«Çын тăвайман ĕç çук»

Çын мĕн чухлĕ ытларах чĕлхе пĕлет, вăл çавăн чухлĕ ăслăрах, ирĕклĕрех. Тĕнчери тĕрлĕ çĕршыва курса çӳреме çунат хушăнать тейĕн. Катя Соловьева та мĕн пĕчĕкрен ют çĕршывсене çитсе курма ĕмĕтленет. Акăлчан чĕлхине пит килĕштернĕрен хушма уроксене те çӳренĕ вăл. Интернетри ятарлă сайтсенче ют çĕршыв çыннисемпе час-часах çыру çӳретет, çапла майпа чĕлхине якатать, ĕмĕтне çывăхлатать. Тăтăшах акăлчанла кинофильм курать вăл, килте йăмăкĕсемпе те çак чĕлхепе пуплет. Катя куçаруçă пулма тĕллев лартнă. Шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнăскере çак енĕпе йывăрах пулмĕ. Акăлчанла кăна мар, итальянла та, китайла та вĕренесшĕн çунать-çке вăл.

Тăван чĕлхене лайăх пĕлсен кăна ют чĕлхене вĕренме çăмăл теççĕ-çке. Катьăна ку пĕрре те хăратмасть, мĕншĕн тесен чăваш чĕлхипе тата литературипе унăн пĕлĕвĕ çирĕп, çак предметсемпе район олимпиадисенче те палăрнă.

— Мана Людмила Сачковăн «Чĕкеçĕм, чĕкеç» хайлавĕ килĕшет. Унта чăваш халăхĕн пурнăçĕ сăнланни сисĕнет, предложенисем те хитре йĕркеленнĕ. Вулама пуçласанах хайлав чуна тыткăнларĕ. Пирĕн çапла илемлĕ çыракансем пурри савăнтарать, — чунне уçать чăвашлипе кăна мар, вырăс тата ют çĕршыв литературипе те кăсăкланаканскер.

Катя спортпа та туслă: чупма юратать, волейболла вылять, армспорт ăмăртăвĕсене хутшăнать, çавăн пекех спорт туризмĕпе кăсăкланать. Килти ĕçрен пăрăнманни, йывăрлăхран хăраманни ăна ăмăртусенче çĕнтерме пулăшнăн туйăнать имĕш.

Маттур хĕрачан чун иленĕçĕ – вĕтĕ шăрçапа тĕрлесси. Çак енĕпе республикăра «Чĕрĕлĕх хунавĕсем» конкурса хутшăнса çĕнтерӳçĕ пулса тăнă вăл.

Хастарскере ахальтен мар кăçал районта «Мисс шкул ачи – 2016» ятпа чысланă. Çакна вăл чăнахах та тивĕç.

— Нихăçан та пуçа ан усăр, тĕллев лартăр та ăна пурнăçлама тăрăшăр. Хăвăр вăя шанăр, ĕçлĕр, вара сирĕн ĕмĕт пурнăçланатех. Мĕншĕн тесен çын тăвайман ĕç çук, — тет Катя «Тантăш» вулаканĕсене.

Лариса ПЕТРОВА.

Комсомольски районĕ,

Комсомольски 2-мĕш шкулĕ.

 

Лариса ПЕТРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.