Çын ĕмĕрне вăрăмлатма май килĕ
Раççей Президенчĕ Владимир Путин патшалăхăн социаллă политикине пурнăçа кĕртес енĕпе 2012 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче алă пуснă указĕсемпе килĕшÿллĕн республикăра курăмлă ĕçсем туса ирттернĕ, çапах малашне пурнăçламалли те сахал мар.
Чир-чĕре хирĕç — çĕнĕ технологисемпе
Чăвашстат кăтартăвĕсем тăрăх, кăçалхи кăрлач-нарăс уйăхĕсенче юн çаврăнăшĕн тытăмĕн чирĕсене пула пурнăçран уйрăлнă тĕслĕх 100 пин çын пуçне 531,7 е иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен 5,5% сахалрах пулнă, асăннă кăтарту 2018 çул тĕлне палăртнинчен /649,4 тĕслĕх/ чылай пĕчĕкрех. Юн тымарĕсен регионти центрĕпе пуçламăш çичĕ уйрăмĕн ĕç-хĕлне «1Œ7» схемăпа йĕркелени миокард инфаркчĕллĕ тата пуç миминчи юн çаврăнăшĕ пăсăлнă пациентсен 99% госпитализацилеме май парать.
Çĕнĕ йĕркеленÿсене пула вилнĕ тĕслĕх кăçалхи кăрлач-нарăс уйăхĕсенче 3% ÿссе 100 пин çын пуçне 169,7-пе танлашнă пулин те çитес çул тĕлне палăртнă кăтартуран /192,8/ пĕчĕкрех. Усал шыçăпа пурнăçран уйрăлакансен йышне чакармашкăн амака пуçламăш тапхăртах тупса палăртни, халăха диспансеризацилени, профилактика тĕрĕслевĕ ирттерни пулăшать. Онкологи чирĕпе нушаланакансене ятарлă тата пысăк технологиллĕ пулăшупа тивĕçтермешкĕн пĕлтĕр Республикăри онкологин клиника больницин хирурги корпусне хута янă. Рака пула вилнисен кăтартăвне кăçал 100 пин çын пуçне 140,8 тĕслĕх таран чакармалла.
Кăçалхи кăрлач-нарăс уйăхĕсенче туберкулеза пула пурнăç татăлнă тĕслĕх 100 пин çын пуçне 2,5 пулнă /2017 çул валли пăхса хунă кăтарту — 6,3/ е иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен 28,6% сахалрах тата 2018 çул тĕлне палăртнинчен /11,8 тĕслĕх/ чылай пĕчĕкрех. Ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра пурăнакансен 17,1% туберкулез тĕлĕшпе профилактика тĕрĕслевне хутшăнтарнă.
Çул-йĕр çинчи инкекре кăçалхи 2 уйăхра 100 пин çын пуçне вилмеллех аманнă 9 тĕслĕх пулнă е малтанхи çулхи çав вăхăтринчен — 17,4%, 2018 çул тĕлне палăртнинчен /10,6/ чылай сахалрах. Мониторинг çирĕплетĕвĕ тăрăх васкавлă медпулăшу машини çитиччен авари вырăнĕнче вилекенсен тÿпи 88,8% танлашать. Васкавлă медицина пулăшăвĕн службине централизацилесе тата дежурнăй-диспетчер тытăмне çĕнĕлле йĕркелесе кăçал Республикăри васкавлă медицина пулăшăвĕн подстанцине Сĕнтĕрвăрри районĕнче уçнă, çитес çул Комсомольски, Патăрьел, Шăмăршă тата Елчĕк районĕсенче хута ямалла. «Васкавлă тата çийĕнчех тивĕçтермелли çĕнĕ пулăшу» проектпа килĕшÿллĕн 2013 çултанпа санитари автотранспорчĕн паркĕн 88% çĕнетнĕ. Пĕлтĕр кăна 19 автомашина илнĕ, вĕсене медицина оборудованийĕпе тата ГЛОНАСС тытăмĕпе тивĕçтернĕ.
