Çынсем хваттер кĕтеççĕ — кĕтсе илеймеççĕ

Çынсене пая кĕртсе çĕклекен пурăнмалли çурт-йĕре вăхăтра хута ярайман тĕслĕх чылай. Каллех çынсем улталанас хăрушлăх пур. Çавна май çивĕч ыйтăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва ĕçсене вăхăтра пурнăçлайман строительство компанийĕсен пуçлăхĕсене чĕнсех сÿтсе яврĕç.

Строительствăна пая кĕнĕ май вăхăтра хваттер илейменнисем пирки калас тăк — ЧР Пуçлăхĕ çынсем пăшăрханăвне лайăх ăнланать. Строительство министрĕ Владимир Михайлов çивĕчлĕх тухса тăнă обьектсемпе пайăррăн паллаштарчĕ. Вăхăтра хута яман çуртсен 88% — Шупашкарта. Çавăн пекех унашкаллисем Çĕнĕ Шупшкарта, Çĕрпÿре тата Канашра та пур. Пĕтĕмпе — 38 обьект, çынсемпе тунă 10,7 пин килĕшÿ.

"Ят-сума çухатасси часах, — терĕ Михаил Игнатьев «Алза» ертÿçине асăрхаттарса. — Гладков урамĕнчи шкул строительстви тĕлĕшпе те ыйтусем çуралнăччĕ. Анчах çав тĕслĕхре бюджет укçи пулнă, ку хутĕнче вара — çынсен… Вĕсем хваттер кĕтеççĕ. Малашне çаплах пулсан вара сирĕн тĕлĕшпе ыйтусем тата ытларах çуралĕç: прокуратура, следовательсем — вĕсене кăтартусем пама тивĕ…»

Шел те, «хура список» «Алзапа» кăна вĕçленмест çав. Михаил Игнатьев тивĕçлĕ тытăмсене хытарсах каларĕ: «Ыйтусене татса памалли çул-йĕрсене шырăр. Хваттер илеймесен çынсем пирĕн пата килĕç, вĕсен прависене пăсма юрамасть. Хамăр енчен эпир çынсене йывăрлăхра нихăçан та пăрахман, влаç органĕсен вĕсене хÿтлĕхпе тивĕçтермелле».

Николай КОНОВАЛОВ.

Комментари хушас