Çуралнă кĕтес пилĕпе

7 Утă, 2014

Чăваш Республики Раççей варринче тенĕ пек вырнаçнă. Калăпăшĕпе пысăках мар. Пурнăç танлă та лăпкă. Чăваш Енĕн территорийĕнче 21-мĕш ĕмĕрти чи хăрушă та юнлă хирĕç тăру алхасман. Паян кунта çар гарнизонĕсем çук. Çапах та, нумай енлĕ тишкерĕвĕн пĕтĕмлетĕвĕ те çакнах çирĕплетет, асăннă регионта, призыв умĕнхи çамрăксемпе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ, çар-патриот воспитанийĕн ĕç-хĕлне çултан-çул лайăхлатса пыраççĕ. Çакăн вăрттăнлăхне тĕпчесе пĕлес тĕллевпе республикăра "Красная звезда" хаçатăн ятарлă корреспонденчĕ Олег Грозный чăваш офицерĕсен Мускаври "Тăван çĕр-шыв ывăлĕсем" ентешлĕхĕн хастарĕсемпе Александр Зиновьев генерал-майорпа тата РФ Оборона министерствин Çар академийĕн профессорĕпе Иван Николаев полковникпа пĕрле пулнă. Вĕсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев йышăннă, общество организацийĕ çамрăк ăрăва çар-патриот воспитанийĕ парассипе пысăк ĕç тунине палăртнă.

Виçĕ вăрçă витĕр

Эпир илтме хăнăхнă сăмах çаврăнăшĕ пур: "Вăл вăрçă çулăмĕ витĕр утса тухнă". Чылай чухне ăна пĕр çынпа çыхăнтарса унăн пĕлтерĕшĕ пирки питех шухăшламастпăр та пулас. Чăннипех, вăрçă çулĕпе, мĕн пуçламăшĕнчен вĕçне çитиех утса тухма пулать-ши? Çитменнине - Тăван çĕр-шывăн тăватă çула тăсăлнă Аслă вăрçине? Шухăшласассăн - çапла тума май çук. Пурнăçра вара тĕлĕнмелле тĕслĕхсемпе тĕл пулатăн: вăл е тĕрĕслĕхе çирĕплетет, е унăн тĕлĕнтермĕшне ĕнентерет.

Çавăн пек ĕненме йывăр, анчах чăн фактсенчен пĕри - Алексей Яковлевич Яковлев фронтовикăн, гварди старшинан шăпи. Тĕлĕнмелле çак çын 1919 çултах çуралнă. Вĕренсе тухнă хыççăн тăван чăваш ялĕнче учительте ĕçлеме пуçланă. 1938 çулта ăна Хĕрлĕ Çар ретне илнĕ, хĕсмет танк çарĕсенче пуçланнă. Тепĕр çултан, 1939 çулта, истори учителĕ пулнă чăваш каччи ун чухнехи çĕнĕ, вăрттăн Т-34 танкпа Карели фронтĕнче Маннергейм линине аркатма хутшăннă. Çамрăк танкист çав самантра хăйшĕн те, Хĕрлĕ Çарăн ытти салтакĕпе командирĕшĕн те, "Çурçĕр вăрçи" хăрушă çапăçусен пуçламăшĕ кăна пулнине чухлайман та. Тĕп тĕрĕслев 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче пуçланнă. Алексей Алексеевич нумай çула тăсăлнă хăрушă вăрçăн малтанхи самантне халĕ те аван ас тăвать. Унăн пĕрремĕш çапăçăвĕ шăпах çав кун пулнă. Танк полкĕ малтанхи кунах 5 çар машинине çухатнă кăна мар, хăй те тăшманăн темиçе танкне тĕп тунă, нимĕç салтакĕсене тыткăна илнĕ.

Унтан Киева хÿтĕленĕ, çапăçусенче юлташĕсене çухатса каялла чакнă. 1942 çулхи çĕртме уйăхĕнче 131-мĕш танк бригадин йышĕнче ентеш Сталинграда çитет. Чÿк уйăхĕччен пынă питĕ хаяр çапăçусенче тăшмана пĕтĕмпех çапса аркатаççĕ. Алексей Яковлев старшина çавăн чухне паттăр совет салтакĕсем Паулю фельдмаршала тыткăна илнине хăй куçĕпе курнă. Сталинграда тăшманран тасатнă хыççăн Украинăна ирĕке кăларнă, Корсунь-Шевченко операцие хутшăннă, Болгари, Венгри, Румыни, Чехословаки халăхне чуралăхран хăтарнă. Çĕнтерÿ кунне А.Яковлев Прага çывăхĕнче кĕтсе илнĕ.

