Çынсене мĕн пăшăрхантарать?
Апрелĕн 15-мĕшĕнче иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕнче граждансенчен йышăннă ыйтусен хуравĕсем
Хăрушсăрлăх
Çĕмĕрле районĕнчи Мисчĕре чукун çул аварийĕ пулнă май унта пурăнакансене мĕншĕн инкеке пула шар курнисем тесе йышăнмаççĕ, мĕншĕн социаллă тÿлевсем памаççĕ? Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Туктамăш ялĕнче пурăнакансем.
Чăваш Ен ГКЧСĕ пĕлтернĕ тăрăх - 1996 çулхи майăн 14-мĕшĕнче Мускав-Хусан чукун çул магистралĕн 600-мĕш километрĕнче 24 вакун рельссем çинчен тухса кайнă. Çав цисцернăсенче фенол, дизтопливо пулнă, вĕсем çунма тытăннă.
Пушара сÿнтернĕ, территорие тасатса рекультиваци тунă, сиенлĕ хутăшсем шыва лекесрен тивĕçлĕ мерăсем йышăннă. Сиенленнĕ тавралăха лекнĕ çынсен медицина тĕрĕслевне йĕркеленĕ, шар курнисене тивĕçлĕ пулăшу кÿнĕ. Майăн 15-27-мĕшĕсенче 213 çынна госпитализациленĕ, вĕсенчен 34-шĕ чукун çул ĕçченĕсем пулнă. Тĕпчевсем асăннă йышăн 15-20% фенолпа тата вăл çуннă май унăн тĕтĕмĕпе наркăмăшланнине çирĕплетнĕ.
Сентябрь-октябрь уйăхĕсенче Мисчĕ поселокĕнче пурăнакансем ыйтнипе ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин специалисчĕсен бригади унта пурăнакансене пурне те /537 çынна/ тĕплĕн тĕрĕсленĕ, фенол витĕмĕпе пулнă чирсене тупса палăртман. Çÿлерех каланине тата чрезвычайлă лару-тăрăва сирсе ярассипе çыхăннă мероприятисене туллин пурнăçланине шута илсе Мисчĕ станцийĕн территорийĕ экологи хăрушлăхĕн зони тесе йышăнмалли сăлтав тупман. Апла-тăк Мисчĕ поселокĕнче пурăнакансем инкеке пула шар курнă тесе йышăнма та сăлтав çук, çавăнпах тивĕçлĕ тÿлевсене те палăртман.
Пушар машинисене, пушар деповĕсене тытса тăрас ыйтăва татса парĕç-и? Хăçанччен çакăн валли халăхран укçа пухĕç? Етĕрне районĕнчи Пĕрремĕш Ирçе ялĕнче пурăнакансем.
ЧР ГКЧСĕ çапла пĕлтерет: республика бюджечĕ çинчен калакан саккунра Чăваш Енĕн пушар хурал службин 298 штат единици тата пушар автомобилĕсен 82 единици валли укçа уйăрассине çирĕплетнĕ. Пушар хуралĕн ытти тĕсне /муниципалитетсен, ведомствăсен, уйрăм çынсен тата ирĕклĕ тытăмсене/ тытса тăма республика бюджетĕнчен укçа уйăрма палăртман.
Муниципалитетсен, ведомствăсен тата ирĕклĕ пушар хуралне саккунпа килĕшÿллĕн муниципалитетсен е çав тытăмсен укçипе тытса тăмалла. Унсăр пуçне пушар машинисемпе деповĕсене килĕшÿ туса организацисен, фермер хуçалăхĕсен, уйрăм предпринимательсен укçипе тытса тăма май пур.
Социаллă хÿтлĕх
Атте 1942 çулта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнĕ. Унăн ачисем мĕнле те пулин çăмăллăха тивĕçлĕ-и? Етĕрне районĕнчи Пролетари поселокĕнче пурăнакан.
