Çынна калаçтарма сăлтав паман, е Чиперкке хыççăн чиперкке улăштарсан пурнăç ăнмасть

7 Пуш, 2017

Çемье арканнин тĕп сăлтавĕ паян — упăшкипе арăмĕ пĕр-пĕрне урăххипе улталани. «Сулахаялла» ытларах çÿрекенни, паллах, арçын. Çав вăхăтрах вĕсен йышĕнче: «Юратăва çемьене парнелемелле, ют хĕрарăмсемпе ята ярса çÿремелле мар», — текенсем те пур. Мăшăрсем ултавсăр пурăнасси модăна кĕрес шанăç пур-и? Çак ыйтăвăн хуравне тупас тесе Çĕмĕрле районĕнчи Тури Макарин ял тăрăхне çитсе килтĕм, унсăр пуçне психологсемпе, пĕлĕшсемпе калаçрăм.

Амăшĕн сăмахĕнчен иртмен

Петропавловск ялĕнчи чи хисеплĕ мăшăр, 51 çул пĕр-пĕринпе килĕштерсе шăкăл-шăкăл пурăнакан Риммăпа Яков Толстовсем, мана ăшпиллĕн кĕтсе илчĕç. Римма Ивановна хăйĕнчен 8 çул аслăрах Яков Николаевича качча тухнăшăн ÿкĕнмест. «Çулсен хушшинчи уйрăмлăх ниме те пĕлтермест», — тет. Мăшăр 5 ывăл пăхса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă. Шел, аслă ывăлĕ 40 урлă каçсан куçне ĕмĕрлĕхех хупнă. Икĕ ывăлне уйăрса кăларса ялтах çурт лартса панă. Иккĕшĕ Шупашкарта тĕпленнĕ.

«Риммăн амăшĕ хĕр тусĕпе Аннăпа пирĕн ялта çĕр каçса кайнă. Ун чухне автобус çÿремен. Эпĕ, Шупашкартан техникум пĕтерсе килнĕскер, Саланчăк поселокĕнчи вăрман пунктĕнче электрикра ĕçлеттĕм. Авланма вăхăт çитнĕччĕ ĕнтĕ. «Ах, ывăла авлантармалла-çке манăн», — тенĕ апи /анне/ Анна акине. Лешĕ вара апине хăйсен ялне пырса пăхма сĕннĕ, унта пĕве кĕнĕ хĕрсем пур-мĕн. Вара эпир юлташпа Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Упукушкăньне вĕçтертĕмĕр. Колхоз председателĕ пире хăйĕн мотоциклне пачĕ. Мотоцикла Анна аки патне лартса хăвартăмăр та хĕр пăхма кайрăмăр. Пĕрин амăшĕ аван йышăнчĕ, çăмарта та ăшаласа çитерчĕ. Апатланнă вăхăтра Римма картламран икĕ витре çаклатнă та шыв ăсма çăлкуçа кайрĕ. Кайран тепĕр хĕр патне илсе кайрĕç. Хĕр-упраç пĕрене çине тăсăлса выртнă та хĕвел çинче хĕртĕнет. «Хĕр çапла пулать-и вара?» — шухăшларăм тиркешсе. Кайран тата урăххи патне çитрĕмĕр. Манăн вара шухăшăм Римма çинчех. Киле килсен апипе хреснанне тĕпĕртеттерме пуçларĕç, татах хĕр патне хăваларĕç. Юлташăмпа каллех Римма патне çул тытрăмăр. Хальхинче машинăпа кайрăмăр. Таврана хура чатăр карсан тин çитрĕмĕр. Римма лаçа çăмарта ăшалама тухрĕ. Кĕç вĕсен умне ГАЗ-69 пырса чарăнчĕ. Юратнă каччи, 5 çул çÿренĕскер, çураçма пынă иккен. Кил хушшине кĕрсе тăчĕç хайхи­скерсем. «Пушар хыççăн насус ытла нумай», — терĕ вĕсене Римма. Лешсем хĕр-упраç мĕн каласшăн пулнине тÿрех ăнланчĕç. Кĕçех Риммăна килĕшме кайрăмăр та лартсах килтĕмĕр. Тепĕр темиçе кунран туй турăмăр. Виçĕ хутчен курнă хĕре качча илтĕм çапла. Леш каччи коммунист пулнă. Риммăн амăшĕ коммунистсене юратман, мĕншĕн тесен унăн амăшĕсене хăй вăхăтĕнче кулак тесе Çĕпĕре ăсатнă. Ăна вара 15 çултах качча панă», — каласа кăтартрĕ çемье пуçĕ.

Пĕр-пĕрне килĕштерни çул¬ран-çул вăйлансах, çирĕпленсех пынă. Аслă ăру çыннисем «юрату» сăмахпа питех усă курмаççĕ. Ун çинчен именерех калаçаççĕ. Ĕлĕкрен çапла пулнă, вăрттăнни пирки уççăн калаçмалла мар тесе хăнăхтарнă аслисем. Телей шăплăха юратнине те асрах тытаççĕ вĕсем. Çемьере вара иккĕшĕ те хуçа. Пĕр çăвартан, пĕр сăмахран пурăнаççĕ. «Арăм Çĕмĕрлене больницăна тăтăшах каять те кун каçа кĕтсе ывăнатăп. Килĕштерсе пурăнас тесен пĕр-пĕрне сивĕ сăмах каласа кÿрентермелле мар, чĕнмесĕр ирттерсе яма пĕлмелле. Тепĕр чухне вăл мана вĕрентсе пырать. «Яша, çавна тумалла вĕт?» — тет», — йăл кулчĕ Яков Николаевич.

