Çунатлă ĕмĕт малалла вĕçет
Çуллахи Микулнăра, май уйăхĕн 22-мĕшĕнче, Етĕрне районĕнчи Çухра ялĕнче чăвашсен паллă çыравçине Николай Мартынова халалласа уяв иртрĕ: Шупашкартан, Етĕрнерен тата ытти çĕртен килнĕ хăнасемпе ял халăхĕ вăл пурăннă çурт çине вырнаçтарнă асăну хăмине уçрĕç. 1982 çултанпа СССР Писательсен союзĕнче тăнăскерĕн "Этем телейĕ", "Урпашра та вутчуль пур", "Çĕнĕ пÿрт", "Хĕллехи ăшă", "Икĕ çÿлевĕç вилĕмĕ" кĕнекесем тухнă. Хайлавĕсенче Николай Антонович чăваш ялĕнче пурăнакан çĕр ĕçченĕн шухăш-кăмăлне тарăннăн та витĕмлĕн уçса панă, ахальтен мар унăн "Ĕмĕрхи хуйхă" калавне Чăваш литературин антологийĕн пĕрремĕш томне кĕртнĕ. Мартыновăн поэзи антологийĕнче кун çути курнă сăввисем те хăйнеевĕрлĕхпе, ыттисем асăрхама пултарайман çĕнĕ сăнсемпе пуян.
Тĕслĕхрен, "Сăр вăрманĕ" сăвăра вăл чăвашпа вырăс хушшинчи туслăха çут тĕнчепе пĕр кĕвĕллĕн, килĕшÿллĕн те асра юлмалла сăнласа парать. Шухăша çирĕплетме темиçе çаврăмне илсе кăтартар.
Туслă халăх шухăшлать пĕр евĕр
Усалпа ырри-хитри çинчен,
Ыррине сыхлать куç вĕçертмесĕр,
Усала шăлать çĕр питĕнчен.
Вырăсра хăрушлăх тупăнсассăн
Чăваша каçса тарать пăши,
Чăвашра пăшал шăрши
туйсассăн
Вырăсра шырать вăл чун ăшши.
Вырăсла юрлать пек ешĕл хырлăх
Чăвашла юрлать пек çăкасар,
Икĕ халăх туслăхĕ вăл - ырлăх,
Пытăр ĕмĕре çав пархатар.
Етĕрне тăрăхĕнчи "ватă, сумлă, çÿллĕ" Сăр вăрманĕ, "шухă-шавлă" Сăр шывĕ çинчен кăна çырман Николай Мартынов - тăван ялĕ, çавна май хăйĕн йăх-несĕлĕ çинчен те "Эпир - Балкан таврашĕсем" сăвăра чунне яр уçнă:
Йĕп чĕлхесем пулман-им
Çухрара!
Кашни йăх-несĕл валлиех вĕсем
Ĕç çук чухне, шăл йĕрнĕ вăхăтра,
Тупса кăларнă кулăшла ятсем.
Ун пек ятсем тухман-ха манăçа:
Пĕри - Шăши, тепри ак - Арăслан,
Ялта Яхат пур, пур унта
Пăрçа,
Эпир вара тахçантанпах -
Балкан!
Çак сăвă тата ытти вуншар хайлавсен авторне халалланă уява халăх йышлăн пухăнчĕ. Ватти те, вĕтти те. Ахăртнех, вĕсен хушшинче Пăрçа, Шăши, Арăслан йăхĕнчен тухнă хăнасем те пурччĕ. Шел, çыравçăн ывăлĕ, Етĕрне районĕнчи Лапракассинче пурăнакан Александр Николаевич, ашшĕн асăну хăмине уçнă тĕле пырайман. Ăна халалласа вара хăй вăхăтĕнче Николай Мартынов çапла çырнă:
Нихçан та ан хурлантăр ывăл ман.
Хăйне тăрăхласа Балкан тесен
Мăнкăмăллăн калатăр вăл ялан:
"Çапла, эпир - Балкан таврашĕсем!.."