Кун хыççăн та çар çыннин шăпи малалла тăсăлнă унăн. Чехословаки çĕрĕ çинчи çар чаçĕсене эшелонсем çине тиесе тÿрех Инçет Хĕвел тухăçне ăсатнă. 1945 çулхи çурла уйăхĕнче А.Яковлев танкĕ яппунсен çирĕплетнĕ Маньчжури-Чжалайнур тата Холун-Аршан районĕсене аркатнă, Пысăк Хинган ту хысакне илнĕ, Монголин шывсăр пуш хирĕ урлă каçнă, Маньчжурие ирĕке кăларнă. Ку истори учителĕшĕн виççĕмĕш вăрçă пулнă. Тăватă хут аманнă, икĕ хут контузи илнĕ Яковлев гварди старшина Порт-Артуртан икĕ Хĕрлĕ Çăлтăр, I степень Тăван çĕр-шыв вăрçин орденĕсемпе, "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн" икĕ медаль çакса Чăваш Ене таврăннă, ачасене вĕрентме тата хурт-хăмăр ĕрчетме тытăннă. Çемье çавăрнă, мăшăрĕпе виçĕ ывăл çуратса ÿстернĕ. Виççĕшĕ те çар çыннин тивĕçне чыслăн пурнăçланă. 95 çулти сумлă ветеран паян та яланхи пекех хастар туять, çамрăксемпе тăтăш тĕл пулать.

284-ран - иккĕшĕ

Нихçан манăçми паттăрлăхпа палăрнă Александр Матросов çинчен пурте пĕлеççĕ. Вăрçă çулĕсенче çак паттăрлăха кăтартакан сахал мар пулнă: патрон-граната пĕтсен чылайăшĕ тăшманăн вут-хĕм тата вилĕм сирпĕтекен амбразурине хăйĕн кĕлеткипе хупланă. Историрен вĕсем 284-ăн пулни паллă. Вĕсенчен пĕри - Чăваш Республикинчи Кармал ялĕнче /Тăвай районĕ/ çуралса ÿснĕ Николай Афанасьев аслă сержант. Çак паттăрлăха вăл А.Матросовран та маларах, 1943 çулхи кăрлачăн 29-мĕшĕнче, кăтартнă. Ун чухне Ржев çывăхĕнчи кашни ялшăн хĕрÿ çапăçу пынă. Нимĕç фашисчĕсене Кондраково ялĕнчен хăваласа кăларма вĕсен çÿллĕрех тÿпемре вырнаçнă пулемет расчечĕ питĕ чăрмантарнă. Ăна тĕп тума кайнă нумай салтак приказа пурнăçлайман - пуç хунă. Николай Афанасьев ертсе пыракан разведчиксен ушкăнĕ çакăн евĕрлех приказ илет. Вăл та хушнине пурнăçлаймасть: разведушкăнрисем пурте тенĕ пек вилеççĕ. Йывăр аманнă Н.Афанасьев аслă сержант дзот çине юлашки гранатине ывăтнă, вăл çурăлсан та дзотри пулемет шăпланман. 19 çулти паттăр вара ăна хăйĕн кĕлеткипе хупланă, хамăрăннисем валли çул уçнă.

Ун пек паттăр Чăваш Енре тепре те пур - Егор Алексеев. Вăл - Татьяна Николаевна Алексеева çут тĕнчене илсе килнĕ сакăр ывăлтан пĕри. Муркаш районĕнчи Исетерккĕ ялĕнчи Алексеевсем вăрçă хирне сакăр ывăл ăсатнă. Иван, Григорий, Егор, Павел укăлча хапхине текех уçайман. Паттăрлăхпа хăюлăхшăн Григорий Алексеева вилнĕ хыççăн Совет Союзĕн Геройĕн ятне панă. Тăваттăшĕ киле таврăннă-ха, анчах йывăр аманнă Родионпа Фрол кĕçех пурнăçран уйрăлнă. Исетерккĕре, вĕсен тăван ялĕнче, Амăшĕн мăнаçлă палăкне çĕкленĕ. Татьяна Николаевна халĕ те малтанхи пекех çул çине тинкерет. Ывăлĕсене вăрçă хирĕнчен паян та кĕтме пăрахман вăл...

Анне, эпĕ таврăнтăм!

