Çуралса ÿснĕ тăрăхĕнче канлĕх тупрĕ
«Константин Савельев çуралса ÿснĕ тăван тăрăха питĕ таврăнасшăн пулнă. 74 çул иртсен тин ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ унăн. 74 çултан тăван çĕр çинче ĕмĕрлĕх канлĕх тупрĕ вăл», — Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕн Николай Раськинăн çак сăмахĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă салтакăн кĕлетке юлашкийĕсене ял масарĕнче пытарнă чухне унта хутшăннă кашни çыннăн чунне пырса тиврĕç.
74 çул иртсен…
Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕнчен хаяр вăрçă çулĕсенче тăшманпа кĕрешмешкĕн 506 çын тухса кайнă, вĕсенчен çурри — 252-шĕ — тăван тăрăха таврăнайман. Çав шутрах — Константин Савельев та. Унăн ят-хушаматне Астăвăм кĕнекине те кĕртнĕ. «1905 çулта çуралнă. Чăваш. Первомайски районĕн çар комиссариачĕ чĕнтернĕ. Гварди рядовойĕ. 1942 çулхи çурлан 4-мĕшĕнче çапăçура вилнĕ. Тверь /малтан Калинин/ облаçĕн Ржев районĕнчи Полунино ялĕнче пытарнă», — тенĕ унта. Çакна пулах арçыннăн мăшăрĕпе тăванĕсем те, ял çыннисем те Константин Николаевича тăванла масарта пытарнă тесе шухăшланă.
Ял тăрăхĕн администрацине нумаях пулмасть çитнĕ хыпар пурне те тĕлĕнтернĕ те, хумхантарнă та: Мускав хулинчи шыравçăсен «Победа» отрячĕ кăçалхи çурла уйăхĕнче 2-мĕш гварди мотострелоксен дивизийĕн 2-мĕш гварди мотострелоксен полкĕн гварди хĕрлĕ армеецĕн Константин Николаевич Савельевăн кĕлетке юлашкийĕсене Полунино ялĕнчен инçех мар тупнă. Чăн та, ял тăрăхĕнче ĕçлекенсенчен малтан вăл чăнласах та сирĕн ентеш-и тесе ыйтса пĕлнĕ. Пуç хунă салтакăн тăванĕсем — Сергей Ульянов тата Геннадий Федоров — тĕп хулари шыравçăсем чĕннипе çула тухнă. Раштавăн 4-мĕшĕнче вĕсене тата Шупашкарти «Веда» отряд представителĕсене «Победа» отряд Мускаври Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин Тĕп музейĕнче /Пуçтайăм тăвĕ çинче вырнаçнă вăл/ гварди рядовойĕн кĕлетке юлашкийĕсене тата унпа юнашар тупнă япаласене панă.
Шыравçăсен сăваплă ĕçĕ
Шупашкарти «Веда» Мускаври «Победа» отрядпа темиçе çул ĕнтĕ килĕштерсе ĕçлет: вĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче çапăçусем пынă вырăнсенче пĕрлехи экспедицисем ирттереççĕ, салтаксен шăпине архив фончĕсем урлă уçăмлатаççĕ, çапла майпа Çĕнтерĕве çывхартас тесе вилнисен тăванĕсене пулăшаççĕ.
«Шырав ĕçĕсене пуçăниччен эпир архиври документсене тишкеретпĕр, оборона тата тапăну линийĕсем ăçта пулнине уçăмлататпăр. Унтан ятарлă хатĕрсемпе — тимĕр детекторпа, шырав щупĕпе — усă курса тавралăха тĕрĕслетпĕр. Савельевăн кĕлетке юлашкийĕсене тимĕр детектор пулăшăвĕпе тупнă — вăл сас панăран çав вырăна Евгений тата Елена Муравлевсем чавма пуçланă. Шăмăсемпе пĕрлех ентешĕн япалисене — тимĕр укçа, хлорница тата ыттине — тупнă. Вăл масарта мар, Полунино ялĕнчен 500-800 метр аяккарах, 0,8 метр тарăнăшĕнче, хирте выртнă. Çав лаптăкра ял хуçалăх ĕçĕсем ирттернĕрен, тăпрана минерал удобренийĕсем сапнăран салтакăн шăммисем лайăх сыхланса юлайман, çапах эпир кĕлетке юлашкийĕсене илсе килтĕмĕр. Вăл шăпах Савельев пулнине пĕлмешкĕн кăранташпа çырнă медальон пулăшнă: хăй пирки çырнă хут таткине рядовой нимĕç гильзи ăшне хунă та ăна лапчăтнă, çапла майпа шыв лекмен. Гильзăна уçсан хут çине мĕн çырни лайăх вуланманран ăна криминалистика экспертизине панă. Салтак Чăваш Енрен пулнине пĕлсен унăн тăванĕсене шырама пуçларăмăр», — ăнлантарчĕ «Веда» отряд командирĕ Павел Просуков.
