Çурт-йĕр, çул ыйтăвĕсем...
30 May, 2014 | Хыпар | Хула | Йышăну

Çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Чăваш Республикинчи йышăну пÿлĕмĕнче граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă. Унта пĕтĕмпе 5 çын килнĕ.

Ирина Трифонова Шупашкар хулинчи Граждан урамĕнчи 58-мĕш çуртăн 2-мĕш корпусне тумашкăн пая кĕнĕ. Вăл асăннă объекта хута ярас ĕçе хăвăртлатмашкăн пулăшма ыйтнă, мĕншĕн тесен ку çурта шантарнă вăхăтра туса пĕтереймен, çак срока пĕрре мар куçарнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ ыйтăва хăй тĕрĕслесе тăрассине пĕлтернĕ. Çав хушăрах вăл "пайçăсене" улталаннисен йышне лекес мар тата хăйсен прависене хÿтĕлес енĕпе хăйсенчен мĕн килнине йăлтах тумаллине палăртнă. "Çынсем çурт строительствине пая кĕрес теççĕ тĕк вĕсен юридици докуменчĕсене алă пусиччен йăлтах тĕплĕн шухăшламалла", - тенĕ Михаил Игнатьев.

Ольга Алексеева ЧР Патшалăхăн пурăнмалли çурт-йĕр фончĕн коммерци мелĕпе паракан хваттерĕпе черетсĕрех тивĕçтермешкĕн ыйтнă. "Сирĕн çемье ЧР Патшалăхăн пурăнмалли çурт-йĕр фончĕн хваттерĕсене парассин Положенийĕн условийĕсемпе килĕшÿллĕн пурăнмалли кĕтесе черетсĕрех илме пултарать. Право çирĕплетĕвĕн докуменчĕсен переченьне тепĕр хут пăхса тухмалла", - палăртнă республика Пуçлăхĕ. Ку ыйтупа ЧР строительство министрне Олег Маркова тата Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхне Алексей Ладыкова ĕçлеме хушнă.

Анастасия Смирнова Чăваш Ен Пуçлăхне сусăр пепкене специализациленĕ ача садне яма май пурри-çуккине пăхса тухма ыйтнă. Елена Кувшиновăна вара инвалид ачана сиплемешкĕн пулăшу кирлĕ.

Светлана Яруткинăна Шупашкар районĕнчи Атайкасси ялĕн урамĕсене тирпей-илем кĕртес шухăш канăçсăрлантарать. Чăваш Ен Пуçлăхĕ çул тăвас ыйтăва çынсем тăтăшах çĕкленине, ку тĕллевпе бюджетран укçа уйăрнине палăртнă.

И.НИКОЛАЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.