Çутă та хăтлă ФАПсем пушă ан ларччăр

Йĕпреç районĕнчи Пăкăянра пурăнакан 86-ри Александр Федотовпа 83-ри Валентина Федотовăн сывлăхĕ юлашки çулсенче самаях хавшанă. Ватă çынсем аран-аран уткаласа çÿреççĕ. Туя алăран ямаççĕ. Александр Федотович ура сурнипе аптăрать, çĕрлесерен канлĕ ыйха путас вырăнне ыратнине чăтса выртма тивет. Мăшăра ку кăна канăçсăрлантармасть. Ялта фельдшерпа акушер пункчĕ пур, анчах унта ĕçлекен тухтăр çук.

Ыратнине пула куç хупмасть

Пăкăянсен ыйтăвне кăçал кăрлач уйăхĕнче иртнĕ республикăри Пĕрлехи информаци кунĕнче çĕкленĕ. Киров ял тăрăхĕнче пурăнакансене ФАПра фельдшер çукки пăшăрхантарать. Апла пулин те вăл хупă лармасть-ха. Кунта Галина Тимофеева санитарка ĕçлет. Уйăхне икĕ хутчен район больницинчен Ирина Леонтьева тухтăр килсе çÿрет. Галина Петровна фельдшер çитессине пĕлтерсе икĕ яла çитсе çаврăнать. Килтен тухайманнисем патне тухтăр хăй çитет. Акă, сăмахран, Федотовсем тухса çÿреймеççĕ.
Александр Федотовичăн вăрçă çулĕсенчи ачалăхĕ çăмăл килмен. Пĕве кĕрсен те кĕлеткене ĕçпе пиçĕхтернĕ. Техникăпа туслă пулнăскере колхоза кÿрсе килнĕ çĕнĕ трактор-машинăна шанса панă. Шартлама сивĕре шăнни пĕрре мар пулнă. Хĕлле кабинăсăр трактор рулĕ умне ларса ферма валли улăм турттарни те Александр Федотович асĕнчен тухмасть. Ĕççи вăхăтĕнче чирлеме-и? Кăшт хавшасан та килте пăлахая персе ларман. Çур ĕмĕр хыçа хăварсан чĕркуççи сурни аптăратнă, тухтăр патне çитнĕ. Шурă халатли Александр Федотович сывлăхне тĕплĕ тĕрĕсленĕ. Чĕркуççие операци тумаллине пĕлтернĕ. Анчах тухтăра чĕре ĕçĕ иккĕлентернĕ. Халĕ унăн икĕ ури те сурать. Ыратнине ирттерекен эмел хыпать. Валентина Павловнăн та мухтанмаллиех çук. Пурнăç тăршшĕпе фермăра вăй хунăскер сывлăхĕ хавшанă-шăн хăйнех айăплать. Йывăр тиевпе ÿкни те пулнă. Сурана хăй тĕллĕн сипленĕ, ыратнине пăхмасăрах ĕçе васканă.
Валентина Павловнăн пахчинче пушă çĕр лаптăкĕ çук. Ывăлĕ-хĕрĕ çĕр улми лартма, пахча çимĕç акма пулăшаççĕ. Кил хуçи арăмĕ туя çине тайăнса аран-аран уткалать пулин те йăрансене çумран тасатать, калчасене шăварать. Валентина Павловна юн пусăмĕ хăпарнипе аптăрать. Вĕсен тăванĕсен йышĕнче медицина ĕçченĕсем пур. Хăнана килсен сывлăхĕпе кăсăкланаççĕ, чĕре таппине итлеççĕ, эмелсем сĕнеççĕ. Анчах Пăкăяна яланлăхах куçса килес кăмăллисем çук. «Пирĕн урамра çамрăк çын юлмарĕ. Килĕрен ватăсем çеç! — кулянăвне палăртрĕç вĕсем. — Васкавлă медицина пулăшăвне чĕнсен хăвăртах çитеççĕ. Ытлашши уттармасăр килтен наçилккапа йăтса тухаççĕ. Ăшшăн, ырă кăмăллăн калаçаççĕ. Çапах ФАПра тухтăр кирлех. Уйăхне икĕ хут килсе каяканскер юн пусăмне виçет çеç».

Тухтăр кирлех

Пăкăянра пурăнакансенчен чи çамрăкки — 1,4-ри Максим Филиппов. Амăшĕ Ангелина ывăлне çуратнăранпа Йĕпреçри больницăна тăтăш çитет. Иртнĕ эрнере çамрăк-скерĕн сехри хăпнă. Максим ăнсăртран йывăр чирленĕ. Ÿт температури 39 градуса çывхарнă. ФАПра тухтăр пулсан унта чупĕччĕ вăл, анчах çăмăл автомашинăна тапратма, йывăррăн сывлакан Максимпа Йĕпреçе çитме тивнĕ. Унта хăраса ÿкнĕ амăшне палатăсенче вырăн çуккине пĕлтернĕ, Максимпа коридорта выртма сĕннĕ. Ангелина хирĕçленĕ, тухтăр çырса панă эмелсене туяннă та киле таврăннă. Арçын ача пĕр эрне ытла чирленĕ. Малалла вулас...

Ольга КАЛИТОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.