- Чăвашла верси
- Русская версия
Çурла (август). Çавра Çулсем
100
Александр Яндаш (И.Н.Никифоров) (14.08.1914–18.03.1972)
Çыравçă, журналист, истори наукисен кандидачĕ, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Вăрмар районĕнчи Пысăк Енкасси ялĕнче çуралнă. Улатăрти педагогика техникумĕнче, Парти аслă шкулĕнче вĕреннĕ. «Коммунизм ялавĕ» хаçатра, Чăваш кĕнеке издательствинче редакторта, тĕп редакторта, директорта ĕçленĕ, Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче вĕрентнĕ. Г.Николаева, А.Куприн, М.Шолохов хайлавĕсене чăвашла куçарнă. Тĕп кĕнекисем: «Паянхи сăнарсем», «Пурнăç илемĕ», «Салтак чĕри», «Шанчăклă çул».
95
Владимир Ильич Мешков (15.08.1919–06.08.2012)
График, РСФСР тава тивĕçлĕ художникĕ (1963), ЧАССР тава тивĕçлĕ художникĕ (1976), РСФСР халăх художникĕ (1980). Шупашкар районĕнчи Çатра Марка ялĕнче çуралнă. Ĕçлеме 1935 çулта Красноярск крайĕнче художник тата журналист пулса пуçланă. 1960 ç. – Красноярскри художниксен пĕрлешĕвĕн ертÿçи. Поляр леш енне пултарулăх çÿревĕпе темиçе хут та çитнĕ. Юратнă ĕçĕн меслечĕ – тĕрлĕ тĕслĕ линогравюра. Тĕп темисем: Çурçĕр Енисей, Таймыр, Эвенк Ен* çут çанталăк, вырăнти халăхсен хăйне евĕрлĕ культури. Хамăр çĕр-шыври тата тĕнчери куравсене нумай хутшăннă.
90
Николай Степанович Степанов (10.08.1924–03.02.2009)
ЧАССР халăх артисчĕ, ЧАССР тата РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ. Тăвайра çуралнă. Чăваш актерĕсенчен чи малтан театр аслă пĕлĕвĕ илнисенчен пĕри: ГИТИСра вĕреннĕ. Пĕтĕм пултарулăхĕ К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕпе çыхăннă. 200 ытла сăнар ăсталанă. Петя («Çĕмĕрт çеçки çурăлсан»), Журавлев («Виçĕ туй»), Григорий Плетнев («Салтак арăмĕ»), Пушкин («Никита Бичурин»), Шерккей («Хура çăкăр»), Якку («Пушар лаши») тата ытти рольсене çынсен асĕнче юлмалла вылянă. Ăна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялавĕн орденĕпе, медальсемпе чысланă.
80
Алексей Григорьевич Васильев (03.08.1934–17.06.2010)
Театр актерĕ, режиссер, ЧАССР тата РСФСР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, Чăваш комсомолĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ. Патăрьел районĕнчи Каншел ялĕнче çуралнă. Ленинградри патшалăх театр институтĕнчи режиссура уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă. Çамрăксен театрĕнче актерта, Чăваш патшалăх драма тата Вырăс драма театрĕсенче режиссерта ĕçленĕ. 1969-1996 çç. Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче тĕп режиссер тата илемлĕх ертÿçи пулнă. 90 ытла спектакль лартнă. Вĕсенчен чи палăраххисем: «Салампи», «Пăнтăр-пăнтăр балалайка», «Хĕрлĕ çÿçлĕ арçын», «Вăрмана юлнă çамрăклăх», «Арканнă юрату», «Пурăнасчĕ çынсем пек» т.ыт.те.
80
Геннадий Николаевич Айхи (21.08.1934–21.02.2006)
Поэт, куçаруçă, Чăваш халăх поэчĕ, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш Республикин Патшалăх премийĕн лауреачĕ. Патăрьел районĕнчи Çĕньялта çуралнă. Патăрьелти педагогика училищинче, А.М.Горький ячĕллĕ Литература институтĕнче вĕреннĕ. 1960-1970 çç. В.В.Маяковский музейĕнче аслă библиографра, музей фончĕн изосектор ертÿçинче ĕçленĕ. 1958 çулта «Аттесен ячĕпе» сăвă кĕнеки тухнă. Вырăсла çырма пуçланă, чикĕ леш енче чылай пичетленнĕ. «Франци поэчĕсем», «Венгри поэчĕсем», «Польша поэчĕсем» антологисене чăвашла куçарас ĕçре пысăк вăй хунă. Тĕп кĕнекисем: «Аттесен ячĕпе», «Пĕтĕм пурнăçшăн çĕкленнĕ музыка», «Чĕрĕ тĕвĕ», «Халал», «Здесь», «Ночь первого снега», «Тетрадь Вероники», «Отмеченная зима», «Теперь всегда снега» т.ыт.те.