Çутă та таса пулнăран тĕнче илемлĕ

5 Çĕртме, 2015

Паян Раççейре экологсен кунне паллă тăваççĕ. Икĕ кун хушши çĕршывăн мĕнпур регионĕнче "Раççей ачисем çутçанталăка упрассишĕн!" ятпа ачасен пĕрремĕш экологи фестивалĕ иртет. Тăван тавралăха, унăн пуянлăхне упрас тĕлĕшпе вĕрентÿ тытăмĕнче çĕнĕ проектсене пурнăçа кĕртме тытăнмалла. Фестиваль çакăн пуçламăшĕ пултăр теççĕ ăна йĕркелекенсем.

Çамрăк ăру экологи культурине ăнланса çитĕнмесен çĕр-планетăмăра упраса хăварма, унăн пурнăçне тăсма питех те йывăр килĕ. Çакна шута илеççĕ те çут¬çанталăкшăн яваплă ертÿçĕсемпе организацисем.

Пирĕн республикăра та фестиваль шайĕнче тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменне, тĕслĕхрен, тĕрлĕ районсемпе хуласенчен çутçанталăка юратакан, хисеплекен ачасен командисем пуçтарăнаççĕ. "Эколабиринт" станцийĕсене çитсе биологи, экологи, географи ыйтă¬вĕсене хуравлаççĕ. Республикăра уйрăмах тимлĕ сыхлакан территорисемпе, çав шутра патшалăхăн "Присурский" заповедникĕпе, çыхăннă ыйту та сахал мар пулать. Тĕрĕс ыйтусемшĕн нумай балл пухнă ачасене çак заповедник ĕçченĕсем ятарлă парнесемпе хавхалантараççĕ. Фестиваль çĕнтерÿçисене дипломсемпе чыслаççĕ, унта хутшăнакан кашни ачанах сертификат параççĕ.

Экологсен кунĕ республикăра мĕнле иртнипе хаçатăн çитес кăларăмĕнче тĕплĕнрех паллаштарăпăр. Çутçанталăкшăн тăрăшакансем, тавралăха си¬мĕслентерекенсем кашни районпа хуларах пур. Тавах вĕсене пархатарлă ĕçшĕн. Çав вăхăтрах пурнăçран уйрăлса кайнисем çинчен те манас çук. Вĕсенчен пĕри - Етĕрне районĕнчи "Ленинская искра" хуçалăха ертсе пынă Аркадий Павлович Айдак. Виçмине - унăн çуралнă кунĕ. Сăмах май, эсир юратса вулакан "Хресчен сасси" хаçата та вăл никĕсленĕ. Пултаруллă ертÿçĕ, таса чунлă эколог çинчен пулĕ малаллахи сăмахăмăр.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.