1994 çулхи çурла уйăхĕ. Таджикистанпа Афганистан чикки. Афган душманĕсем "Тург" тÿпеме çулса илесшĕн тапаланаççĕ. Ара, вăл территорин пысăк лаптăкне сăнаса тăма, пограничниксен ĕç-хĕлне "çыхса" хума май парать-çке. Десант-штурм ушкăнĕнчи отделени командирĕ Николай Смирнов кĕçĕн сержант çак тÿпемри поста хÿтĕлет. Позицие ылмаштарса тăрса лайăх хĕç-пăшалланнă чылай душмана пĕтерме ĕлкĕрнĕ вăл. Йывăр, юнлă хирĕç тăру 12 сехете тăсăлнă. Тăшман та пĕтĕм хĕç-пăшалтан Н.Смирнов енне пеме тытăннă. Пуçран йывăр аманнă ентеш чĕри тапма чарăниччен пулемета алăран яман. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн указĕпе килĕшÿллĕн Муркаш районĕнчи Кашмашра çуралса ÿснĕ Николай Смирнов кĕçĕн сержанта вилнĕ хыççăн Раççей Геройĕн ятне панă.

1999 çул. Çурçĕр Кавказ. Гварди кĕçĕн сержант-сапер Евгений Борисов çак самантчен сирпĕтекен 8 хатĕре сиенсĕрлетнĕ. Юпа уйăхĕн 13-мĕшĕнче салтаксен тепĕр ушкăнĕ, йышра - Евгений те, приказпа Бамут ялĕ çывăхĕнче инкеке лекнĕ хамăр çар çыннисене хăтарма тухса каять. 313 номерлĕ танк, унпа пĕрлех 5 çынлă десант, кĕçех засадăна лекет. Сиенленĕ танк текех малалла каяймасть. Хĕрÿ çапăçу пуçланать. Десант автоматсенчен персе тăнă вăхăтра танкистсем техникăна юсама тăрăшаççĕ. Евгение çавăн чухне амантаççĕ. Тавралăх тĕтĕмленсен Евгенийпе Юрий боевиксем çавăрса илнĕ ункăран тухас тĕллевпе вĕсене хăйсем тапăнаççĕ. Хальхинче Евгение тата хытăрах амантаççĕ. Юрие хамăр чаçсем вырнаçнă еннелле кайма хушать. Унтан хăй те хамăрăннисем патне тухма ăнтăлнă. Тăваттăмĕш талăк иртсен Раççей çарĕн разведчикĕсем ăнсăртран тупаççĕ ăна, юн нумай çухатнипе тăнран кайнăскере.

2000 çулхи нарăс уйăхĕнче ентеше РФ Президенчĕн указĕпе килĕшÿллĕн Раççей Геройĕн ятне параççĕ.

Мĕн пулăшнă-ха ентеше çак йывăр тĕрĕслев витĕр тухма? "Питĕ пурăнас килни тата аннене курас килни, - аса илет вăл вăхăта Раççей Геройĕ . - Тата анне ывăлĕпе мухтанма-мăнаçланма пултартăр тени..." Евгений хăйĕн аслашшĕпе, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин çулĕсенче фронта икĕ хут тухса кайнă, 5 хут аманнă Иван Борисовичпа мăнаçланать. Тата - Раççей çарĕнче хĕсметре тăнипе.

Сумлă çынсен çĕр-шывĕ

Кусем - пирĕн çĕр-шывăмăрăн историне кĕрсе юлнă пин-пин çын шăпипе çыхăннисем. Вĕсем - тĕрлĕ вăхăтрисем. Анчах вĕсене чун тасалăхĕпе вăйĕ, çирĕплĕхĕ тата тăван çĕр-шыва, çуралнă кĕтесе чĕререн юратни пĕрлештерет, пĕр тĕвве çыхать. Чăваш Ен тăван кĕтесĕн чапне кăна мар, Раççейĕн сумне çĕкленĕ çынсемпе пуян. Хăшĕ-пĕри тĕнчипех паллă. Çĕр-шыв калăпăшĕпе танлаштарсан пĕчĕк çеç республикăран 82 Совет Союзĕн Геройĕ, 9 Раççей Геройĕ тухнă. Николай Лобачевский паллă математика, Василий Чапаев начдива, çар хĕç-пăшалĕн конструкторне Алексей Судаева тата ыттисене аван пĕлеççĕ. Космодромсенчен инçетри Чăваш Ен тĕнче уçлăхне виçĕ космонавта - Андриян Николаева, Муса Манарова тата Николай Бударина - ăсатса кĕтсе илнĕ. Николай Михайлович космос станцине Чăваш Ен Ялавĕпе Конституцине илсе çитернĕ.

