«Çут тĕнчере пурăнас килет»

Комсомольски районĕнчи «Çĕр тата çынсем» халăх музейĕнче Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕнче çуралса ӳснĕ Леонид Иванович Осиповăн фронтран янă çырăвĕсем упранаççĕ. Хăй вăхăтĕнче вĕсене унăн шăллĕ Евгений Иванович илсе килнĕччĕ. Сăмах май, вăл вырăнти вăтам шкулта директорта чылай çул ĕçлерĕ.

Музейра Леонид Ивановичăн çырăвĕсемсĕр пуçне сăнӳкерчĕкĕ, Хисеп грамоти тата шкул пĕтерни çинчен калакан свидетельство упранать.

Унăн чуна витермелле çырнă хăш-пĕр çырăвĕпе вулакансене паллаштарас терĕмĕр. Акă 1942 çулта 4-мĕш класра вĕренекен Женя шăллĕ патне янă çыру йĕркисем:

«Аван-и, тăванăм, Женя?.. Пурăнатăп эпĕ аван, пулеметсем манăн питĕ лайăх ĕçлеççĕ. Хăш-пĕр чухне фрицсене ăшалантаркаласа илетпĕр, боецсем пурте маттурсем. Сывлăх ман çирĕп, тĕреклĕ. Вăл кунта питĕ кирлĕ. Сире, çамрăксем, хушатăп: ытларах физкультурăпа заниматься тăвăр, вăй çитнĕ таран ĕçлĕр, кахалланма юрамасть. Кунта кахалсем, тĕрексĕр çынсем кирлĕ мар. Колхозра ĕçлесе фронта пулăшăр. Но самăй кирли - тăрăшса отлично вĕренни. Пирĕн армине вĕреннĕ çынсем кирлĕ. Çырма, шутлама, вулама вĕренейменнисем летчик, танкист, артиллерист, минометчик, пулеметчик, пехотинец та пулаймастăр...»

Леонид ялти шкултан «5» паллăсемпе вĕренсе тухнă. 1938-1941 çулсенче Канашри педагогика училищинче вĕреннĕ. 1941-1942 çулсенче Вăрманхĕрри Чурачăк шкулĕн заведующийĕнче ĕçленĕ. 1942 çулхи çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче фронта кайнă.

«... Эпĕ халь лейтенант. Пире питĕ лайăх тумлантарчĕç. Вĕр çĕнĕ пурте. Каçхине питĕ чаплă вечер турăмăр. Лайăх апатлантарчĕç. Паян тухса каятпăр. Ăçта тухса каясси паллă мар-ха... Но настроенисем пурин те питĕ лайăх. Хуйхăрма кăштах та кирлĕ мар... Ну, анне, сана кун чул пăхса ӳстерсе çын тунăшăн пĕтĕм чун-чĕререн ырă кăмăлпа тав тăватăп. Пурсăра та ыталаса чуптăватăп. Тăванăр, Леонид». /7.04.1943 ç./

«... Пурăнатпăр вăрманта, землянкăсем тăватпăр. Правительство ман алла шанса 40 çын панишĕн, эпĕ вĕсемпе командовать тума пултарнишĕн сирĕн хĕпĕртемелле çеç. Часах вĕсемпе эпĕ малти линие, Тăван çĕршывăн ирĕклĕхне, хисепне, никама пăхăнманлăхне сыхлама тухса кайăп. Сирĕн маншăн хальхи вăхăтра кăшт та кулянмалла мар...» /15.05. 1943 ç./.

«... Ну, питĕ сире курас килет. Только хальхи вăхăтра май çук пырса курмашкăн. Юратнă анне, шăллăмсем, манăн питĕ çут тĕнчере пурăнас килет. Ытларах пурăнса пурнăçăн ырă сĕткенне нумай çул ĕмес килет...» /16.06.1943 ç./.

«... Эпĕ хама питĕ телейлĕ тесе шутлатăп. Ирсĕр гитлеризма хирĕç çапăçма юрăхлă пулнăшăн... Арминче пулас мар пулсан мĕнле питпе эпĕ ял хушшинче ланккаса çӳренĕ пулăттăм-ши? Пĕтĕм ял çыннисем, пĕтĕм тĕнче юн тăкнă хушăра тăлăх маткасем тӳрех ман куçăмран сурĕччĕç çав вара, хăйсен упăшкисем вăрçăра юн тăкнисене асра тытса.