Демографи лару-тăрăвĕ
РФ Президенчĕн 2012 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчи 606-мĕш указĕн 1-мĕш пункчĕн «а» çум пунктĕнче çураласлăх коэффициентне 2018 çул тĕлне — 1,753 тата 1-мĕш пункчĕн «б» çум пунктĕнче Раççейре çынсен пурнăçĕн тăсăмне 74 çула çитерме палăртнине тĕпе хурса ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви çине тăрса ĕçлет. Ача çуратмашкăн хавхалантарас, халăхăн ăрăва тăсассипе çыхăннă сывлăхне лайăхлатас, репродуктивлă хушма технологисемпе усă курас, хырăм пăрахассине чакарас, ачаллă студентсене, çамрăксен çемйисене, нумай ачаллă мăшăрсене хÿтĕлес енĕпе республикăра тивĕçлĕ мерăсем йышăннă, вĕсем ăнăçлă пурнăçланаççĕ.
Халăхăн пурнăç тăршшĕне вăрăмлатмашкăн медицина пулăшăвĕпе тивĕçтермелли виçĕ шайлă тытăма çĕнетсе улăштарма, çынсене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарма, ятарлă, çав шутра пысăк технологи мелĕсемпе усă курса сиплессине лайăхлатма, ача çураттаракан тата ачалăх службисене, геронтологи, паллиативлă пулăшăвĕсене тата пăхса усрассине, медицина реабилитацине аталантарма палăртнă. Апла пулсан пурнăç пахалăхне ÿстерме, ĕмĕре вăрăмлатма май килĕ.
Валентина СМИРНОВА
СПЕЦИАЛИСТСЕМ МĔН КАЛАÇÇĔ
Венера МУЛЛИНА, Республикăри клиника больницин тĕп врачĕ:
— Пирĕн тухтăрсем пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕпе 10 профильпе çулленех 1000 операци ытла ирттереççĕ. Пĕлтĕр федераци квотипе ăна 202 пациент тивĕçнĕ, обязательнăй медицина страхованийĕпе килĕшÿллĕн — 760 çын.
Лариса НОГТЕВА, ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин штатра тăман тĕп специалисчĕ-педиатрĕ:
— Чăваш Ен Правительстви ачасен тата тин çуралнисен вилĕмне профилактикăлассине тата унăн кăтартăвĕсене чакарассине приоритетлă çул-йĕр шутне кĕртнĕ. Ку енĕпе тивĕçлĕ мерăсем йышăннă май 2016 çулта 18 çул тултарман ачасем вилесси малтанхи çулхинчен — 17,5, тин çуралнисен 3,03% чакнă. Пĕчĕккисен вилĕм шайĕ пĕлтĕр 3,2 промилле пулнă. Асăннă кăтарту — федерацин Атăлçи округĕнче кăна мар, Раççейре те пĕчĕккисенчен пĕри. Медицинăпа çыхăнман сăлтава пула ачасем пурнăçран уйрăлассине ашшĕ-амăшĕ, педагогсем, медицина ĕçченĕсем, йĕрке хуралçисем, пушар хăрушсăрлăхĕн службин сотрудникĕсем, çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕсем профилактика мероприятийĕсене пĕрлехи вăйпа ирттерсен кăна сирме пулать.
Лидия ВОРОПАЕВА, Республикăри онкологи клиникин тĕп врачĕ:
— Пĕлтĕр хирургин çĕнĕ корпусне хута яни сиплевпе диагностикăн пĕрлехи комплексĕнчи хăтлă условисенче пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕ парассине йĕркелеме май пачĕ.
Алексей ФЕДОРОВ, Республикăри васкавлă медицина пулăшăвĕн станцийĕн тĕп врачĕ:
— Васкавлă медицина пулăшăвĕн бригади ĕç кăтартăвĕ авари вырăнĕнчен диспетчер службине шăнкăравласа хыпара çитернин вăхăчĕпе тÿрреммĕн çыхăннă. Чăваш Енре ку кăтарту кăçал 1,4 минутпа танлашать, 2015 çулта 1,5 минут пулнă. Сиплевçĕсем инкек тÿснисем патне вăтамран 10,8 минутра çитеççĕ.
Комментари хушас