«Çыранĕ» пур-ши, сыхланса юлайнă-ши?
Сэм тетене ку ыйтусем шухăшлаттармаççĕ
«Комсомольская правда» хаçат журналисчĕ Захар Прилепин хальтерех çеç Украинăри Донецк тата Луганск хулисенчен хатĕрленĕ репортажĕ кирек камăн чунне те витермелле. Вăл çырса кăтартнă икĕ хула çывăхĕнчи ялсемпе поселоксенче пурăнма юрăхлă пĕр çурт та, тĕрĕс-тĕкел çул та юлман иккен. Тавраллах - ишĕлчĕк, çунса пĕтмен çуртсен кăшкарĕсем. Чи хăрушши - вĕсенче пĕр чĕрĕ çынна та курманни. Донецкпа Луганскра та каçхине кăна мар, кăнтăрла та сахал. Ялсенчи-саласенчи çынсем ачи-пăчипе пĕрлех тĕнче тăрăх саланнă. Пĕр чĕр чун та çук тени тĕрĕсех мар: хуçисемсĕр юлнă йытăсем кĕрте пухăнаççĕ. Вĕсем те хĕллехи сивĕ тапхăра пĕрлĕхре, пĕр йышра чăтса ирттерме çăмăлраххине ăнкараççĕ ахăртнех. Хуласенче вара кĕрсе тухмалли кĕтес çуккисем путвалсене, гаражсене тата ыттине юсакаласа-хăтлăлатса хĕл каçасшăн. Мĕншĕн çапла асап кураççĕ, кам умĕнче мĕнпе айăпа кĕнĕ вĕсем?

Радиохыпарлавпа телекурав ир те каç Украинăран пĕлтерсе тăракан хăрушă хыпарсем чуна çÿçентереççĕ: унта асаплантарса вĕлернĕ мирлĕ çынсене чавса чикнĕ, çÿлтен кăшт çĕрпе хупланă шăтăка тупнă, кунта çурăлнă снаряд ванчăкĕсем темиçе çынна вĕлернĕ... Пĕри тепринчен синкертерех. Украина çарĕ Женева конвенцийĕ усă курма чарнă снарядсемпе бомбăсене ача сачĕсемпе шкулсене, госпитальсене, мирлĕ çынсем пурăнакан кварталсене тĕллевлĕ персе тăрать. Шар кураканнисем - аякран килнĕ тăшман та, вăрă-хурах та мар, çак патшалăх çыннисем, Порошенко, Яценюк, Турчинов пекех тулли праваллă гражданинсем.

Юлташăм каласа пани асрах. Совет Союзĕ вăхăтĕнче унăн çывăх тăванĕ Львоври çар-политика аслă училищине вĕренме кĕрсен тупа тума тытăнас кун умĕн ашшĕпе амăшĕ тата шăллĕ асăннă хулари хăна çуртне çитсе вырнаçнă. Хутсене хатĕрленĕ хушăра администратор Чăваш Енрен килнĕ хăнасене хулана пĕччен тухма кирлĕ маррине, ушкăнпа пулмаллине тата вырăсла калаçмасан аваннине асăрхаттарнă. Унсăрăн нацизм идеологийĕн сĕрĕмĕпе минренĕ çамрăксенчен мăшкăл тÿсме те пулать имĕш.

«Усаллин, япăххин тымарĕ вăрăм» теççĕ халăхра. Ку чăннипех те çапла çаврăнса тухрĕ. Хăй вăхăтĕнче пуç касакансен йышĕнчисен, хальхи вăхăтра Украина геройĕсем пулса тăнă «этемккесен» йăхташĕсем «тĕнчене тепĕр майлă çавăрасшăн».

Енчен те иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче этем прависене «халăхсен çул пуçĕ» кăна пăсма пултарнă тăк, халĕ облаç кĕпĕрнаттăрĕ те /Коломойский пеккисем/ çапла хăтланма, хăйĕн халăхне «Ураганран», «Градран» персе тĕп тума пултарать иккен. Ара, океан леш енчи Сэм тете хĕтĕртсе те пулăшсах тăрать вĕт.

Саккунсăр мелпе влаçа çавăрса илнисем Украинăна «хăш çырана» илсе тухĕç-ши? Анчах та çав «çыран» пур-ши, сыхланса юлайнă-ши вăл?

 

Юрий СТЕПАНОВ

Юрий СТЕПАНОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.