Пĕр çылăха кĕрсен…

15 Çĕртме, 2016

2012 çулта Нелли Петровскаян «Тухатмăш» романĕ пичетленсе тухсан кĕнеке вулама юратакансем ăна библиотекăсенче черет йышăнса кăсăкланса вулани халь те манăçман-ха. Чуна тыткăнлакан ĕçсем пулса иртеççĕ хайлавра. Çак кунсенче вара Чăваш кĕнеке издательствинче романăн иккĕмĕш кĕнеки кун çути курчĕ. Çакă чăннипех те кĕтменлĕх пулчĕ, мĕншĕн тесен 2012 çулта тухнă кĕнекере ку çыравçăн юлашки романĕ тесе палăртнăччĕ. Иккен, çыравçă тăванĕсем «Тухатмăш» романăн иккĕмĕш кĕнекин алçырăвне нумаях пулмасть кăна асăрханă килти архивра.

Çĕнĕ кĕнекене алла тытсан ытла та хулăн /656 страница/ тесе каялла хума васкамалла мар. Роман малтанхи страницăсенченех кăсăклă пуçланать те вĕçне çитичченех тыткăнласа тăрать, нумайччен калаçтарать.

Пĕрремĕш кĕнекене аса илер-ха. Иртнĕ ĕмĕрте тунă çылăхсенчен тасалса çăтмаха лекес тесен Минке чунĕн пĕччен хĕрарăмăн ачи пулса çуралмалла та çитмен пурнăçпа асапланса ĕмĕрне мăшăрсăр ирттермелле. Вăл тир туса пурăнакан хĕрарăм варĕнче ÿтленсе çуралать, вуникĕ çула çитиччен нушаллă ÿсет. Пĕррехинче амăшĕ йывăр суранланать. Ăна çăлса хăварас тесе Минке кирек кама та пуççапма хатĕр — ырра та, усала та. Шел те, вăл кĕлтунине усал вăйсем илтеççĕ, хĕрачана сыватма пултаракан хăват параççĕ. Ырăпа усал хушшинчи чикке уйăрса илейменрен Минкен çак пултарулăх çухалать, халĕ вăл усал ĕç кăна тума пултарать. Çав тери пысăк çылăха кĕрсе хăйĕн пурнăçĕ те çĕр çинчех тамăка çаврăнать. Малалла вара чăн-чăн тамăк кĕтет — леш тĕнчери, анчах унтан хăтăлса тухма май тупать. Çылăхĕсенчен тасалас тесен унăн тепĕр хут çуралмалла, тепĕр пурнăç пурăнмалла. Илемсĕр сăн-пит, чухăнлăх, тулли мар çемьере çурални çылăха туртса кĕрет тесе Минке пирĕштисенчен çине тăрсах çапла ыйтать: «Сăваплă хĕрарăм варĕнче илемлĕ сăн-питпе çуралмалла тăвăр. Çăкăр-тăварĕ çителĕклĕ пултăр, вара çылăха кĕме сăлтав тупăнмĕ».

Халĕ иккĕмĕш кĕнеке пирки калаçар. Çирĕм çул ача çуратаймасăр хыпса-çунса пурăннă Варвари пĕр кĕркунне тинех ача амăшĕ пулса тăрать. Хĕрĕ çав тери илемлĕ, çирĕп сывлăхлă çуралать, çичĕ уйăхра утса каять, çулталăкра калаçма тытăнать. Минке юмахри пекех пурăнать, анчах кахал ÿсет. Шкултан ăнăçлă вĕренсе тухсан лайăх ĕçе вырнаçать. Пурăнмалла кăна ĕнтĕ ырă пурнăçпа савăнса. Çук вĕт… Çылăха кĕмелли сăлтав тупăнсах тăрать. Çыравçă ăна каллех тамăк витĕр кăларать. Хальхинче — çĕр çинчи тамăк витĕр...

Алина Владимирова

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.