ чăваш поэзийĕн антологийĕ /ăна венгрла, итальянла, французла тата акăлчанла куçарнă, çавăн пекех кĕскетсе нимĕçле, шведла пичетленĕ/ ишет. Тепĕр «çырантан» эпир ентешĕмĕр чăвашла куçарнă «Франци поэчĕсем», «Венгри поэчĕсем», «Польша поэчĕсем» антологисене илтĕмĕр. «Айхи-кĕперĕн» юхăмĕ малалла пырать. Кăçал поэтăн «Мир Сильвии» кĕнеки кун çути курчĕ.

Проекта пурнăçа кĕртнĕ май Шупашкарта И.Макаревичпа В.Пикин сăнÿкерчĕкĕсен куравĕ, Геннадий Айхин «Расположение счастья» сăвăсен кĕнекин, ытти кăларăмăн презентацийĕсем иртнĕ, поэтăн «Чĕрĕ тĕвĕ» поэмине вуланă, «Ман Айхи» темăпа «çавра сĕтел», Настя Новикован иллюстрацийĕпе курав йĕркеленĕ. Шупашкарта, Патăрьел районĕнчи Çĕньялта тата Улатăрта музыкăпа поэзи каçĕсем пулнă.

Юрий Гагарин ячĕллĕ вулавăшри презентацие Геннадий Николаевичăн пултарулăхне хисеплекенсем пуçтарăннă. Проект авторĕ Ольга Федотова пурнăçланă ĕçсемпе паллаштарчĕ. Тĕлпулăва малалла Олег Улангин тăсрĕ.

Методикăпа йĕркелÿ пайĕн библиотекарĕ Екатерина Матвеева, Çĕнĕ Шупашкарти 6-мĕш гимназире вĕренекен Наталья Бахарева, Юлия Гаврилова, Дарья Иванова тата Дарья Скопенок, ют чĕлхесен «Ăнăçу чĕлхи» шкулĕн ертÿçи Александр Блинов, çавăн пекех И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студентки Дина Тимрукова, хулари 2-мĕш шкулти библиотекарь Светлана Гитуляр тăрăшнипе кĕнекери сăвăсене харăсах тăхăр чĕлхепе вулама май килчĕ.

Республикăри «Айхи фончĕн» ертÿçи Атнер Хусанкай тата Олег Улангин çамрăк куçаруçăсен конкурсĕн çĕнтерÿçисемпе унта хутшăннисене дипломсемпе тата кĕнекесемпе чысларĕç.

Н.ГЕОРГИЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.