"Çÿпçипе хупăлчи"
Ача пуласлăхĕ çемьери воспитанирен нумай килет. Пелепей тăрăхĕнчи Çĕнĕ Сименкке ялĕнче пурăнакан Владимир Ивановичпа Ирида Георгиевна çĕр-шыва юрăхлă ывăл-хĕр çитĕнтернĕ тесе çирĕплетсех калама пултаратăп.
Матвеевсен аслă ывăлĕ Игорь Пелепейри механизаци техникумне, Челябинскри механизаци институтне хĕрлĕ дипломсемпе пĕтернĕ. 1982 çултанпа Çурçĕрте инженер-механикре ĕçлет. Хĕрĕ Марина Пелепейри медучилищĕрен тата Ростоври Халăхсен туслăхĕ ячĕллĕ патшалăх медицина институтĕнчен хĕрлĕ дипломсемпе вĕренсе тухнă. Хальхи вăхăтра Пушкăрт патшалăх медицина университетĕнче тăрăшать. Вăл - медицина наукисен кандидачĕ, Пушкăрт Республикин сывлăх сыхлав отличникĕ. Виççĕмĕш хĕрĕ Наташа та аппăшĕ пекех медучилищĕрен, унтан медицина институтĕнчен вĕренсе тухнă. Аслисен тĕслĕхĕпе хавхаланса вăл та вĕренÿре питĕ лайăх ĕлкĕрсе пынă. Халĕ Приютовăра терапевтра ĕçлет. Матвеевсен тĕпчĕкĕ Александр Ĕпхÿре пурăнать, мăшăрĕпе виçĕ ача çитĕнтереççĕ. Пушкăрт патшалăх медицина университетĕнче пĕлÿ илнĕ. 2004 çултанпа Ĕпхÿри 32-мĕш поликлиникăн травмпунктĕнче ĕçлет.
Владимир Ивановичпа Ирида Георгиевна хăйсенне кăна мар, темиçе ăрăва пурнăçăн анлă çулĕ çине тăма пулăшнă. Вĕрентÿ тытăмĕнче аллă çул ытла ĕçлесе çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани, çирĕп пĕлÿ парас, çĕр-шывшăн усăллă ÿсчĕр, ашшĕ-амăшĕн, шкул тата ял ятне çĕклекенсем çитĕнччĕр тесе тăрăшнă. Вĕсем патĕнчен вĕренсе тухнисем Матвеевсене тав сăмахĕсем калаççĕ, уявсемпе саламлаççĕ, килне пырса ыр сăмах калакан та сахал мар.
Ирида - Пелепей тăрăхĕнчи Этĕл ялĕн хĕрĕ. Çĕнĕ Сименккери 7 класлă шкулта Володя Матвеевпа пĕрле вĕреннĕ. 1957 çулта вĕсем Пелепейри педагогика училищине экзаменсем тытса вĕренме кĕнĕ. Ĕç стажне каччă радиолокаци станцийĕн операторĕнчен пуçланă. Ирида Георгиевна пуçламăш классен вĕрентекенĕ пулса тăнă. Владимир Иванович шкула ĕçлеме куçсан çамрăксем 1964 çулта çемье çавăрнă.
Матвеевсен пурнăçĕнче пĕр-пĕринпе тÿр килекен пулăм йышлă. 1965 çулта вĕсем иккĕшĕ те аслă шкулсене куçăн мар мелпе вĕренме кĕнĕ. Пĕри Бирскра вырăс чĕлхипе литература вĕрентекенĕн специальноçне алла илнĕ, тепри çав вăхăтрах Пушкăрт патшалăх педагогика институчĕн вырăс чĕлхипе литература факультетĕнче пĕлÿ пухнă. Каярах çемье пуçĕ юридици факультетĕнчен вĕренсе тухнă.
Пенсие кайичченех Ирида Георгиевна аслă класс ачисене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. "РСФСР Халăх çут ĕç отличникĕ" ята, Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ. Владимир Матвеевич 40 çул шкул директорĕнче вăй хунă. Вăл - Пушкăрт Республикин вĕрентÿ отличникĕ, пысăк кăтартусемшĕн пултаруллă ертÿçе "Ĕçри хастарлăхшăн" медальпе наградăланă.
Тивĕçлĕ канăва та педагогика ĕçĕн сумлă ветеранĕсем пĕр вăхăтра тухнă. Тулли пурнăçпа пурăнакан, тирпейлĕхпе, ĕçченлĕхпе тата тÿрĕ кăмăлпа палăрса тăракан мăшăра ял-йыш та хисеплет. Владимир Ивановичпа Ирида Георгиевна кирек хăçан та пĕрле пулнă, хуть мĕнле ыйтăва та пĕрле татса пама тăрăшнă. Çапла 50 çул хушши.
Ирĕксĕрех вĕсем çинчен "çÿпçипе хупăлчи" теессĕм килет.
Натали ЧИСЛОВА.
Пушкăрт Республики,
Пелепей районĕ
Комментари хушас