Çурхи вăй панă пуçару

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн пуçарăвĕпе йĕркеленсе кайнă Пĕтĕм тĕнчери балет фестивалĕ çулран çул вăй илсе пырать. Кăçал вăл «вун саккăра» çитрĕ.

Балет пирки калаçнă чух чун çĕкленет, çамрăкланать. Фестивале шăпах çак вăхăтра - çут çанталăк чĕрĕлнĕ самантра - йĕркелени те ахальтен мар пулĕ: хамăр миçе çулта пулнине пăхмасăр «çунат» хушатпăр, малалла ăнтăлатпăр, юрататпăр.

Кăçалхи фестиваль /вăл ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче уçăлчĕ/ те çав ретренех. Балет искусствине юратакансене вăл пĕрремĕш кунах тĕлĕнмелле савăнăç парнелерĕ. Сцена çине Ф.Амировăн «Тысяча и одна ночь» спектаклĕ тухрĕ. Палăртса хăварар: асăннă ĕçĕн премьери Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче 1989 çулта иртнĕччĕ.

Хальхи вара... Пур енĕпе те малтанхинчен ирттерет. Араб юмахĕсене тĕпе хурса лартнă спектакль пачах çĕнĕлле «пиçсе» тухнă. Çапла тума пулăшаканĕсем - Санкт-Петербург хăнисем. Вĕсем - хореографи тĕнчинче паллă балетмейстер Давид Авдыш тата çамрăк ÿнерçĕ Анна Устинова.

Ташă пирки сăмахпа каласа кăтартма йывăр, ăна курмалла. Çакна çеç палăртса хăварасшăн: икĕ сехете тăсăлнă премьера пĕр самантра, сывлăш çавăрса илнĕ тапхăрта иртсе кайрĕ тейĕн. Мĕн ачаран пĕлекен юмах çĕнĕрен тĕлĕнтерчĕ, хавхалану кÿчĕ. Ташă ăстисем пирки те çак сăмахсем. Тĕп партисене Чăваш халăх артисчĕсем Айдар Хисамутдинов /Шахрияр/, Татьяна Альпидовская /Джинн/ тата Анастасия Абрамова /Шахерезада/, Анна Серегина /Зубейда/, Дмитрий Поляков /Аладдин/ ташларĕç. Хĕвел тухăç кĕвви-çемми, капăр тум тата ытти те спектакле пуянлатрĕç. Чаршав хупăнсан та куравçăсем артистсене сцена çинчен ямарĕç, чылай вăхăт алă çупса тав турĕç.

Ĕнер вара сцена çине хăнасем - Мари патшалăх оперăпа балет театрĕн ташă ăстисем - тухрĕç. Кÿршĕсем А.Аданăн «Корсар» ĕçĕпе килнĕ. Ун пирки çакна каламалла: кашни театрах унашкал спектакльпе мухтанма пултараймасть. Артистсен ăсталăхĕ те, спектакле илемлетес пултарулăх та пысăккине уççăн çирĕплетет вăл. Тумсем тата... Аваллăх çÿпçинчен илнĕ тейĕн вĕсене.

Фестивале пирĕн ентешĕн Валентин Гладышевăн куравĕ те пуянлатать. Вăл, вунă çул ытла Çĕнĕ Зеландире пурăнаканскер, экспозицие Чăваш Енĕн хальхи вăхăтри балетне халалланă.

Ыран балет искусствине юратакансем П.Чайковскин вилĕмсĕр «Лебединое озеро» ĕçĕпе киленĕç. Тĕп партисенче Мускав ташă ăстисем пулĕç: Раççей халăх артистки, Пысăк театр солистки Мария Аллаш /Одетта тата Одиллия/, Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕсем Игорь Колб, Илья Кузнецов.

Надежда СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.