Ирĕксĕрех чăваш çĕрĕ обществăшăн çине-çинех сумлă паттăрсене тата Тăван çĕр-шыва чунтан парăннă çынсене мĕнле çуратса ÿстернипе кăсăкланма тытăнатăн. Çак феномена кам ăнлантарма пултарĕ-ши? Манăн шухăшăмпа вăл - патриотлăх. Эпир çак темăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Васильевич Игнатьевпа сÿтсе яврăмăр. Калаçăвăн малтанхи самантĕнченех туйса илтĕм: регион ертÿçишĕн вăл чи тĕпри. Михаил Васильевичпа тĕл пуличченех информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева, шкул директорĕсем Светлана Ивановăпа Ираида Яшина республикăра çар-патриот воспитани ĕçĕ пирки тĕплĕн каласа кăтартрĕç, М.Игнатьев Пуçлăхпа правительство тĕллевлĕ ĕçленине палăртрĕç: тăтăшах тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕсенче пулаççĕ, спорт мероприятийĕсене хутшăнса тĕслĕх кăтартаççĕ. Çар ретне тăракан ентешсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ пил парасси çирĕп йăлана кĕнĕ.

"Тăван çĕр-шыва юратма мĕн пĕчĕкрен хăнăхтармалла", - терĕ Михаил Васильевич, хăй ача чухне алла автомат тытса палăк умĕнче хисеп хуралĕнче тăнине аса илсе. Вăл темиçе сыпăкри аслашшĕ-гренадер патша çарĕнче, хĕсметре тăнипе, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çапăçнă ашшĕпе Василий Игнатьевичпа мăнаçланать. Çар-патриот воспитани ĕçĕнче çар пĕлтерĕшĕ пысăк вырăнта. Çавăнпа та, хăй регион ертÿçи пулса тăнă хыççăнах яваплă тытăмсенчен çак ĕçе анлăрах сарма çирĕп ыйтать. Вăл çине тăнипе тата Раççей Геройĕ Николай Гаврилов генерал-лейтенант хастар пулăшнипе Шупашкар, Канаш хулисенче, район центрĕсенче Ми-8 вертолетсем палăк вырăнне йышăннă. Чăваш Республикинче кăна "Зарница", "Орленок" çар-патриот вăййисем 45 çул пĕр тăхтавсăр ирттереççĕ. Республикăра, ытти регионпа танлаштарсан, çар ретне тăрассинчен пăрăнакансен шучĕ чи пĕчĕкки. Паллах, çакă çар-патриот ĕçне мĕнле йĕркеленинчен те нумай килнĕ. Чăваш Енре "2012-2020 çулсенче Чăваш Республикинче призыв умĕнхи çамрăксене çара тăма хатĕрлесси" тĕллевлĕ программа йышăннă. Палăртнă чикĕсене пурнăçлама 35 çар-патриот клубĕ, вĕсем 700 яхăн çамрăка пĕрлештерсе тăраççĕ, çавăн пекех кадет юхăмĕ пулăшаççĕ. Хальхи вăхăтра 13 хулапа районти шкулсенче 45 кадет класĕ ĕçлет. Тĕп хулара икĕ кадет шкулĕ пур. Вĕсенчен пĕри Чăваш Енре çуралса ÿснĕ Совет Союзĕн Геройĕ Александр Кочетов, Олимп чемпионкин Аделина Сотниковăн мăн аслашшĕн ячĕпе хисепленет. Шупашкарта А.Кочетов ячĕллĕ урам та пур.

Республика ертÿлĕхĕ пĕлтернĕ тăрăх - ку пуçламăшĕ кăна-ха. Кĕçех кадет корпусĕ тăвас ыйтăва та татса парĕç. Курса калаçнă çынсенчен хăшĕ-пĕри Чăваш Республикинче нимĕнле çар подразделенийĕ çукки пирки ÿпкелешсе каларĕ: ачасене Раççейĕн чăн-чăн çарне илсе кайса кăтартсассăн патриот воспитанийĕн ĕçĕн пĕлтерĕшĕ татах ÿсĕ. Хулари 14-мĕш кадет шкулĕн директорĕ Светлана Иванова асăннă шкулта вĕрентекенсенчен ытларахăшĕ хĕрарăм пулин те ку ĕçре чăрмав кăларса тăратманнине пĕлтерчĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче 21 кадет класĕнче 524 кадет пĕлÿ илнĕ. "Кашни кăларăмрах алла аттестат илнисен 40% яхăн Оборона министерствин тата ытти вăй тытăмĕсен аслă шкулĕсене вĕренме кĕреççĕ", - пĕлтерчĕ хăйсен ĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕпе мăнаçланса Светлана Викторовна.

