Çуртсене тĕпрен юсамалли фонд пуянланать
16 Oct, 2015 | ЖКХ

ЧР Строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствинче нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсамалли программа тата фонда харпăрлăхçăсем укçа хывасси мĕнле пурнăçланнипе çыхăннă ыйтусемпе брифинг иртрĕ. «Нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсамалли фонд» коммерциллĕ мар организаци гендиректорĕ Олимпиада Епифанова савăнăçлă хыпар пĕлтерчĕ.

- Республикăра кивĕ çуртсене çĕнетес тĕллевпе 30 çуллăха /2014-2043 çç./ программа йышăннă. Унпа килĕшÿллĕн нумай хваттерлĕ 4732 çурта тĕпрен юсамалла. Укçа нумай кирлĕ. Палăртнине патшалăх хăй тĕллĕн çеç пурнăçлаймĕ. Харпăрлăхçăсене те хутшăнтаратпăр. Вĕсем 2014 çулхи декабрь уйăхĕнчен пуçласа çирĕплетнĕ йĕркепе уйăхсерен тÿлев хываççĕ, - терĕ Олимпиада Ивановна. - Кирек мĕнле çĕнĕлĕх те малтанхи вăхăтра йывăрлăхпа тĕл пулать. Халăх программăпа килĕшмерĕ. 2015 çулхи январь уйăхĕшĕн 40 проценчĕ çеç укçа тÿлерĕ. Кăтарту çуркунне те кăштах чакрĕ. Юлашки вăхăтра клиентсен хастарлăхĕ ÿсрĕ. Сентябрьте фонда çурт харпăрлăхçисен 81 проценчĕ укçа хыврĕ. Октябрĕн 10-мĕшĕ тĕлне регион операторĕн счечĕ çине 331,575 млн тенкĕ куçнă. Халăхăн 56: - почта, 21: - Перекет банкĕн, ыттисем кредит организацийĕсен пулăшăвĕпе усă кураççĕ.

Çынсене фонд епле йĕркеленни, унта хăйсем те хутшăннин пĕлтерĕшĕ çинчен ăнлантармалла. Кунта Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн тÿпи пысăк. Вăл республикăри предприяти-организацире вăй хуракансемпе тăтăшах тĕл пулать. Çынсем ăна яланах ыйтусем параççĕ. Пурăнмалли нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсамалли фонда укçа тÿлес ыйту нумайăшне хытах шухăшлаттарать. Хăшĕсем çĕнĕ хваттере тинтерех çеç куçнă. «Унта тĕп юсав хăçан иртесси çинчен калаçма иртерех мар-ши?» - теççĕ. Республика Пуçлăхĕ çынсене хăйсем пирки çеç мар, ачисен малашлăхĕ çинчен халех шухăшлама сĕнет. Çĕнĕ çурта та вăхăт çитсен тĕпрен юсаççех тет. Ĕç коллективĕсенче те сÿтсе явнă ку ыйтăва. Халăх çакна ăнланса илчĕ пулас. Почтăра е Перекет банкĕнче тĕп юсав пирки тÿлев черетĕнче иккĕленсе калаçакан сахалланни сисĕнет.

30 çуллăх программа вăраха тăсăлнине кура ăна темиçе тапхăра пайланă. Хальлĕхе кăçала тата çывăх çулсем валли плансем йышăннă. 2015 çулта 264 çуртран 260-шĕнче палăртнă ĕçсене веçех вĕçленĕ. Çитес çул 425 çурта юсамалла, 606,2 млн тенкĕлĕх усă курмалла. 21,4 млн тенкĕпе вырăнти бюджет пулăшĕ, ытти харпăрлăхçăсенчен пухăнмалла.

В.ВАЛЕНТИНОВ

В.ВАЛЕНТИНОВ