Çутă, ăшă, савăнăç ытамĕнче

25 Чÿк, 2016

Раççейре Амăшĕн кунне паллă тăвас умĕн Чăваш Енри чи туслă, пултаруллă, ĕçчен çемьесене пĕрле пухса чысласси йăлана кĕчĕ. Чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн çурчĕ вĕсемпе тулчĕ. «Çулталăк çемйи — 2016» конкурса хутшăнса харпăр хăй пурăнакан район-хулара çĕнтернĕ çемьесем, вĕсен савăнăçне пайлама тĕв тунă тус-тăванĕ килсе çитрĕ уява.

Конкурс çĕнтерÿçисене чыслама сумлă хăнасем те йышлăн пухăнчĕç — Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Вячеслав Рафинов, ЧР юстици министрĕн заместителĕ Алексей Вязов, Республикăри Хĕрарăмсен союзĕн ертÿçи Ольга Зайцева, Ашшĕсен канашĕн пуçлăхĕ Владимир Викторов. Ытти чухне тĕллевсем, кăтартусем, çивĕч тĕрлĕ ыйтупа стратеги çинчен калаçакан ĕçлĕ çынсем çак кун чĕрене пырса тивмелле туйăмлăн калаçрĕç. Кашниех çемье пĕлтерĕшĕ, ача амăшĕсен яваплă та пархатарлă тивĕçĕ çинчен сăмах хускатрĕ. Чуна вырнаçакан пĕр каларăша, уявра Владимир Викторов аса илтернĕскере, залра ларакансем хыттăн алă çупса йышăнчĕç: «Кил-çурта амăшĕ килсе кĕрсен — çутă, ашшĕ килсен — ăшă, ача килсен — савăнăçлă». Çемьене тулли телей парнелекенĕ, чăнах та, ача-пăча-çке. Ача кун-çулне вара ашшĕпе амăшĕ юнашар пулсан кăна телей çутатĕ. Çакна шута илсе килес 2017 çула республикăра Амăшĕн тата Ашшĕн çулĕ тесе йышăнма палăртнă. Çакăн çинчен Михаил Игнатьев Указ алă пуснине пухăннисене Ольга Зайцева пĕлтерчĕ.

Çапах кунта пухăннă тĕп тĕллев патнех таврăнар-ха: камсем «Çулталăк çемйи» конкурсăн Гран-прине тивĕçнĕ-ши? Акă хумхануллă самант çитрĕ те — Иван Борисович çĕнтерÿçĕ хушаматне çырнă конверта уçрĕ. Премьер-министр Патăрьел районĕнчи Чăваш Ишекре пурăнакан Уткинсен хушаматне асăнчĕ те — сцена çине кăвак костюмлă, хĕрлĕ галстуклă арçын ачасем тата вĕсене хăйсен ăшă çуначĕ айне илнĕ Каролина Анатольевнăпа Анатолий Арсентьевич — хăйсен виçĕ ачине ура çине тăратнă тата тăхăр пăхаттире çемьене йышăннă Амăшĕ тата Ашшĕ — тухса тăчĕç. Иртнĕ çул, çурла уйăхĕнче эпир «Хыпар» вулаканĕсене çак маттур, ĕçчен, пултаруллă çемьепе паллаштарнăччĕ. Вĕсем çак конкурсра çĕнтерме пултарнăшăн чăннипех хĕпĕртерĕмĕр.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, тĕрлĕ номинаци çĕнтерÿçисене те чысларĕç. «Чи ĕçчен çемье» номинаци дипломне — Елчĕк районĕнчи Львовсем, «Чи туслă çемье» ята Шупашкарти Калинин районĕнче пурăнакан Тихоновсем çĕнсе илчĕç. Хăйсем спорта юратнине, сывă пурнăç йĕркине кăмăлланине пуринчен аван Шупашкар районĕнчи Тутаркассинче тĕпленнĕ Архиповсен çемйи çирĕплетсе панă. «Социаллă яваплă чи лайăх çемье» номинацире Çĕмĕрле районĕнчи Кузьминсем мала тухрĕç. Пултарулăх енĕпе палăракан çемьесен йышĕнче вара Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Кузнецовсене /çемье пуçĕ Андрей Петрович — эстрада юрăçи/ çитекен пулмарĕ. Чăваш тумне тăхăннăскерсем сцена çине виçĕ ачипе тухрĕç, хăйсем тăван халăхăн культурине пуянлатасшăн чăннипех çунакан çемье пулнине çирĕплетсе пачĕç — çемье çинчен хитре юрă шăрантарчĕç.

Ирина ПУШКИНА