Çурт лартма

24 Пуш, 2016

Республикăри нумай ачаллă çемьесене çурт-йĕр лартма, хушма хуçалăх аталантарма, сад ĕрчетме çĕрпе тивĕçтересси малалла пырать. Кăçалхи пуш уйăхĕ тĕлне хăй тытăмлăх органĕсем нумай ачаллă 7619 çемьене шута илнĕ, çав шутра 4130-шне çĕрпе тивĕçтернĕ ?54 процент%. Вĕсенчен 2651 çемье уйрăм çурт-йĕр çавăрма, 1428-шĕ хушма хуçалăх аталантарма, 51-ĕшĕ дача тума кăмăл тунă. Улатăр, Пăрачкав, Шăмăршă районĕсенче шута илнисене пурне те çĕр уйăрса панă. Канаш, Куславкка, Хĕрлĕ Чутай, Етĕрне тăрăхĕсенче те çак енĕпе лайăх ĕçлесе пыраççĕ.

Шел, нумай ачаллă çемьесем валли ирĕклĕ çĕр, инфраструктура аталанайманни те йывăрлăх кăларса тăратать.

Ыйтăва татса пама республика харпăрлăхĕнчи çĕре муниципалитет харпăрлăхне куçарни, кÿршĕри районсемпе çĕре тавăрса памалла мар уйăрни пирки килĕшÿ туни, ял тăрăхĕсен пулăхлă çĕрĕсене ялсен чиккине кĕртни пулăшать.

2014-2015-мĕш çулсенче республикăра ялсенчи ирĕклĕ çĕрсемпе «халăх инвентаризацийĕ» ирттерни те 116 çемьене çĕрпе тивĕçтерме май панă. Унсăр пуçне 175 çемьене Пĕрлехи информаци ресурсне кĕртнĕ лаптăксенчен уйăрса панă.

Нумай ачаллă çемьесене çĕр тÿлевсĕр пани пысăк пулăшу. Анчах ку енĕпе ĕçлемелĕх пур-ха.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.