Çынна шан, анчах тĕрĕсле
Çывăх юлташран хваттер туянасшăн. Вăл мана мĕн пур документа кăтартрĕ. Анчах мăшăр ЕГРН выпискине илме хи¬стет. Манăн шухăшпа — çак хут ытлашши. Калăр-ха, тархасшăн, ку документ хăçан кирлĕ?
Андрей ГАВРИЛОВ.
Шупашкар районĕ.
Марина ИВАНОВА, Федерацин патшалăх регистрацийĕн, кадастр тата картографи службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçин пулăшуçи:
— Çывăх юлташран е палламан çынран хваттер туянатăр-и, выписка сире куçман пурлăхпа çыхăннă мĕн пур информацие — сутуçă хваттер хуçи-и, пурлăха арестлемен-и, ăна сутма чаракан урăх сăлтав çук-и — пĕлтерет. Çавăн пекех хваттерĕн малтанхи хуçисем çинчен пĕлме харпăрлăх прави куçни пирки выписка илме пулать.
Куçман пурлăх туяннă чухне объект историне тата документсене тĕрĕслеме хистекен пĕлтерĕшлĕ сăлтавсен шутĕнче çаксене палăртмалла:
— Хваттере шантару хучĕпе сутнă чухне хуçа чăнах та ăна сутасшăн пулнине хăйĕнчен ыйтса пĕлме тăрăшмалла. Çавăн пекех шантару хутне Нотариус палатин сайтĕнчи ятарлă сервисра тĕрĕслеме пулать.
— Документсен дубликачĕсене е копийĕсене çеç кăтартни те сисчĕвлентермелле. Хутсем суя пулма, чăн-чăн хуçасем хăйсен хваттерне сутни çинчен пĕлмесен те пултараççĕ.
— Документсене алă пусма васкатни те, хваттере витĕмлĕ сăлтавсемсĕр питĕ йÿнĕ хакпа сутни те асăрханма хистет.
— Хваттер кĕске вăхăтра темиçе çын аллине лекни те иккĕлентерме тивĕç. Çакă пурлăх прави куçни çинчен калакан выпискăра курăнать.
Хваттер е çурт туянасси кирек хăçан та пысăк яваплăхпа çыхăннă. Çавăнпа суту-илÿ килĕшĕвне алă пусса çирĕплетиччен объект историйĕпе тĕплĕ паллашмалла.
Комментари хушас