Çутă ĕмĕчĕ пĕр самантра арканнă

17 Кăрлач, 2019

Женя Александров пиччĕшĕпе пĕрле студент вăхăтĕнчех пĕчĕк ачасене ташă вăрттăнлăхĕсене вĕрентес тесе ятарлă клуб уçнă. Çамрăксем çулленех «ТНТ» телеканалти «Танцы» кăларăмăн кастингĕсене хутшăннă, номерсене яланах çĕнĕлĕхсем кĕртме тăрăшнă. Мал курăмлă Евгенин çутă ĕмĕчĕсем пĕр самантра сÿннĕ. Икĕ çул каялла вăл пĕртăванĕпе пĕрле Шупашкарти батут центрне çитнĕ. Номере çĕнĕ трюксем кĕртесшĕн пулнă. Унччен вĕсене сцена çинчех хатĕрленĕ-ха, хальхинче батут çинче туса пăхма шухăшланă. Çав самант çамрăксем ÿкернĕ видеора сыхланса юлнă: хăйне евĕр хăнăхтарусем, хаваслă йăл кулă унта… Часах киле кайма хатĕрленнĕ, сеанс вĕçлениччен 10 минут юлнă. Ăнсăртран сальто туса сывлăшра кăшт тытăнса тăнă хыççăн çаврăнма шухăшланă Женя мăйĕ çине ÿкнĕ. Палăртнине веçех пурнăçлайман вăл.

Ырă çынсем пулăшнипе

Нумаях пулмасть 22-ри каччăпа амăшĕ Эльвира Анатольевна Крымри Н.Н.Бурденко академик ячĕллĕ санаторирен таврăннă. Унта 1 уйăх сипленнĕ вĕсем. Санаторире шăпах çурăм шăммине амантнисемпе ĕçлеççĕ. Мăйĕ çине ÿкнĕ хыççăн Женя çурăм шăммин мимине питĕ вăйлă амантнă. Çавна пула алли-уррине туйма пăрахнă вăл. Пĕр уйăх сипленни сахал пулин те улшăнусем пурах. «Санаторире пурăннă вăхăтра Женя хăй çын пулнине туйса илчĕ. Килте вăл тăватă стенара пурăнать пулсан унта ыттисемпе пĕрле пĕр сĕтел хушшинче апатлантăмăр, калаçрăмăр. Пĕрмай массажа çÿрерĕмĕр, пылчăкпа сиплентĕмĕр. Урамра уçăлса çÿренĕ, пĕр-пĕр фильм е концерт курнă. Пĕр кунхине ресторана кайса та апатлантăмăр, парикмахерскире çÿç кастартăмăр. Санаторире 24 кун çеç пурăнтăмăр, тепĕр эрнине — тара тытнă хваттерте. Малтанах йывăр килет тесе шухăшларăм. Каймалла-килмелле вĕт. Тинĕс хĕрринче те пулса куртăмăр. Женя тĕрлĕ амакпа кĕрешекенсемпе паллашрĕ. Кашнин хăйĕн шăпа. Пурнăçра мĕн кĕтмеллине пĕлместĕн çав. Пĕрисем çурăм шăммине амантнă хыççăн ура çине тăма пултарнă, теприсем амакпа çырлахнă. Крыма яланлăхах пурăнма куçакансем те пурччĕ», — каласа кăтартрĕ Эльвира Анатольевна. Ывăлĕпе иккĕшĕ Крыма кăçал кĕркунне каяс шухăшлă. Унта виçĕ уйăх пурăнасшăн.
Реабилитацие унччен те пĕрре мар çÿренĕ-ха вĕсем. Крымран таврăннă хыççăн амăшĕ ятарлă тĕрлĕ центра çырусем вĕçтернĕ. Ытларах чухне çемье Женьăна хăйсен шучĕпе реабилитацие илсе çÿренĕ. Тухтăрсем тÿлевсĕр сипленме майсем пуррине пĕлтернĕ. Направленипе вĕсене Новокузнецк хулинчи пĕр центрта йышăнма хатĕр. Александровсем унта пуш уйăхĕнче çитесшĕн. Çулĕ инçе пулсан та ăна парăнтарасшăнах. Тухтăр та çине тăнă: «Сирĕн унта çитмеллех». Анчах пĕр кăлтăк пур: амăшĕн ывăлĕпе больницăрах пурăнма май çук. Е хăна çуртĕнче çĕр каçмалла, е хваттер тара тытмалла. Амăшĕ куншăн пăшăрханать. Яланах ывăлĕ çумĕнче пулма тăрăшать-çке-ха вăл, çывăрнă вăхăтра ăна хырăмĕ çине çавăрсах тăмалла. «Тен, ăна унта çаврăнма вĕрентĕç?» — пуç усмасть Эльвира Анатольевна. Сиплев курсĕн тăкакĕсене патшалăх саплаштарĕ пулсан çул укçи хăйсенчен тухĕ. Александровсем Крыма кайса килнипе çыхăннă тăкаксен пĕр пайне ырă кăмăллă çынсем пулăшнипе саплаштарнă. Малашнехи реабилитацисенче те сахал мар укçа кирлĕ çемьене.

Йывăрлăхра пăрахмаççĕ

Инкекчен Женя спортпа туслă пулнă. Килĕнче вăл ăмăртусенче çĕнсе илнĕ вун-вун медаль çакăнса тăрать. Пиччĕшне Лешăна кура вăл ташăсемпе интересленме тытăннă. Тăхăр класс хыççăн Шупашкарти культура училищине вĕренме кĕнĕ. Унччен маларах вăл ăсталăха пĕр вăхăтрах Шупашкарти культура училищинче, Мускаври патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнче вĕреннĕ пиччĕшĕ патне зала çÿресе аталантарнă.
Аманнă хыççăн Евгенин операци сĕтелĕ çине выртма тивнĕ. Реанимацире ирттернĕ çăмăлах мар кунсем нихăçан та асран тухмĕç. Пĕр вăхăт Женя ятарлă трубка — трахеостома, гастростома — урлă сывланă, апат çинĕ. Вырăнпа выртнăскер апат çиме мар, калаçайман та. Вăл питĕ начарланнă. Сывалас шанчăк çукпа пĕрех пулнине пăхмасăрах малалла талпăннă, пуç усман. Телее, халĕ вăл хăех сывлать. Каччăн карланкăпа та йывăрлăхсем пулнă. Темиçе операци чăтма тивнĕ унăн. Пĕррехинче тухтăрсем карланкăна çĕленĕ чухне сасă хĕлĕхĕсене сиенлетнĕ. Çавна пула Женя шăппăн калаçать. Çывăх тăванĕсем, юлташĕсем ăна пуç усма памаççĕ. Каччă яланах хаваслă. Вăл аллисене хускатать-ха, анчах пÿрнисене лайăхах чăмăртаймасть.
Яш кашни кун зарядка тăвать. Туяннă ятарлă тренажерсемпе те ĕçлет вăл. Ăна амăшĕпе пиччĕшĕ, шкулта пĕрле вĕреннĕ çывăх тусĕ, тăванĕсем пулăшаççĕ. Йывăрлăхра пăрахмаççĕ вĕсем. Массаж тумасăр та кун иртмест. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Ирина КОШКИНА. АЛЕКСАНДРОВСЕН архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.
 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.