Республикăн Сывлăх сыхлавĕн министерствинчен çакăн пек хурав илтĕмĕр: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнĕ инваличĕсен, ветеранĕсен çемйисем валли палăртнă социаллă пулăшу мерисемпе çав çемьесен ĕçлеме пултарайман, тăрантаракана çухатнă членĕсене тивĕçтереççĕ. Саккунпа килĕшÿллĕн Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче вилнисен çитĕннĕ ачисене вĕсем ачаранпах инвалид пулсан кăна социаллă пулăшу параççĕ.
Вăрçă ачисене пулăшмалли саккуна хăçан йышăнĕç? Етĕрне районĕнчи Пушкăрт ялĕнче пурăнакан.
ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви çапла пĕлтерет: ветерансен категорийĕсене федерацин «Ветерансем çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн вĕсен Тăван çĕршыва хÿтĕленипе çыхăннă тава тивĕçлĕ ĕçĕсене, патшалăх службинчи, ĕçри хастарлăхне шута илсе палăртнă. РФ субъекчĕсене 2005 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса ĕç ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене, çавнашкал ытти категорие тивĕçтермелли социаллă пулăшу мерисене палăртмалли право панă. Уйрăм категорисем тĕлĕшпе çак мерăсене федераци саккунĕсем çирĕплетеççĕ.
Вăйра тăракан нормăпа право акчĕсенче «вăрçă ачисем» категори çук. Уйрăм категорисен право статусне палăртасси - саккун кăларакансен полномочийĕ.
Хальхи вăхăтра Чăваш Енре пысăк стажлă 24 пин ытла çын пурăнать - ЧР Президенчĕн указĕпе килĕшÿллĕн вĕсене республикăн ĕç ветеранĕн статусне панă. Çак йышăн пысăк пайĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче çуралнă е çав тапхăрта ача пулнă. Ветерансен çак категорине уйăхсерен 1082 тенкĕпе танлашакан тÿлев параççĕ, телефоншăн, радиопа телекурав антеннишĕн абонент тÿлевĕн 50% саплаштараççĕ.
Эмел хакĕсем тĕлĕшпе хăçан йĕрке пулĕ? Етĕрне районĕнчи Эмеккасси ялĕнче пурăнакансем.
ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх - министерство аптека организацийĕсемпе тунă килĕшĕве тĕпе хурса мартранпа уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ, халăх нумай туянакан 50 препарат тĕлĕшпе хаксене сăнаса тăраççĕ. Мониторинг кăтартăвĕсем тăрăх - 2015 çулхи январьтипе танлаштарсан апрелĕн 30-мĕшĕ тĕлне асăннă эмелсен сутлăх хакĕ 2,3% чакни палăрать.
Сывлăх сыхлавĕн министерстви хăйĕн полномочийĕсемпе усă курса эмел препарачĕсен ассортименчĕ çителĕклине, эмелсене халăха сутнă чух вĕсен вак суту-илÿре пулма пултаракан хакĕсен чи пысăк чиккинчен иртменнине тĕрĕслесе тăрать. Январь-апрель уйăхĕсенче республика территорийĕнче медикаментсене ваккăн сутакан предприятисемпе предпринимательсем тĕлĕшпе вунă тĕрĕслев ирттернĕ. Пысăк пĕлтерĕшлĕ эмелсен хакĕсене юранинчен ирттерсе сутлăха кăларнине палăртман.
Вăрмансем
Ял вăрманĕсем - патшалăх харпăрлăхĕ, апла-тăк мĕншĕн çĕр налукне эпир тÿлетпĕр? Йĕпреç районĕнче пурăнакан.
Чăваш Енĕн Çутçанталăк ресурсĕсен министерстви çапла пĕлтерет: Налук кодексĕпе килĕшÿллĕн вăрман фончĕн çĕрĕ шутланакан лаптăксем налук илмелли объектсен шутне кĕмеççĕ. Вăрман кодексĕпе килĕшÿллĕн вăрмансем вăрман фончĕн тата ытти категори çĕрĕсем çинче вырнаçнă. Çакна тĕпе хунă май çĕр вăрман фончĕн тытăмне кĕрет-тĕк - уншăн налук илмеççĕ. Ытти категори лаптăкĕсем çинче вырнаçнă вăрман çĕрĕсем - ялхуçалăх тĕллевлĕ çĕрсем, ял-хула çĕрĕсем, çавна май вĕсем налук илмелли объект пулса тăраççĕ.