Çар-патриот воспитанийĕн пĕлтерĕшĕ тата çак ĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕ тавра республикăри çар комиссарĕ Александр Мокрушин полковник тĕплĕ чарăнса тăчĕ. Пĕлтĕр Чăваш Республики çар учетне йĕркелес тĕлĕшпе Раççейри чи лайăх регионсен шутне кĕнĕ. Республикăра çар техникин бази çук, çапах та кашни çулах Çĕнтерÿ кунĕнче парада çар раритечĕсем - Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи "катюша" установка, Т-34 танк, ытти техника тухать. Çар комиссарĕ Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремри парада малашне хальхи танксем, бронемашинăсем, ракета установкисем хутшăнасси, чăваш тÿпинче "МИГ"-сем, "Сушкăсем" вĕçсе иртесси пирки ĕмĕтленет.

Тăван çĕр-шыв ывăлĕсем

Çамрăксене çар-патриот воспитанийĕ парас ĕçре ентешĕсене чăваш офицерĕсен Мускаври "Тăван çĕр-шыв ывăлĕсем" общество организацийĕ те витĕмлĕ пулăшу кÿрет. Ăна 2003 çулта йĕркеленĕ. Унăн йышĕнче - 400 ытла çар çынни, лейтенантран пуçласа генералпа адмирал таранах. Организацин хăйĕн ялавĕ пур, ун çине "Раççее шанса, Чăваш Ене юратса" тесе çырнă. Тÿрех каласа хăварар: унăн членĕсем нацие кура мар, территори принципĕпе пĕрлĕхе пĕрлешнĕ. "Тăван çĕр-шыв ывăлĕсем" пĕрлĕхре чăвашсем, тутарсем, вырăссем, украинсем пур. Кунта Чăваш Ене хăйĕн тăван килĕ вырăнне хуракана, унпа мăнаçланакана, унăн аталанăвĕшĕн тăрăшакана йышăнаççĕ. "Тăван çĕр-шыв ывăлĕсемсĕр" пуçне республикăра "Çар туслăхĕ" /Боевое братство/, "Тайфун" общество организацийĕсем хастарлăхпа палăраççĕ.

Тусăмăрсен кĕçĕн тăван çĕр-шывĕнче эпир "Тăван çĕр-шыв ывăлĕсем" общество организацийĕн ертÿçин пĕрремĕш çумĕпе - çар наукисен докторĕпе Иван Николаев профессор-полковникпа, саппасри генерал-майорпа Александр Зиновьевпа пултăмăр. Тĕллев - Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейне кĕтсе илме хатĕрленнĕ май çак темăпа йĕркелеме палăртнă мероприятисене сÿтсе явасси.

Тĕл пулу питĕ тухăçлă иртрĕ. Регион ертÿçи Михаил Игнатьев чăвашсен Мускаври ентешлĕхĕн ĕçне пысăка хурса хакларĕ, хастарлăхпа пуçарулăхшăн тав турĕ. Кашни çулах офицерсемпе генералсем 2-3 хут пысăк йышпа килсе çÿреççĕ. Вĕсемпе пĕрлех - çар аслă вĕренÿ заведенийĕн курсанчĕсем. Вĕсене шкулсенче, кадет класĕсенче уйрăмах хапăл. Çĕнтерÿ кунĕнче çар парадне хутшăнаççĕ. Аслă уява çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен чĕре хушнипе пухăнаççĕ. Мускаври çар курсанчĕсене вĕренÿре пулăшсах тăраççĕ.

Чăваш Республикине киличченех унăн Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ Леонид Волков организаци ячĕпе ырă сăмах нумай каларĕ, чи хастаррисен йышĕнче Владислав Ильин вице-адмирала, Николай Гаврилов, Станислав Воронов, Алексей Сайкин, Михаил Шмелев генералсене, Иван Николаев, Владимир Архипов, Эрик Васильев полковниксене, Анатолий Крылов подполковника тата ыттисене асăнчĕ.

- Аслă ăрăва мĕнле ăру улăштарни, унăн шухăшлавĕ, тĕллевĕ, тавра курăмĕ мĕнле пулни пирĕншĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ, - терĕ тĕл пулура Иван Николаев полковник. - Эпир тăван халăхăмăрăн çутта кăларуçин, аслă вĕрентекенĕмĕрĕн Иван Яковлевăн халалĕнчи "Çÿле çĕкленекене хал çитнĕ таран çĕкленме пулăшăр", - йĕркесене асрах тытатпăр. Çак халала тĕпе хурса пулăшма тăрăшатпăр та.

Олег ГРОЗНЫЙ.

/"Красная звезда", 26.06.2014 ç./