Ну, юрĕ. Юратнă тăванăм, анне, шухăшла-ха ху пуçупа. Мĕншĕн çуралать вара этем нимĕнле йывăрлăхсем те хăй ĕмĕрĕнче курас пулмасан? Йывăрлăхсем кирек кам ĕмĕрĕнче те пулаççĕ. Тульккă вăл йывăрлăхсемпе кĕрешме пĕлес пулать. Кĕрешсе çĕнтерес пулать. Эпир хальхи вăхăтра кĕрешекен йывăрлăх питĕ пысăк. Уншăн кĕрешсе вилсен те санăн мухтанмалла çеç. Эпир кулянмастпăр, йĕместпĕр те. Мĕншĕн çуралнă-ши тесе те аса илместпĕр. 19 çул çут тĕнчере пурăнни те япăх япала мар...» /14.12.1943 ç./.

«... Санăн, анне, мухтанмалла çеç икĕ ывăлна Тăван çĕршыва сыхлама кăларса янăшăн. Уншăн сана эпир çеç мар, пĕтĕм çĕршыв тав тăвать...» /7.04.1943 ç./.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине Осиповсен Леонидпа Алексей ывăлĕсем хутшăннă. Вĕсем иккĕшĕ те тăван тăрăха каялла таврăнайман, фронтра пуçĕсене хунă.

«Юратнă кил-йыш! Паян сиртен çыру илсе вуларăм та çийĕнчех ответ çырма лартăм. Вĕт вăл çырăва сиртен 5 уйăх хушши кĕтрĕм. Аранах кĕтсе илтĕм те вăл çыруран та нимĕнле хаваслăх та çук. Эсир пиртен çитмĕл хут ытларах йăнăшатăр, тепĕр чухне пире чăнахах та йывăртарах лекет. Ну, эпир йывăрлăхсем умĕнче нихăçан та ĕсĕклеместпĕр.

Юратнă анне, çыру сиртен илсе вуланă хыççăн темиçе кун хушши пусăрăнма пултараймастăп. Хăвăн çырăвупа эсĕ, анне, питĕ тарăн, салху шухăша яратăн. Ку çырупалан, анне, сире авантарах ăнлантарса пама шут тытрăм эпĕ. Шухăшласа пăхăр-ха хăвăр: мĕн чухлĕ куççулĕ тăкмарĕ пуль ним инкексĕр халăх çав ирсĕр нимĕçсем пирки. Эпĕ пĕлетĕп упăшкисене арăмĕсенчен, амăшĕсене ывăлĕсенчен уйăрса мĕн чухлĕ ватса-çаратса тухса каяççĕ вĕсем пирĕн мирлĕ ялсенчен эпир хăваланă вăхăтра. Ялĕ-ялĕпе, хули-хулипе çунтарса мĕнпур выльăх-чĕрлĕхне, ĕçми-çимине илсе тухса каяççĕ. Ним тумтирсĕр, ĕçме-çимесĕр пинĕ-пинĕпе тăлăхсене тăратса хăвараççĕ. Çаксене пурне те эпĕ хам куçпа хам курнă. Сирĕн, юратнă аннеçĕм, ĕçме-çимеллисем çинчен анчах шухăшлас пулать. Эпĕ те çулталăк ытла çапăçатăп, паянхи куна сывах, сывлăхлах. Çын сăмаххисене пĕрре те ан итлĕр. А вăрçă пĕтмесĕр эпĕ киле таврăнаймăп. Мĕнле питпе ялти тăлăхсен умĕнче иртсе çӳрес? Вăрçă пуриншĕн те. Укçа 1000 тенкĕ ятăм... Тăванăм, анне, хăвна упра. Нимĕн те ан шелле. Мана урăх нимĕн те кирлĕ мар, санăн сывлăхусăр пуçне. Çиме çук пулсан сут пурне те, мĕнпур тупра - пурте хăвăн...» ?18.05.1944 ç.%.

Леонид Ивановичăн виличчен пĕр уйăх малтан çырнă çырăвĕ.

«... Анне, ман валли хатĕрленĕ атăпала кăçатăна сутса ярса Вичча валли илĕр. Эсĕ, анне, вĕсене аванрах тумлантар... Ман валли пĕр пус та ан тăккалăр... Часах вăрçă пĕтмелле, анне, вара эпир киле пырăпăр, пурсăмăр та пуçтарăнса хаваслă ĕçкĕ-çикĕ тăвăпăр. Вăл кун çывхарать, анне. Ун чухне вара пурсăмăр та телейлĕ пулăпăр...» ?23.06.1944 ç.%.

Пурнăçа, ял-йыша, Тăван çĕршыва, ашшĕ-амăшне чун-чĕререн юратакан, хисеплекен, шăллĕсене тӳрĕ чунлă пулма вĕрентекен çын пулнă Леонид Иванович. Вăл пин-пин паттăр салтак сăнарне уçса парать. Вĕсем пурте пĕрле кар тăрса Çĕнтерĕве çывхартнă.

Алена ПОЛЯКОВА,

районти музей ертӳçи.

 

Алена ПОЛЯКОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.