Чугун çулăн Улатăр-Канаш сыпăкĕн хĕррипе 2010 çулта çуннă вăрман лаптăкĕсем халь те пур-ха. Вĕсене тасатассишĕн кам яваплă? Улатăрти ÿнер музейĕн директорĕ Н.Головченко.
ЧР Çутçанталăк ресурсĕсен министерствинчен хурав илтĕмĕр: чугун çулăн асăннă сыпăкĕн хĕррипе вырнаçнă вăрман лаптăкĕсем хăш территорире пулнине кура тĕрлĕ учрежденин шутланаççĕ. 30-50 метр таран - чугун çул валли уйăрнă территори, ку зонăшăн «РЖД» АУО яваплă. Малалли - лесничествăсен.
2015 çулта «РЖД» АУО подразделенийĕсем чугун çулăн 55 км тăршшĕ сыпăкĕнче йывăç-тĕме касма, тасатма палăртнă. Çавăн пекех 459 км дистанцие сухалĕç, çапла майпа вăрман фондне хÿтĕлĕç.
2010 çулхи пушара пула пĕтнĕ, чугун çул хĕрринче вырнаçнă вăрман лаптăкĕсенчи, Çутçанталăк ресурсĕсен министерстви яваплисенчи, йывăçсене пĕтĕмпех каснă. Анчах асăннă çулхи шăрăха пула йывăçсем çав-çавах хăраççĕ-ха.
Сĕт хакĕ
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ сутăн илекен сĕтшĕн пахалăхне кура тÿлеме сĕннине ырлатпăр. Çăва тухнă май сĕт суса илесси ÿснине кура уншăн 2013 çулти пек республика бюджетĕнчен субсиди парассине çирĕплетме ыйтатпăр. Муркаш районĕнчи Хорнуй ялĕнче пурăнакан.
ЧР Ялхуçалăх министерстви аса илтернĕ тăрăх - республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн çулленхи Çырăвĕнче хушма хуçалăхпа ĕçлекен уйрăм çынсене вĕсем сутакан сĕтĕн пахалăхне кура тÿлемелли йĕркене çирĕплетме хушнă. Пысăк хуçалăхсемпе шăпах çапла ĕçлеççĕ.
Асăннă хушăва пурнăçласа республикăри районсенче сĕт пахалăхĕпе хакĕ тĕлĕшпе канашлусем ирттернĕ. Муниципалитетсенче сĕт пухакансем ăна сĕтри çу виçине тĕпе хурса сутăн илессине йĕркелес тĕлĕшпе ĕçлеççĕ. Чылай çĕрте çак йĕрке ĕçе кĕнĕ ĕнтĕ.
Ялхуçалăхĕнче тавар туса кăларакансене патшалăх енчен пулăшассине республика бюджечĕ çинчен калакан саккунра палăртнă. Унта уйрăм çынсене сĕт сутнăшăн тăкаксене саплаштарса укçа тÿлессине пăхса хăварман.
2012 çулта сĕт сутакан хуçалăхсене, уйрăм çынсене сĕт хакĕ чакнă тапхăрта патшалăх енчен пулăшса укçа тÿленĕ. 2013 çултанпа вара апла тума май çук. РФ Правительствин ялхуçалăхĕнче тавар туса кăларакансене сутнă сĕтĕн кашни литрĕшĕн федераци бюджетĕнчен укçа парасси çинчен калакан йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн хушма хуçалăх тытса тăракан граждансене бюджетран субсидипе пулăшассине çирĕплетмен. Çавна май уйрăм çынсен хушма хуçалăхĕсенчен хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем йĕркелени вырăнлă, çапла тусан патшалăх пулăшăвĕн мĕнпур мерипе усă курма пулать.
Сĕтĕн сутăн илмелли хакĕ 14 тенкĕ таран анса ларни мĕнпе çыхăннă? Влаçсем мĕнле мерăсем йышăнаççĕ. Шупашкар районĕнчи Çатра Марка ялĕнче пурăнакан.
