Çын килнине систерекенсем

Хула çывăхĕнчи ял ыттисенчен мĕнпе уйрăлса тăнине пĕлетĕр-и? Тĕрĕс!.. Унта килĕрен тенĕ пек йытă усраççĕ. Вĕсем яла хăна килнине е урампа çын иртнине çийĕнчех систереççĕ. Хĕвел тухăç календарĕпе Йытă çулталăкĕнче пушшех хуçа пекех тытаççĕ вĕсем хăйсене.

Шупашкар районĕнчи Мошкассире Светлана Турова почтальонпа иксĕмĕре чи малтан йытăсем кĕтсе илчĕç. Карта хушăкĕнчен пăхса та, икĕ ура çине тăрса та сывлăх сунчĕç вĕсем пире. Шанчăклă туса çаврăннă йытăсем палăртнă çĕре ăсатсах хăварчĕç. Пĕр вăхăтра тÿрех пиллĕкĕн пуçтарăнчĕç. Мана, ахăртнех, почтальонкăн пĕлĕшĕ вырăнне йышăнчĕç. Çавăнпах сасă хăпартса вĕрмерĕç, йĕри-тавра ачашланса кăна чупкаларĕç.
Çеçпĕл урамĕнче чăвашла вулама юратакан хĕрарăмсем пурăннине палăртрăмăр. Çавăнпах «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатпа хаваспах туслашрĕç вĕсем. «Пирĕн атте те, асатте те почтальонра ĕçленĕ. Эпир, лара-тăра пĕлмен шăпăрлансем, вĕсене хаçат валеçме пулăшаттăмăр. Хаçат-журнала, çырăва вăхăтра çитернĕшĕн асаттене колхозран тырă паратчĕç», — каласа кăтартаççĕ Валентинăпа Ангелина Федоровăсем. Çак килте тăххăрăн çитĕннĕ вĕсем. Ашшĕ Михаил Федоров Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен аманса таврăннă. Çакăн хыççăн Çĕньялти шкулта кĕçĕн классене вĕрентме пуçланă вăл.
Пĕр тăвансем каланă тăрăх, малтан Мошкассире йытă сахал пулнă. Çĕн йĕркелÿ тапхăрĕнче вĕсен йышĕ сасартăк пысăкланнă. Вĕсем кил сыхлавçи вырăнĕнче-ши? «Пĕрре йытă пуррине пăхмасăрах пирĕн килтен сурăх вăрласа кайрĕç. Хайхисем анчăка улталама май тупнă. Эпĕ алăк чĕриклетнине кăна илтсе юлтăм», — пур чухне те йытта шанмалла маррине палăртать Ангелина Михайловна.
«Йытă ултă çурине шыв патне килсе хунăччĕ. Эпĕ шеллесе пĕрне хĕве чиксе килтĕм. Тăватă çул ытла пурăнать вăл пирĕнпе пĕрле», — тав туса куçран пăхакан тусĕпе паллаштарать Валентина Михайловна. Сăлтавсăр вĕрнине хуçисем юратманнине те пĕлет йытă. Çавăнпах чышкă кăтартсанах шăпланать вăл.
Любовь Алексеева картишĕнчи йытă кĕрÿшĕ килнине аякранах сиссе сасă панине калать. Тутлă тăрантаракана тав тунине, уншăн тем тума та хатĕррине çапла палăртать анчăк. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Марина ТУМАЛАНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.