Çветтуй Валентин кунĕ тĕлне - çĕнĕ конкурс

"Хыпар" издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен редакцийĕ Çветтуй Валентин кунĕ тĕлне çĕнĕ конкурс пуçарать!

Ачасем, чи çывăх çыннăрсене — аçăра, аннĕре, юлташăра, вĕрентекене, килти чĕр чуна та — хаçат урлă Юратакансен кунĕнче чи илемлĕ те ачаш сăмахсемпе савăнтарас килет-и? Эппин, сирĕнтен салам сăмахĕсем тата сăн ӳкерчĕк кĕтетпĕр. Чи хăйне евĕрлĕ салам хуçине парне кĕтет — чи пултаруллă ача çинчен журналистсем статья пичетлесе кăларĕç. Вăхăт хăвăрт шăвать, саламсем вĕçтерме пуçлăр! 

Çырусене нарăс уйăхĕн 13-мĕшĕччен tantas@list.ru электрон почтăна,  вайберпа (89613481901) тата  «Контактра» социаллă сетьре «Тантăш-Тетте-Самант» ушкăна ăсатма пултаратăр.

www.hypar.ru

ПĔТĔМЛЕТŸ

КОНКУРС ПĔТĔМЛЕТĔВĔ

Çветтуй Валентин кунне халалласа ирттернĕ саламсен конкурсĕ вĕçленчĕ. "Чун-чĕререн шăрçаланă çырусенчен чи лайăххине суйлама çăмăл килмерĕ. Çапах та чи илемлине, кăмăллине, шухăшлине палăртрăмăрах. Çĕнтернĕ салам авторĕ - Елчĕк районĕнчи Елчĕк шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренекен Анастасия Сидорова. Саламлатпăр!" - теççĕ "Хыпар" издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен редакцийĕн ĕçченĕсем.