ÇУРĂМ ÇИНЕ — ИÇĔМ ÇУЛÇИ

Иçĕм çырлинче сывлăха йĕркере тытса тăма кирлĕ япаласем пурте пур. Вĕсенчен чи пахи — тромбоцитсене çыпăçса ларма чăрмантаракан тата ытти чиртен хÿтĕлекен кверцетин. Иçĕмпе сипленине ампелотерапи теççĕ.

Радикулит

Иçĕмĕн типĕ çулçисене вĕтетмелле, кăшт кăна хупламалăх тин вĕренĕ шыв хушмалла. 30-40 минутран 4 апат кашăкĕ вĕри пăтта темиçе сий марльăпа чĕркемелле, çĕрлене хирĕç ыратакан тĕле хумалла, çыхăпа çирĕплетмелле. Çаплах çывăрмалла. Курс — сывлăх лайăхланиччен.

Ангина

Вĕтетнĕ типĕ 1 апат кашăкĕ çулçа тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 2 сехетрен сăрăхтармалла. Шĕвекпе пыра кунне темиçе хут чÿхемелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.

Экзема

Вĕтетнĕ типĕ 1 апат кашăкĕ иçĕм çулçине 1 стакан шыва ярса 10 минут вĕретмелле. Сивĕнсен сăрăхтармалла. Çак шĕвекпе сиенленнĕ ÿте кунне темиçе хут çумалла. Курс — сывлăх лайăхланиччен.

Цистит

Тулли мар апат кашăкĕ иçĕм вăррине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, вĕрекен шыв мунчине 20 минута лартмалла, унтан сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апат умĕн 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле. Курс — 1 эрне.

Ÿслĕк

Типĕтнĕ 100 грамм иçĕме /изюм/ вĕтетмелле, 1 стакан шыва ямалла, 10 минут вĕретмелле. Çĕçĕ вĕçĕпе лимон йÿçекĕ хушмалла. Кунне 3 хут стаканăн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ ĕçмелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.

Чĕре чирĕсем

Чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе аптрасан 2 килограмм чĕрĕ иçĕме виççе пайласа çимелле: ирхи апатчен 45 минут маларах, кăнтăрлахи апатчен 1-1,5 сехет маларах, каçхи апатчен 1,5 сехет маларах. 200 грамран пуçламалла та майĕпен хушса пырса пĕрре çимелли виçене 600-700 грама çитермелле.

Çапла сипленнĕ вăхăтра рационран чĕрĕ ешĕле, улма-çырлана, пăрçа йышшисене, хура çăкăра, чăмăрла пĕçернĕ çăмартана, çуллă пулла, чĕрĕ сĕте, тĕтĕмленĕ, маринадланă çимĕçсене, алкоголе кăлармалла.

Иçĕм çырлине татнă хыççăнах мар, икĕ-виçĕ кунран кăна çимелле. Унсăрăн газ нумай пухăнать.

Асăрханăр! Хырăмлăх язви, сахăр диабечĕ, самăрлăх, гипертони, кариес аптратсан иçĕм юрамасть.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.