Çыхăнусем çирĕпленеççĕ

6 Авăн, 2014

Паянхи вăхăт пирĕнтен çирĕп ыйтать. Унăн кун йĕркине пĕр пăркаланмасăр пурнăçласа пымалла. Ăнсăртран пĕр ыйтăва кăна татса памасăр хăвар - вăл тепĕр ыйту сиксе тухсанах хăй пирки аса илтерет. Ку енчен илсен пире, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, район администрацийĕ кашни эрнерех ирттерекен планеркăсем те, республикăри муниципалитетсен йĕркеленĕвĕсен Канашĕ ыттисен опычĕпе паллаштарас тĕллевпе тĕрлĕ региона илсе кайни те нумай пулăшаççĕ. Чăнах та ĕнтĕ, хальхи саманари çĕннине, усăллине алла илмесĕр, малтисенчен вĕренсе пымасăр ÿсĕм-çитĕнÿ тăвасси пирки шухăшлама та кирлĕ мар.

Нумаях пулмасть эпĕ республикăри агропромышленноç комплексĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансен Вăрнар тăрăхĕнче ирттернĕ тĕл пулăвне хутшăнтăм. Унта Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн ертÿçи Юрий Попов та пулчĕ, вăл хăй ертсе пыракан парламент ял çыннисен ыйтăвĕсене тивĕçтерекен саккунсем кăларас тĕлĕшпе мĕнлерех ĕçлесе пыни, депутатсен корпусĕнче аграри тытăмĕн çыннисем кирлĕ чухлех пулни çинчен каласа панă хыççăн ырă туйăм çуралчĕ. Республика ертÿлĕхĕ тыр-пул ÿстерекенсемпе выльăх-чĕрлĕх пăхакансем çине çурăмпа çаврăнса тăманни куç кĕретех. Паллах, лару-тăру кунашкал майпа йĕркеленсе пырсан эпир ерипен пулсассăн та малаллах тата тăваллах каяссине тĕпе хурăпăр.

Иртнĕ ĕмĕрĕн çитмĕлмĕш-сакăр вуннăмĕш çулĕсенче эпĕ Сĕнтĕрвăрри районĕнчи "Звезда" колхоза, унтан унăн никĕсĕ çинче йĕркеленнĕ совхоза ертсе пытăм. Çав çулсенче чăннипех те пысăк çитĕнÿсем тăватчĕ хуçалăх. Вăл районта кăна мар, республикăра та малта пыратчĕ. Урхас Кушкăсен ÿсĕмĕсене Мускаври Пĕтĕм Союзри Ял хуçалăх куравĕнче те пĕрре кăна мар кăтартнă. Экономика реформисем çула тухрĕç кăна, аграри тытăмĕ умне тăруках татса пама май çук çĕр-çĕр ыйту тухса тăчĕ. Ытти хăш-пĕр хуçалăх пекех пирĕн совхоза та панкрута кăларчĕç хайхи реформăна ырласа, хапăлласа йышăннă çамрăк демократсем. Манăн та юратнă ĕçпе сыв пуллашма тиврĕ. Çавах та ентешĕмсем эпĕ халăхпа мĕнлерех ĕçлеме пултарнине, çынсен тĕрлĕ ыйтăвне татса пама мĕнлерех ăнланупа хутшăннине тĕпе хучĕç, мана Урхас Кушкă ял тăрăхĕн пуçлăхĕн пуканне шанса пачĕç. Вулакансем ку пуçлăх сăпайлăх картĕнчен иртсех калаçать тесе ан шухăшлаччăр та - эпĕ халăх шанăçне тÿрĕ кăмăлпа, чун-чĕре хушнă пек пурнăçласа пырассине тĕп тивĕçĕм вырăнне хуратăп. Çурла уйăхĕнче мана Чăваш Республикин Патшалăх Канашне туса хунăранпа 20 çул çитнĕ ятпа кăларнă медальпе чысларĕç. Апла пулсан куллен-кун пурнăçлакан ĕçĕме çÿлти пуçлăхсем те курса тăраççĕ. Çакă мана хавхалантарать, мăнаçлантарать, тата та лайăхрах, тăрăшуллăрах ĕçлес туртăма вăратать.