Республикăн Ялхуçалăх министерствинче саккунпа килĕшÿллĕн патшалăх сĕт хакĕсене йĕркелесе пыманнине палăртрĕç. Çавна май хаксем рынокри лару-тăрăва, хуçалăх субъекчĕсем пĕр-пĕринпе калаçса татăлнипе килĕшÿллĕн йĕркеленеççĕ.
Районсен администрацийĕсем халăхран пухакан сĕте сутăн илекен хаксене эрнесерен тĕпчеççĕ. Хаксем çулталăк вăхăтĕнчен, сĕт тирпейлекен организацисем уншăн мĕн чухлĕ тÿленинчен, сĕт пахалăхĕнчен килеççĕ. Çуркуннехи-çуллахи тапхăрта сĕт кирлинчен те нумайрах - çавна май хак чакать. Хĕлле вара пачах тепĕр майлă - сĕт çителĕксĕр, çавăнпа уншăн хаклăрах тÿлесе сутăн илеççĕ. Сĕт тирпейлекен предприятисем çуллахи тапхăрта халăхран туянакан сĕт тĕпрен илсен 2 сорта тивĕçтерет, çакă та унăн хакне витĕм кÿрет.
Электричество, газ, çулсем
Хăвачĕ 180 кВа танлашакан трансформатора хăватлăраххипе улăштарма ыйтатпăр. Канаш районĕнчи Калиновка ялĕнче пурăнакансем.
ЧР Строительство министерстви пĕлтернĕ тăрăх - Калиновка ялĕнчи трансформатора хăватлăраххипе улăштармаллине палăртас тĕллевпе «Чăвашэнерго» тивĕçлĕ виçевсем ирттернĕ. Çав виçев кăтартăвĕсем унта пĕтĕмпех нормăпа техника документацине тивĕçтернине, трансформатора улăштарма кирлĕ маррине çирĕплетнĕ.
Электроэнерги пахалăхне лайăхлатас тĕллевпе кăçалхи виççĕмĕш кварталта Калиновка ялĕнчи Ленин урамĕнчи электролинин пĕр пайне хушма трансформаторпа çыхăнтарма палăртнă.
Хăй вăхăтĕнче «Чăвашсетьгаз» нумай хваттерлĕ çуртсенчи хăшпĕр хваттере уйрăммăн хутса ăшăтмашкăн куçарма ирĕк панă. Çавна май çав хваттерсен хуçисем хăйсен счетчикĕ шутлакан газшăн çеç тÿлеççĕ, подъездсене хутса ăшăтнăшăн вара тăкакланмаççĕ. Çавна май ăшăпа тивĕçтерекен организаци тăкак тÿсет. Мĕн тумалла? Пăрачкав районĕнчи Пăрачкав ялĕнче пурăнакан.
Республика Стройминĕнчен хурав килчĕ: тивĕçлĕ правилăсемпе килĕшÿллĕн нумай хваттерлĕ çуртсенчи пÿлĕмсемшĕн коммуналлă тÿлевсене хывмалли пĕрлехи йĕркене çирĕплетнĕ. Çавна май нумай хваттерлĕ çуртра хваттерсене уйрăммăн хутса ăшăтмалли çăлкуçсем пуррине пăхмасăр ăшăшăн коммуналлă тÿлевсене пĕрлехи йĕркепе тÿлемелле.
Элĕк районĕнчи Мăн Шĕвĕш ялĕ патĕнчи шкул автобусĕ çаврăнмалли лаптăка хăçан йĕркелĕç? Элĕк районĕнчи Мăн Шĕвĕш ялĕнче пурăнакан.
Чăваш Ен Трансминĕнчен пĕлтернĕ тăрăх - асăннă çулшăн Элĕк район администрацийĕ яваплă.
Çул-йĕрпе çыхăннă ĕç-хĕле пурнăçлама ЧР Çул-йĕр фондĕнчен 2015 çулта Элĕк районĕн бюджетне 17 млн тенке яхăн куçарса панă. Çав укçана хăш ĕçсем валли ярассине райадминистраци татса парать. Администраци асăннă ял патĕнчи автобус çаврăнмалли вырăна кăçал йĕркелесси çинчен пĕлтернĕ.
