«Çуркунне — 2017» уйăхлăх пуçланчĕ

Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче Шупашкарта чаплă лару-тăрура «Çуркунне — 2017» уйăхлăх уçăлнă.

Ярмăркка кунĕсенче хула администрацийĕ çирĕплетнĕ суту-илÿ вырăнĕсенче — «Николаев», «Çурçĕр» суту-илÿ комплексĕсенче, «Дар» ОООра — ял хуçалăх продукцине туса илекенсем, çав шутра уйрăм хуçалăх тытакансем те, хăйсен таварне ирĕклĕн сутма пултарĕç. Çавăн пекех автотранспорт çинчен те суту-илÿ тума чармаççĕ. Çак тĕллевпе суту-илÿ вырăнĕсемпе тÿлевсĕр тивĕçтереççĕ.

Канмалли кунсенче хула çыннисем Етĕрне районĕнчи Е.Матвеева, Шупашкар районĕнчи Григорьев, Комсомольски районĕнчи Н.Васильев хресчен-фермер хуçалăхĕсен, Комсомольски районĕнчи Пильщиков предпринимателĕн, Вăрнарти, Шупашкарти аш-какай комбиначĕсен, Чăвашпотребсоюз пĕрлĕхĕсен, апат-çимĕç тата тирпейлекен промышленноç предприятийĕсен, уйрăм хуçалăх тытакан граждансен паха таварĕсене кăмăлласа туяннă.

Тĕп хулара ял хуçалăх продукцийĕ, вăрлăх сутмалли уйăхлăх çу уйăхĕн 21-мĕшĕччен пырать.

Валентина БАГАДЕРОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.