Урхас Кушкă тăрăхĕ куç умĕнчех улшăнса, çĕнелсе пыни чун-чĕрене мĕншĕн ан савăнтартăр-ха! Вăл халĕ тахçан Михаил Федоров хăйĕн "Арçури" сăвăллă халапĕнче çырса кăтартнă вырăн мар. Ĕлĕк-авал кунти вăрмансенче арçури тĕлли-паллисĕр аташтарса çÿренĕ пулсан - паян пачах урăхла, чун-чĕрене савăк туйăм çуратакан ÿкерчĕке куратăн. Ял тăрăхне кĕрекен ялсен сăн-сăпачĕ куç умĕнчех çĕнелсе, хитреленсе пырать. Çынсем хăйсем те тăван тăрăха таса та тирпейлĕ тытас ĕçе хастаррăн та пуçаруллăн хутшăнма тытăнчĕç.

Хамăн тивĕçĕме пурнăçланă май эпĕ республикăри чылай çĕре çитсе куратăп, ĕçтешĕмсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашатăп, вĕсен лайăх тĕслĕхĕсене хамăр патăрта çул пама тăрăшатăп. Пĕр-пĕрин патне кайса çÿрени, вĕренсе пыни çав тери вырăнлă та пĕлтерĕшлĕ паянхи пурнăçра. Çав вăхăтрах тăван тăрăхăн аваллăхĕпе те кăсăкланатăп. Архивсенче упранса юлнă документсенчен çакна пĕлтĕм: ĕлĕк Урхас Кушкă ялĕ таврари чи пысăкки пулнă, кунти çынсем ирĕклĕх шыраса ытти çĕрелле пĕр шикленмесĕрех талпăннă. Вĕсем хальхи Етĕрне тата Йĕпреç районĕсене кĕрекен Мăн Чурашпа Пучинке ялĕсене никĕсленĕ. Паянхи кун икĕ ялĕ те - ял тăрăхĕн администрацийĕсен центрĕсем. Эпĕ Мăн Чурашпа Пучинке ял тăрăхĕсен администрацийĕсемпе çыхăну йĕркелесшĕн, çавна май вырăнти депутатсемпе ял хастарĕсене асăннă ялсене илсе кайса вĕсен пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллаштарасшăн. Кун пирки пĕр тĕл пулура Пучинке ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Николай Федоровпа сăмах хускатнăччĕ. Ĕçтешĕм сĕнĕвне ырласа йышăннăччĕ ун чухне. Вăл хăй те ял активĕпе пĕрле Урхас Кушкăна килсе курасшăн. Пирĕн мăн асаттесем никĕсленĕ Пучинкере пурăнакансем хальхи вăхăтра та авалтан упранса юлнă йăла-йĕркене тĕпе хунине, ăна паянхи çĕнĕлĕхсемпе пĕлсе, вырăнлă пуянлатса пынине лайăх пĕлетĕп эпĕ. Çакна Пучинкесем кашни çулах ирттерекен "Камай уйĕн урхамахĕ" турнир - ĕç лашисен уявĕ - уçăмлăн çирĕплетет...

Ял тăрăхĕн пуçлăхне кулленех вун-вун ыйту татса пама тивет. Хăш-хăш чухне йывăрлăхсен серепинех кĕрсе ÿкетĕн. Çавăн пек вăхăтра вара кашни хутĕнчех хам лайăх пĕлекен ĕçтешĕмсемпе çыхăну тытма тăрăшатăп: пĕр ăс - лайăх, икĕ ăс - тата та лайăхрах каларăша тĕпе хыватăп.

Сергей ГРИГОРЬЕВ,

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи

Урхас Кушкă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.