Пысăк хăвăртлăхлă чугун çул магистралĕ иртмелли территорисенче тĕпчев ирттернĕ-и? Ирттернĕ-тĕк - вĕсемпе ăçта паллашма пулать? Федераци объекчĕ валли çĕр лаптăкĕсене илессине мĕнле нормăпа право акчĕсем çине таянса пурнăçлĕç? Етĕрне хулинче пурăнакан.
Республика Трансминĕ ВСМ проектне пурнăçламашкăн инженери /геодези/ тĕпчевĕсене ирттерменни çинчен пĕлтерчĕ. Çак ĕçсене пурнăçламашкăн конкурс йĕркеленĕ, унăн çĕнтерÿçисемпе тивĕçлĕ килĕшÿсем тăвĕç. Инженери тĕпчевĕсен кăтартăвĕсемпе вĕсене пурнăçланă хыççăн тин паллашма май килĕ. Çак тĕпчевсем тĕрлĕ варианта тишкерсе чи ăнăçлине суйласа илме пулăшĕç.
Çĕр лаптăкĕсене патшалăх е муниципалитет нушисем валли илессине РФ Граждан тата Çĕр кодексĕсем йĕркелеççĕ. Магистраль ăçтарах иртессин схемине хатĕрленĕ. Чăн та, вăл хальлĕхе - малтанлăха палăртнăскер кăна. Трасса шăп та лăп ăçта пулассине техника, экономика, экологи сăлтавĕсене, ыттине тĕпе хурса палăртĕç.
Пĕчĕк бизнес
Пĕчĕк бизнес тĕлĕшпе налук виçине чакарĕç-и? Шупашкар хулинчи «ЦУМ» АУО ĕçченĕсем.
Чăваш Енĕн Экономика аталанăвĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх - ЧР Экономикăн çирĕп аталанăвне тивĕçтермелли планĕпе килĕшÿллĕн пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе пулăшмалли тĕрлĕ мероприяти палăртнă. Çав шутра 2015-2016 çулсем валли пуçласа регистрациленнĕ, производство, наука сферисенче, социаллă сферăра ĕçлекен предпринимательсен налук виçине 0% шайĕнче çирĕплетнĕ.
Финанс министерстви налук ыйтăвĕсем çинчен калакан саккуна кĕртмелли улшăнусене хатĕрленĕ, унта пуçласа регистрациленнĕ, патент системипе усă куракан предпринимательсем тĕлĕшпе вĕсем уйрăм енсемпе ĕçлеççĕ пулсан налукăн 0% виçипе усă курассине палăртнă. Паллах, условисем пур: предпринимателĕн хăйĕн ĕçченĕсене тивĕçлĕ виçепе шалу тÿлемелле, тупăш виçи 12 млн тенкĕрен иртмелле мар.
Ют çĕршывсенчен кÿрекен çĕнĕ йышши тата кăткăс техникăна пăхса тăракан, юсакан сервис центрĕсем кирлĕ. Çĕрпÿ районĕнчи «Цивиль» хуçалăх механизаторĕсем.
ЧР Экономика аталанăвĕн министерстви çапла хуравлать: чикĕ леш енчен кÿнĕ техникăн кашни дилерĕн сервис служби пур. Вĕсен специалисчĕсем тивĕçлĕ пĕлÿ илнĕ - техникăна пăхса тăма тата юсама пултараççĕ.
Министерство Раççей Правительстви импорта хамăр продукципе улăштарас тĕллевлĕ политика тытса пынă май пурне те хамăрăн çĕршывра туса кăларнă техникăпа ытларах усă курма сĕнет. Тĕслĕхрен, ялхуçалăхĕнче АГРОМАШ маркăллă ялхуçалăх техники меллĕ, унăн сервис центрĕсен аталаннă сечĕ пĕтĕм Раççей территорийĕнче ĕçлет.
Комментари хушас