Çурт е хваттер хăвăртрах тумалла
13 Ноября, 2015 | ЖКХ

ЧР Строительство, архитектура, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерстви район-хула администрацийĕсен представителĕсене пухса канашлу ирттернĕ.

Федерацин 2015-2020 çулсенчи «Пурăнмалли вырăн» программин «Çамрăк çемьесене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтересси» çумпрограмми еплерех пурнăçланнине тишкернĕ. Кăçал унпа республикăри 500 ытла çамрăк çемье усă курĕ. Уйрăм çуртпа хваттер тума федераци хыснинчен - 158,6 млн, республика бюджетĕнчен - 140,5, вырăнти хыснаран 61,1 млн тенкĕ уйăрĕç. Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем çывăх вăхăтра çемьесене социаллă тÿлев свидетельстви парас ĕçе вĕçлеççĕ.

117 тăлăх ачана пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерме кăçал 85 млн тенкĕ куçараççĕ. Хальлĕхе 47-шĕн ыйтăвне татса панă.

Пилĕк е ытларах ача çитĕнтерекен çемьесем валли уйрăм çурт е хваттер тума республика бюджетĕнчен 75,8 млн тенкĕ парĕç. Паянхи кун тĕлне 10 çемье ыйтăвне тивĕçтернĕ.

Çÿлте асăннă категорисем çĕнĕ пÿрт ĕçкине палăртнă вăхăтра кĕрлеттерччĕр тесе министерство муниципалитет йĕркеленĕвĕсене уйрăм çурт е хваттер хăвăртрах тума е туянма сĕннĕ.