Константин Савельев Ржев районĕнчи Полунино ялĕшĕн пынă çапăçура пуç хунă. Çав çапăçу пирки те Павел Просуков каласа кăтартрĕ: “Пирĕн ентеш Ржев хули çывăхĕнче, тĕрĕсрех каласан Полунино ялĕшĕн, тăшманпа кĕрешнĕ. Çак ял нимĕçсемшĕн Ржев умĕнхи юлашки форпост пулнă. Полунинăна çĕнсе илес тĕк вĕсемшĕн Ржева тÿрех çул уçăлĕччĕ. Фашистсен питĕ лайăх оборона пулнă, вăл фермăра вырнаçнă. Сăмах май, çав ферма паянхи кун та пур. Унта халĕ те тарăн шăтăксем, бомбăпа снарядсем сирпĕннĕ-çурăлнăран пулнăскерсем, пур. Çурла уйăхĕн 4-мĕшĕ — хаяр çапăçăвăн пĕрремĕш кунĕ. Ун умĕн икĕ эрне пĕр чарăнми тенĕ пек çумăр çунăран çул пăсăлнă, пирĕн минометсемпе тупăсем вăхăтра çитеймен. Пирĕн çарсен хăйсен мĕн пуррипе — стрелоксен яланхи хĕç-пăшалĕпе тата темиçе танкпа /вĕсене дивизи командирĕн хушăвĕпе çурлан 3-мĕшĕнче юсанăº — тапăнма тивнĕ. Салтаксем çапăçăва Полунино ялĕ çывăхĕнчи 200 метр çÿллĕшĕнчен кĕнĕ. Тăшман çине тăрса хÿтĕленнĕ. Ку çапăçу пирки сахал калаçнă, ăна юлашки вăхăтра çеç сÿтсе явма пуçларĕç. Полунино ялĕшĕн тата 200 метр çÿллĕшĕшĕн пынă çапăçура икĕ эрнере çав “аш арманне” пирĕн енчен — 1 миллиона яхăн, тăшмансен 800 пине яхăн салтакĕпе офицерĕ лекнĕ. Вĕсен пысăк йышĕ пуç хунă. Стрелоксен 139-мĕш дивизийĕн стрелоксен 718-мĕш полкĕ /унăн йышĕн 70% — чăвашсемº малтанхи виçĕ кунрах хăйĕн йышĕн 50% çухатнă. Константин Савельев пĕрремĕш кунхинех вилнĕ. Асăннă çапăçусем пынă вырăнта кĕреçепе чавсан халĕ те чылай çĕрте тăпрапа пĕрлех тимĕр-тăмăр, снаряд ванчăкĕсем, гильзăсем, пульăсем... тухма пултараççĕ. Унта тимĕр çумăрĕ çунă тейĕн! Тĕрĕссипе, унта паянхи кун та хăрушă! Çапăçу кунĕсенче мĕн пулса иртнине куç умне кăларма та йывăр”.
Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ чухне вилнисен ятне яланлăхах асра хăварас енĕпе ĕçлекен Пĕтĕм Раççейри “Раççей шыравçăсен юхăмĕ” общество юхăмĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн канашĕн председателĕ Евгений Шумилов каланă тăрăх — шыравçăсем Савельевсăр пуçне асăннă çапăçăвăн малтанхи виçĕ кунĕнче вилнĕ тепĕр 4 чăваш каччин ят-шывне тупса палăртнă: вĕсем Етĕрне, Комсомольски, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри районĕсенчен. “Тен, вĕсем пĕр-пĕринпе калаçнă-хутшăннă та пуль, тен, юлташĕсем пирки тăванĕсем патне янă çырусенче пĕлтернĕ? Çавăнпа ку енĕпе малалла ĕçлĕпĕр”, — терĕ опытлă шыравçă.
