ÇУРĂМ ШĂММИНЕ УПРАМАЛЛА
Кĕлетке тÿрĕлĕхĕ /осанка/ пăсăлнă çынсен йышĕ нумайланса пырать. Çак çынсем çурăм шăммин, мимин тымарĕсен чирĕсемпе аптрама пуçлаççĕ. Çавна май вĕсемпе çыхăннă органсен ĕçĕ япăхать.
- Кĕлетки тÿрĕ мар çынсен кăкăр кăшкарĕпе диафрагма калăпăшĕ пĕчĕкрех, ÿпкисем те тулли вăйпа ĕçлеймеççĕ.
- Ку чĕрепе юн тымарĕсен, сывлав тытăмне япăх витĕм кÿрет, организмăн хăватне чакарать, унăн ĕçне йывăрлатать, уйрăмах - вăй ытларах кирлĕ чухне /картлашкапа çÿлелле хăпарма, хăвăрт утма тивсен.../.
- Хырăмлăх мышцисем вăйсăр пулнипе, кĕлетке малалла авăнарах тăнипе ват шĕвекĕ тухасси, пыршăлăх ĕçĕ пăсăлаççĕ.
- Ку вара апат ирĕлтерессине пăсать, организма шлаксемпе тултарать, иммунитета вăйсăрлатать, çын час-часах шăнса пăсăлма, хăвăрт ывăнма, пуç ыратнипе аптрама пуçлать.
- Çурăм шăмми кукăрăлнипе пĕшкĕнерех утакан çынсен пуçа амантни те час-часах тĕл пулать. Çакна пула ĕнтĕ хăвăрт ывăнтарать, пуç ыратать.
- Çурăм шăммин çирĕплĕхĕ чакнипе сколиоз аталанма пултарать.
- Кĕлетке тÿрĕлĕхĕ пăсăлсан мышцăсем те вăйсăрланаççĕ. Çакна пула хырăмлăх тĕлĕнче, чарара пÿсĕр тухма е апат ирĕлтерекен органсем анма пултараççĕ.
Лару-тăру йывăрланасса шута илсе тăхтаса тăмасăр çак амакран хÿтĕленме тата сипленме пулăшакан ятарлă хусканусем тума пуçламалла.
1. Çурăмпа хырăм мышцисене çирĕплетме кунне 2-3 хут апат умĕн стена çумне ĕнсепе, хул пуççисемпе, купарчасемпе, ура кĕлисемпе çыпăçса тăмалла, хырăма шалалла туртса кĕртмелле. Курпун кăларса çÿрес йăла пур тăк алăсене хуçлатса пÿрнесемпе - хул пуççисене, чавсасемпе кĕлеткене перĕнмелле, çав вăхăтрах çурăма стенаран уйăрмалла мар.
Стена çумĕнче çапла 1-3 минут тăмалла. Ирĕклĕ сывламалла. Хăнăхтару хыççăн пÿлĕм тăрăх черетпе алăсемпе урасене сулласа утмалла. Унтан кĕлеткене стена çумĕнче тăнă чухнехи пек тÿрĕ тытса утмалла. Ирĕклĕ сывламалла.
Мăя кун тăршшĕпех /тăнă, ларнă чухне/ тÿрĕ тытмалла. Ларнă чухне пукан хыçне сĕвенмелле.
Хăнăхтарăва 3-4 эрне кашни кун тумалла.
2. Тăмалла, темиçе хут сывласа илмелле тата сывласа кăлармалла. Сывласа кăларнин вĕçнелле кашнинчех хырăма туртса кĕртмелле. Унтан сывласа илмелле те сывласа кăларнă чухне ура кĕлисем çине лармалла, «а» ÿкерчĕкри пек вырнаçмалла. Ун хыççăн чĕр куçленсе, алăсене усса сывласа илмелле. Сывласа кăларнă чухне каллех малтанхи пек лармалла. 6-8 хут тумалла.
3. Ура кĕлисен хушшине «ă» ÿкерчĕкри пек лармалла, алăсене çурăм хыçнелле ямалла, ывăç тупанĕсене пÿрнесене çÿлелле кăнтарса пĕрлештермелле. Мăя тÿрĕ тытмалла. Çапла 10-30 çеккунт ларнă хыççăн тăрса утмалла, унтан каллех малтанхи пек лармалла. 6-8-12 хут тумалла.
4. Малтан тăнă, унтан утнă чухне алăсене «б» ÿкерчĕкри пек тытмалла. Кашни 5-10 çеккунтра алăсене пĕр-пĕринпе улăштармалла. Çурăм шăмми айккинелле чалăшнă пулсан хусканăва алăсене чалăшнине чакарма меллĕ тытмалла. Ирĕклĕ сывламалла.
5. Кавир çине «в» ÿкерчĕкри пек лармалла /урасене хуçлатмалла, лапписене пĕрлештермелле, мăя тÿрĕ тытмалла/. Ирĕклĕ, тарăннăн мар сывламалла. Хăнăхтару кирек кама та çурăма çирĕплетме пулăшать.
Хăнăхтарусене пурне те кунне 2-3 хут апатчен е апат хыççăн 2 сехетрен тумалла.
Комментари хушас