Çÿл тÿпе илĕртсен…

30 Çĕртме, 2017

"Пире кунта çав тери килĕшрĕ: парашютпа сикни, водолаз тумĕ тăхăнса шыва кĕни... Шел, çанталăк сивĕ пулнăран тарăнрах анаймарăмăр. Сержантсем, аслăрах званири ертÿçĕсем пурте кăмăллă, йывăр чух пулăшаççĕ, тÿрех чухламасан ăнлантараççĕ. Çитес çул та кунта килĕпĕр", – хавхаланнине пытараймасăр пĕр-пĕрне пÿлсех каласа кăтартрĕç Варвара Рыбалкинăпа Надежда Ивукова.

Хĕр ача салтака каясшăн

Шупашкарти 54-мĕш шкулта вĕренекен хĕр ачасем хулари аэропорт çывăхĕнче вырнаçнă "Синева" çарпа спорт лагерĕнче каннă. Капла калани тĕрĕсех мар пулĕ. Вĕсем 10 кун иртен пуçласа каçчен çар пурнăçĕпе пурăннă: стройпа утнă, чупнă, пăшалтан пеме, парашютпа сикме вĕреннĕ тата ытти те.

Çакă Варвара Рыбалкинăна малашнехи пурнăçра кирлĕ пулĕ. Вăл каччăсем пекех салтака кайма хатĕрленет. Ун хыççăн контракт мелĕпе службăна юлма та ĕмĕтленет.

Иртнĕ эрнекун черетлĕ смена вĕçленчĕ. 12-13 çулти ачасемпе çамрăксене савăнăçлă лару-тăрура ырă сăмахсем каласа киле ăсатрĕç. Православи йăлипе Зотик атте вĕсене пехил пачĕ. Паллă çар çынни Александр Суворов кашни çапăçу хыççăн вуланă кĕлле пурте тăрса итлерĕç. Палăртмалла: Зотик Григорьев хăй те çар училищи пĕтернĕ. Виçĕм çул тÿсеймен, 20 çул каяллахине аса илсе "Синева" клуба çÿрекенсемпе пĕрле парашютпа сикнĕ.

"Эх, хамăн та çÿл тÿпере сывлăш çавăрса курасчĕ", – ĕмĕтленнĕ тепри. Анчах парашюта итлеттерме пач çăмăл мар. Сăмах май, сахал йывăрăшлă ачасене унпа сиктермеççĕ, çавăнпа кун пеккисен çитес çулччен вăй пухма тивет. Шупашкарти 1-мĕш гимназири Глеб Калмыков çакăншăн, тен, пăшăрханнă, анчах ÿпкелешнине палăртмарĕ. Ытти енпе ăна пурте килĕшнĕ – тутлă апат таранах.

Куççуль юхтармасăр вĕренеймĕн

Çарпа спорт лагерĕнчи пурнăç çăтмах пек туйăнчĕ-и? Йăнăшатăр. Кунта чи малтан хăвна парăнтармалла. Мĕнле те пулин ăсталăха вĕрениччен чĕр куççи те юнланать, алла та пĕрре мар шăйăрттаратăн, çамка çине мăкăль лартасси те часах. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.