Çурт, çул тăвакансен аграрие пулăшмаллах!

13 Кăрлач, 2016

Паян Правительство çуртĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе республикăри çурт-йĕр комплексĕн, çул-йĕр хуçалăхĕн тата кредитпа финанс организацийĕсен ертÿçисемпе канашлу иртрĕ. Михаил Васильевич ĕçлĕ тĕлпулăва уçнă май кун йĕркине кĕртнĕ икĕ ыйтăвĕ те строительствăпа çыхăннине, Ĕç çынни çулталăкĕнче те отрасльсен хăйсен умне лартнă тĕллевĕсене чыслăн пурнăçламаллине палăртрĕ.

ЧР строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхĕн тата транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕсем Олег Марковпа Владимир Доброхотов хăйсен ведомствисен пĕлтĕрхи ĕçĕ-хĕлĕпе, кăçалхи тĕллевсемпе паллаштарчĕç. Канашлăва пухăннисем докладсене сÿтсе явма хастар хутшăнчĕç. Михаил Игнатьев РФ Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев отрасльсене аграрие пулăшма чĕнсе каланине ырласа йышăнчĕ.

Рубрика: