ÇУРĂМ ЫРАТАТЬ ПУЛСАН

19 Юпа, 2016

1. Уçă алăк патне тăмалла, алăсене пуçран кăшт çÿлерех çĕклесе тата сарарах тытса стенаран тĕревленмелле. Хулпуççисен малти мышцисем хытах туртăнма пуçличченех малалла ÿпĕнмелле. Çапла 15-30 çеккунт тытăнса тăмалла та малтанхи пек майланса тăмалла. 3 хут тумалла.

2. Ку хăнăхтарăва хыçлă пукан çинчен тăмасăрах тума пулать. Алăсене пуç хыçне ямалла та пÿрнесене хĕреслентерсе тытмалла. Чавсасене хыçалалла ямалла, çурăма авмалла, мачча çинелле пăхмалла. Хусканăва кунне темиçе хут 10-шар хут тумалла.

3. Стена енне çурăмпа тăмалла е лармалла. Алăсене айккинелле сарса май килнĕ таран çÿлерех çĕклемелле те майĕпен антармалла. Чи кирли — чавсасемпе алă лапписем стенаран уйрăласран асăрханни. 3 хутчен 10-шар хут тумалла.

4. Хул калакĕсене пĕр-пĕрин патнелле туртăнтармалла. Хăнăхтарăва тăрса е ларса тума юрать. Алăсене усса лармалла. Хул калакĕсене пĕр-пĕрин патнелле туртăнтармалла та 5 çеккунт çапла тытăнса тăмалла, унтан хул калакĕсене çемçетмелле. 3 хутчен 10-шар хут тумалла.

5. Урайне хырăм çине выртмалла. Кăкăр айне пĕчĕк минтер е хуçлатнă алшăлли хумалла, алăсене /чавсасене тÿрĕ тытса/ айккинелле сармалла, пÿрнесене чышка чăмăртамалла, çак вăхăтра пуç пÿрнесене çÿлелле кăнтарса тытмалла. Хул калакĕсене хĕстернĕ май алăсене майĕпен çÿлелле çĕклемелле, çакăн пекех майĕпен антармалла. Çак вăхăтра пуçа кĕлеткепе пĕр пĕр йĕрте тытмалла. Янаха çĕклеме, çамкапа урайне перĕнме кирлĕ мар. Хусканăва 3 хут 15-шер хут тумалла.

6. Тăват уран тăмалла, хырăм мышцине хытармалла, хырăма шалалла туртса кĕртмелле /пилĕке авмалла мар/. Çапла майланса тăнă хыççăн хирĕçле ал-урана /сулахай алă — сылтăм ура, сылтăм алă — сулахай ура/ çÿлелле майĕпен çĕклемелле, 5-шер çеккунт тытса тăмалла. Кашни енĕпе 10-шар хут тумалла.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.