«Ĕлĕк хĕрсем ашшĕ-амăшĕн сăмахĕнчен тухман. Ман пата çÿренĕ йĕкĕт коммунистчĕ. Яша вара апине: «Эп коммунист мар, эп партиец», — тенĕ. «Хĕре коммуниста качча памастăп, партиец пулсан, илсе кай эппин», — килĕшнĕ апи. Апи сăмахĕнчен иртеймерĕм, Яшăна качча килтĕм. Çур ĕмĕр пурăнтăмăр, уйрăлса кайса çÿремен. Килĕштеретпĕр, пĕр-пĕрне хисеплетпĕр. «Пурнăç пултăр», — тетпĕр. «Юрататăп, пĕри тепринчен хитререх», — тесе çÿресен пурнăç пулмасть. Айккине çÿреме вăхăт пулман пирĕн, ĕçленĕ. Каçхи 11 сехетре çывăрма выртнă эпир. Çур çĕр иртни 2-ре утă çине кайма тăнă. 8 сехет тĕлне вăрмантан ĕçе çитнĕ. Лавккана ирех çăкăр тиесе килетчĕç, пушататтăмăр», — калаçăва сыпăнтарчĕ Римма Ивановна. Вăл ялти лавккара чылай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. «Пирĕн вăхăтра качча кайсан уйрăлса килекенсене сивленĕ. Çавăнпа йĕркеллĕ пурăнасчĕ тенĕ. Çынна калаçтарма сăлтав паман. Çемьене ĕç чăмăртать, ĕçех тытса тăрать. Халĕ çамрăксем ĕçлеме ÿркенеççĕ. Эпир 13-рех утă çулнă, тырă вырнă. Паян 13-ри ачасенчен хăшĕ утă çулаять? Çавăнпа иртĕнсе пурăнакансем те пур. Арăм пур çинчех хăшпĕр арçын урăх хĕрарăмпа явăçать, хĕрарăмĕ вара ют арçынпа çывăхланать. Питĕ килĕшÿсĕр пулăм ку», — шухăшне палăртрĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. Толстовсем хăйсен ачисене юратса качча илнĕ арăмпах ĕмĕре ирттерме вĕрентеççĕ. Хăйсем вара вĕсемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.

«Еркĕн тупиччен çурт лартатăп»

Çапла пĕтĕмлетет арçын¬сенчен ытларахăшĕ. Ют хĕрарăм патне пушă алăпа каяймăн. Ялан ун патне çÿресен кĕсье вуçех пушанса юлма пултарать. Çурта çĕнетни, ачасене тумтир туянса пани хаклăрах. Çĕмĕрле районĕнчи Покровски поселокĕнче пурăнакан Владимир Бурдасов сулахаялла çÿресси пирки нихăçан та шухăшламан. «Галина Васильевнăна çитекеннине пĕрех тупаймастăн», — пат татса хучĕ вăл. Бурдасовсем маларах Шупашкарта пурăннă, 10 çул каялла тăван ялне таврăннă, ашшĕ-амăшĕн çуртне çĕнетнĕ. Халĕ выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк йышлă тытаççĕ, хурт-хăмăр ĕрчетеççĕ. Ачисем кашни канмалли кунрах ашшĕ-амăшĕн килне васкаççĕ. Çакă телей мар-и вара?

Арçынсенчен ытларахăшĕ паян ют хĕрарăм патне çÿриччен, çемье бюджетне салатиччен социаллă сетьсенче ларнипех çырлахать. Унта та чиперккесемпе сăмах вылятма пулать-çке… «Арçынпа хĕрарăм юлташлă пулаймаççĕ», — тени те модăран тухса пырать паян. Тĕслĕх çемьесенче упăшкипе арăмĕ — юлташран та юлташ. Вĕсем пĕр-пĕринпе чуна уçса калаçаççĕ, пур ыйтăва та пĕрле сÿтсе яваççĕ. Тĕн саккунĕсене пăхăнса пурăнни, Турра ĕненни çемьене саланма памасть. Нумай ачаллă çемьесем вĕсем. Çемье пуçĕсен урăх хĕрарăмпа çывăхланма вăхăт çук, ĕçлемелле, ачасене ÿстермелле.

Паян арăма урăххипе улăштарасси, 20 çул каяллахипе танлаштарсан, арçыншăн интереслех мар. Хальхи вăхăтра этемлĕхĕн вăйлă çурришĕн çемьене аркатмасăр та хăй валли йăпанăç тупмалли мел нумай. Вăтам çулсенчи кризис тапхăрĕнче те арçынсем çамрăк хĕрарăма шырамаççĕ ĕнтĕ, пурăнмалли вырăна е ĕçе улăштараççĕ. Е тата çĕнĕ проектпа ĕçлеме пикенеççĕ, е çурт çĕклеççĕ. Этеме Турри мăшăрлă пурăнма пÿрнĕ. Мăшăрлă пулсан, килĕштерсен, пĕр-пĕринпе чуна уçса калаçсан тĕнчене те урăхларах йышăнатăн. Ун пек чухне пурнăç та илемлĕрех, туллирех, ĕлккенрех! Çынсем пĕчченлĕх çав тери начар пулнине пĕлеççĕ, çавăнпа хутшăнăва упрама тăрăшаççĕ. Ватлăхра пĕччен пушшех йывăр тата кансĕр.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.