Çынна пулăшас туртăмĕ — иксĕлми

11 Юпа, 2018

«Ырра курсан ырă пулăн, усала курсан усал пулăн», — тенĕ ваттисем. Иккĕшĕ те пур пирĕн пурнăçра, тараса çине хурса виçес пулсан хăшĕ çĕнтерĕ-ши? «Паллах, усалли», — тейĕ хăшĕ-пĕри. Анчах çав териех япăх шухăшлама кирлĕ мар. Усалли куçа тÿрех тăрăнать, ыррине вара час-часах асăрхамаççĕ, çавăнпа вăл сахал пек туйăнать те. Тĕнчене ырăрах курас текен паян йышланса пыни савăнтарать.

Кăçал Раççейре Ырă тăвакансен çулталăкĕ пулнă май пулăшу кĕтекенсене алă парас йăла вăйлансах, е урăхла каласан, «модăна кĕрсех» пырать теме юрать. Ачасем мĕн пĕчĕкрен ыттисене пулăшма хăнăхса ÿсни вара ырă пуласлăха ĕненме май парать. Юпа уйăхĕн пуçламăшĕнче Пушкăртстанăн тĕп хулинче Ĕпхÿре «Кĕмĕл волонтерсен» Пĕтĕм Раççейри 3-мĕш «Чунпа çамрăк» форумĕ иртнĕ. Чăваш Ен делегацийĕпе пĕрле унта Çĕмĕрлери 8-мĕш гимназире вĕренекен Данил Бабанин та хутшăннă.

«Кĕмĕл волонтерсем» мĕне вĕрентеççĕ?

Данил Раççей шкул ачисен юхăмĕн хастарĕ, çавăн пекех вăл гимназире вĕренекенсен «Кĕрен парăс» канашĕнче тăрать, волонтер, республика тата Раççей шайĕнчи мероприятисене тăтăшах хутшăнать. 10-мĕш класра ăс пухаканскер социаллă сетьсенче /«Контактра», «Инстаграмра»/ шкул аккаунтне тытса пырать, часах «Ютубра» та ятарлă канал уçасса пĕлтерчĕ.
— «Чунпа çамрăк» форум пирки мана Раççей шкул ачисен юхăмĕн пирĕн гимназири кураторĕ Людмила Бочарова каларĕ. Эпĕ савăнсах килĕшрĕм, мĕншĕн тесен ырă кăмăллăх ĕçĕ манăн чуна çывăх, — ĕç-пуç мĕнле килсе тухнине аса илчĕ каччă.
Волонтерсен Пĕтĕм Раççейри форумне çĕршыври пур регионтан 500-е яхăн çын пуçтарăннă. Данил каланă тăрăх, унта 50 çултан каçнисем пур, çавăнпа вĕсене «кĕмĕл волонтерсем» теççĕ. Аслăраххисем кĕçĕннисене хăйсен опычĕпе, шухăш-тĕллевĕпе паллаштарнă. Данила пуринчен ытла вĕсем ырă кăмăллăх ĕçĕсене чун-чĕререн, никам каламасăрах пурнăçлани, хастарлăхĕ, спортпа туслă пулни тĕлĕнтернĕ, малашлăха пысăк утăмсем тума хавхалантарнă.
Форум программи 3 темăпа иртнĕ: «Опыт», «Вăй-хал», «Ăшă». Тĕл пулура экспертсем хăйсен шухăшĕпе, сĕнÿ- канашĕпе паллаштарнă, çавăн пекех çавра сĕтелсем тата ăсталăх класĕсем иртнĕ. Унта хутшăнакансене социаллă проектсене мĕнле йĕркелемеллине вĕрентнĕ.
— Ырă кăмăллăх ĕçĕ маншăн — инкеке лекнисене, вăйсăррисене /ваттисене, сусăрсене, йывăр лару-тăрури çынсене/, хирĕç нимĕн те кĕтмесĕр чун-чĕререн пулăшасси, — шухăшне пайларĕ Данил. — Манăн тантăшсен хушшинче те ырă ĕç тăвакан сахал мар. Пирĕн гимназире вĕренекенсем микрорайонти ватă çынсене тăтăшах пулăшаççĕ: хĕлле юр хыраççĕ, пÿрте тирпей-илем кĕртеççĕ, лавккана кайса кирлĕ тавар туянаççĕ, пахча- çимĕçе шăвараççĕ, çум курăкран тасатаççĕ. Пултаруллă ачасем Çĕмĕрлери ветерансен çуртĕнче, социаллă хÿтĕлев центрĕнче, интернат шкулта час-часах концерт лартса савăнтараççĕ. Манăн шухăшпа, тĕнчене лайăхлатас тесен кашни çыннăн ырă ĕç тумалла. Вăл мĕн чухлĕ ытларах, çĕр çинчи пурнăç та çавăн чухлĕ лайăхрах пулĕ!
Данил форумран хаваслă кăмăл-туйăмпа таврăннă. Çĕнĕ паллашусем, çыхăнусем йĕркелени уншăн хăйĕн шкулĕнче те «кĕмĕл волонтерсен» пĕрлешĕвне йĕркелес туртăм çуратнă. Ĕпхÿ хулине питĕ килĕштернĕ каччă. Чăваш Енрен аякра вырнаçнăскер форума хутшăнма килнисене ăшшăн та тараватлăн йышăннă.

Социаллă сетьпе тĕрĕс усă курмалла

Паллах, Раççей шкул ачисен юхăмĕнче тăракан ача чылай мероприятире палăрать. Çĕмĕрлери 8-мĕш гимназире «Хирĕç тăвакан утăм» социаллă пĕлтерĕшлĕ проекта пурнăçлас пирки практикум семинарĕ ирттернĕ чухне Данил унта коуч /тренинга хутшăнакана пурнăç е професси тĕллевне тупма пулăшакан/ пулнă. Пĕлтĕр «Вĕрентекен вырсарни кун» республика проекчĕпе килĕшÿллĕн «тележурналистика» ăсталăхне алла илнĕ. Шăпах çав пĕлÿпе усă курса «Ютубра» шкул каналне пуçарса ярасшăн та ĕнтĕ вăл. Кăçал Данил «SMM» енĕпе ĕçлекен ушкăнсенчен пĕрне ертсе пырĕ. Мĕн-ха вăл «SMM»? Социаллă сетьри маркетинга çапла калаççĕ.
Раççĕй шкул ачисен юхăмĕн сайтĕнчи сăн ÿкерчĕк. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Лариса ПЕТРОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.