Çурт тумалли вырăн хакланать. Мĕншĕн?

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ытлари кун Шупашкарта пĕлтĕрхи çурла уйăхĕнче тума пуçланă ача сачĕн строительствипе кăсăкланчĕ. Ăна Правительство çуртне хирĕç, тĕп хула варринчи кÿлмек тÿпемĕнче, темиçе тĕслĕ кирпĕчрен хăпартнă. Шупашкар администрацийĕ тата "Градострой" пĕр-пĕрин хушшинче çирĕплетнĕ контрактпа ăна çак уйăх вĕçĕнче туса пĕтерме пăхнă.

Объекта маларах çитнĕ журналистсем пăхрĕç те ĕç калăпăшĕ пысăккине асăрхарĕç. Республика кунĕ умĕн те хута яраймасси уçăмланчĕ. М.Игнатьев строительство пахалăхне тишкернĕ хушăра садике кăçалхи çурла уйăхĕнче, Шупашкар кунĕ умĕн, уçасси пирки сăмах хускатрĕ. Подряд организацийĕн ертÿçи А.Шумков ĕçе кĕркуннеччен вĕçлеме шантарчĕ.

Республика Пуçлăхĕ хĕвел анăç районĕнчи "Университетский-2" микрорайонта пурăнмалли çурт тăвассине еплерех йĕркеленипе те паллашрĕ. "ТУС" общество унта, Завражнăй салипе юнашар, кăçалхи тăваттăмĕш кварталта 457 хваттерлĕ 10-16 хутлă çурт туса пĕтересшĕн. "Çемьесем килес çул пуçламăшĕнче пурăнма кĕрĕç, - терĕ Н.Угаслов генеральнăй директор. - Кашни хваттере хутса ăшăтмалли хатĕр вырнаçтаратпăр. Пÿлĕмсенчи сывлăш температурине çемье палăртĕ. Кашни тăваткал метра 45 пин тенкĕлле сутăпăр".

Республика Пуçлăхĕ объектсене пăхса çаврăннă хыççăн Правительство çуртĕнче район-хула администрацийĕсен, çурт-йĕр тăвакан организацисен ертÿçисемпе канашлу ирттерчĕ. Строительсем кăçалхи пĕрремĕш кварталта умри тĕллеве ăнăçлă пурнăçланине хак парса ырларĕ. Строительство ĕçĕсен калăпăшĕ, вăл шутра пурăнмалли вырăн тăвасси, пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен 9,1% ÿснĕ. "Çапах хăвăра Шупашкар районĕнчи Кÿкеçри ача садне вăхăтра хута ярайман подряд организацийĕ пек ан кăтартăр, - терĕ М.Игнатьев. - Вăл ĕçе вĕçлеймесĕр хăйĕн ятне ячĕ. Кăçал строительсем сăмаха çирĕп тытасса шанатăп".

Çурт-йĕр тăвакансен строительство пуçлама ирĕк паракан мĕн пур документа алла илнĕ чух тĕрлĕ организаципе хутшăнса 19 ыйтăва татса памалла. Республика Пуçлăхĕ çак хисепе пĕчĕклетес тĕллевпе вĕсене тепĕр хут тишкерсе хак пама ыйтрĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ-строительство, архитектура, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Олег Марков строительсен пĕрремĕш кварталти ĕç-хĕлне тишкерчĕ. Пурăнмалли çурт пурĕ - 3,6%, Шупашкарта, Вăрмар, Канаш, Шупашкар районĕсенче нумайрах тунă. Çулталăкăн малтанхи виçĕ уйăхĕнче ăна тăвассине çемье тупăшĕпе перекетлĕ усă куракансем валли те лайăх йĕркеленĕ. Информацин пĕрлехи ресурсĕнче çурт никĕсне яма хатĕр 134 лаптăкпа паллаштарнă. Ĕç пуçламалла кăна. "Кăçал республикăн пурăнмалли вырăн хута ямалли тĕллевне пурнăçлама май çителĕклĕ", - пĕтĕмлетрĕ министр.

Ишĕлес патне çитнĕ 264 çуртран çĕнĕ хваттерсене 2013-2017 çулсенче 3883 çынна куçармалла. Программăн пĕрремĕш тапхăрĕ мĕнле пурнăçланать-ха? Халĕччен пурăнмалли 202 вырăнтан 508 çын çĕнĕ хваттерсене куçнă. Кăçал 3233 çын ыйтăвне тивĕçтерме тĕллев лартнă. Министр йывăр урапана малалла шутарма чăрмантаракан тумхахсене те асăнчĕ.

Пурăнмалли вырăн кашни уйăхра тенĕ пекех хакланать. Администрацисен йÿнĕрех сутакана суйласа илес тĕллевпе темиçе аукцион ирттерме тивет. Сăмахран, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар районĕсенче виçĕ хутчен йĕркеленĕ. Сутакансем йÿнĕлле парасшăн мар. Муниципалитетсем пысăк хакпа килĕшмеççĕ. Çывăх вăхăтра Шупашкарта тăваттăмĕшне ирттерĕç.

Министр хваттер хакланнин пĕр сăлтавне республикăри риэлторсем пурăнмалли çуртсен 30% малтанах туянса 150-300 пин тенкĕ /3-6%/ хаклатса сутнипе ăнлантарчĕ. Чăваш Енре кăна - риэлторсен 60 яхăн организацийĕ, ку шутра - "Новый Дом, "Интерстрой", "Риэлтор", "Горизонт", "Дорисс-Риэлти". Хушма хакран налук тÿлес мар тесе чылайăшне налук органĕнче уйрăм çын ячĕпе шута илтернĕ.

Çĕнĕ Шупашкарта иртнĕ çулсенче пурăнмалли çурт сахалрах хута янă. Администраци пуçлăхĕ Александр Сироткин кăçал ĕçе лайăхлатас шанăç пуррине пĕлтерчĕ. Спутник хулара 13 пин çын хваттер илме черетре тăрать. Апла пулсан çитес çулсенче строительство валли çĕр лаптăкĕ чылай кирлĕ. Ăна хăш районтан касса илĕç? Хальлĕхе ыйту хуравне уçăмлатман-ха.

Тĕп хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков Шупашкарти пурăнмалли çурт картишĕсене çăмăл автомашинăсем тултарнăран вырăнти хăй тытăмлăх умне тухса тăнă çивĕч ыйтăва татса памалли çул-йĕрпе паллаштарчĕ. Транспорт лартмалли çĕнĕ вырăнсем тумасăр вĕсене пушатаймăн. Анчах автомашина харпăрлăхçисенчен нумайăшĕ кĕсьерен кĕмĕл кăларса автовырăн строительствине хутшăнасшăн мар. Подъезд умĕнчен ирхине транспорта хускатса ларса кайма питĕ меллĕ-çке. Йĕпе-сапара картишне лапăртанине, çынсене инкеке лектернине шута хумаççĕ. "Транспорт лартма юраман çĕре çăмăл машина тултарнăшăн хуракан штрафа пысăклатмасăр ыйтăва татса параймăпăр", - терĕ А.Ладыков.

Çĕмĕрле хула администрацийĕн пуçлăхĕ Любовь Дмитриева çынсене кивĕ тата ишĕлес патне çитнĕ çуртсенчен çĕнĕ хваттерсене куçарма тунă пурăнмалли вырăн пахалăхĕ тивĕçтерменнине, строительство пуçлама çĕр лаптăкĕ çуккине пĕлтерчĕ. Республика Пуçлăхĕ çак тата ытти ыйтăва татса пама хушрĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.