Этем пурнăçĕ ытла та кĕске-çке!
Константин Савельева тăван ялĕнчи масара раштавăн 6-мĕшĕнче — совет çарĕсем Мускав çывăхĕнче контрнаступлени пуçланăранпа 75 çул çитнĕ кун — пытарчĕç. Ун умĕн митинг иртрĕ. Унта пухăннисем — район администрацийĕн тата ял тăрăхĕн, çар комиссариачĕн, ветерансен организацийĕсен представителĕсем, шкул ачисемпе ял çыннисем — салтака асăнса пĕр минут шăп тăчĕç. “Паян пирĕн ял тăрăхĕшĕн нумайлăха асра юлакан кун: эпир Çĕнтерĕве çывхартас тесе пуç хунă салтака юлашки çула ăсататпăр. Пире çутă та ырă пуласлăх парнелессишĕн хăйсен пурнăçне хĕрхенмен çынсене яланах асра тытăпăр”, — терĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Раськин.
Патăрьел райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ — социаллă аталану, туризм тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе çыхăну тытакан пайĕн пуçлăхĕ Марат Айзатуллов çак кун районăн тата ял тăрăхĕн историне кĕрсе юлассине палăртрĕ. Пирĕн хамăрăн историе яланах асра тытмаллине каларĕ. Вăл шыравçăсене пысăк та пархатарлă ĕçшĕн тав турĕ.
“Эпир Константин Савельев мĕнле вилнине татăклăн калаймастпăр: тен, ăна, атакăна çĕкленнĕскерне, тăшман пульли тĕп тунă, тен, юнашарах мина çурăлнă та — унăн ванчăкĕ ентеше вилмеллех суранлатнă. Кирек мĕнле пулсан та — вăл каялла чакман. Ун пирки вăрçă паттăрĕ теес килет”, — калаçăва тăсрĕ Евгений Шумилов. Сăмах май, Константин Савельева Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ чухне вилнисен ятне яланлăхах асра хăварас енĕпе ĕçлекен Пĕтĕм Раççейри “Поиск” общество организацийĕн “Застава святого Ильи Муромца” ыркăмăллăх çар-патриот фончĕн награда комиссийĕн йышăнăвĕпе “Шагнувши в бессмертие” медальпе наградăланă.
Митингра çавăн пекех ЧР çар комиссарĕн ветерансемпе ĕçлекен пулăшуçи, саппасри полковник Александр Осипов, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсенчи çар комиссариачĕн пуçлăхĕ Евгений Семенов, Патăрьел районĕнчи ветерансен «Морское братство» канашĕн председателĕ Анатолий Казенов, Нăрваш Шăхаль шкул директорĕ Татьяна Калашникова тата ыттисем тухса калаçрĕç. Вилнĕ салтак ячĕпе Иоанн атте молебен ирттерчĕ. Кĕлĕ вăхăтĕнче хĕрарăмсем куççуле чараймарĕç.
Тăванĕсем тата ял çыннисем каланă тăрăх — Константин Николаевич вăрçа кайиччен ака-суха ĕçĕсене хутшăннă, тырпул çитĕнтернĕ, хуçалăха аталантарма тăрăшнă. Хаяр вăрçă унăн пĕтĕм ĕмĕтне татнă. 37-ри арçыннăн аслă пиччĕшĕ те тăшманпа çапăçнă, шăллĕнчен икĕ уйăх маларах пуç хунă. К.Савельев тăван тăрăха таврăнса ашшĕ-амăшне, мăшăрне, тăванĕсене ăшшăн çупăрлайман. Упăшкине текех кураймассине ăнланнă арăмĕ арçын ачана усрава илнине те пĕлеймен... Константин Савельева Нăрваш Шăхаль масарĕнче тăванĕсемпе юнашар чыслăн пытарчĕç: çар оркестрĕ хурлăхлă кĕвĕ каларĕ, хĕç-пăшал залпĕ вара рядовой чунĕ тинех канлĕх тупнине систернĕн туйăнчĕ...
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА
Комментари хушас