Çапла, Çухра ялĕнчи Балкан таврашĕсен - Мартынов-Антоновсен - хăйсен йăх тымарĕпе мухтанмалăх пур. Николай Мартыновăн аслашшĕ иртнĕ ĕмĕрте Балкан ту-чакăлне штурмланă-мĕн, пăлхарсене ирĕк кÿнĕ ватă салтак хушма ячĕ те çакăнтанах тухса кайнă. Кукашшĕн пиччĕшĕ Василий Афанасьевич Афанасьев Чĕм-пĕр чăваш шкулĕнче вĕреннĕ, кайран хăй те унта вĕрентнĕ, священник пулнă. Репресси самани пуçлансан пачăшкă ятне ытлашши асăнма та юраман...
1933 çулта çуралнă Николай Мартынов çемьере чи асли пулнă. Ултă ачаран халь иккĕшĕ пурăнаççĕ: Велицата Антоновна Гарина тата Мария Антоновна Казакова. Вĕсем иккĕшĕ те тăван ял халăхĕ умне тухса пиччĕшĕ çинчен ăшă сăмахсем каларĕç. Мĕн ачаранах Николай ыттисенчен çивĕч ăсĕпе уйрăлса тăнă, шкула кайичченех вулама-çырма пĕл-нĕ, пĕрремĕш класран пуçласа вуннăмĕшĕчченех отличник пулнă. Ку çеç те мар - спортпа туслăскер килте вылямалли шашкăпа хăмине те, конькине те, йĕлтĕрне те хăех ăсталанă. 1951 çулта Советскинчи вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн вăл тăван ялĕнчи вулав çуртĕнче ĕçленĕ. Виçĕ çул И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче историпе филологи факультетĕнче вĕреннĕскерĕн пĕр преподаватель шухăш-кăмăлĕпе çырлахманран унтан тухса кайма тивнĕ. 1957-1962 çулсенче Николай Антонович Октябрьскинчи тата Сĕнтĕрвăрринчи район хаçачĕсенче ĕçленĕ. 1971 çулта ăна "Коммунизм ялавĕ" /хальхи "Хыпар"/ хаçата ĕçлеме илнĕ, анчах Николай Мартынова хăйĕн çивĕч ăсĕпе ăсталăхне республика кăларăмĕнче туллин кăтартма пÿрмен, çул çинчи инкеке пула вăл инвалида тухнă. Талантлă çыравçă 2000 çулта тăван ялĕнче вилнĕ.
Асăну хăмине уçнă май ырă сăмах калакан йышлă пулчĕ, уява Етĕрне район хаçачĕн журналисчĕ Екатерина Федоровна Казакова йĕркелесе ертсе пычĕ. Чăваш Енри ăслăлăхпа ÿнер халăх академийĕн ертÿçи Евгений Ерагин сăмахĕ витĕмлĕ пулчĕ. "Чăваш тĕнчи питĕ пуян пирĕн, тепĕр чухне кăтартма пĕлместпĕр", - терĕ вăл. Çак йăнăша тÿрлетме пухăннă ĕнтĕ кунта халăх. Етĕрне районĕн администраци ертÿçин пĕрремĕш çумĕ Владимир Прохорович Семенов Çухра çыннисене пĕр çемьери пек туслă пурăннишĕн тав турĕ, "Пучах" колхоз ертÿçи Николай Иоаннович Эристов ентешĕсене уяв ячĕпе саламларĕ. Советски шкулĕнче учительте ĕçлекен Геннадий Зосимович Филиппов тата Кивĕ Тинкешре чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Зоя Николаевна Сергеева паллă çыравçă пултарулăхне анлăрах сарас тĕлĕшпе шкул ачисем туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарчĕç. Уявра, паллах, сăвă-юрă та янрарĕ.
Тĕнчипе палăрнă чăваш поэчĕ Геннадий Айхи Николай Мартынова хăйпе пĕрле Мускава Литература институтне вĕренме пыма чĕнсе Çухра ялне килнех пынă теççĕ. Лешĕ килĕшмен, сăлтавĕсем пулнă, ахăртнех. Чăвашсен паллă прозаикĕсемпе Юрий Скворцовпа, Ваçлей Игнатьевпа туслă пулнă Николай Мартынов, çакна сăнÿкерчĕксен уяв тĕлне хатĕрленĕ куравĕ те çирĕплетет. Николай Антонович хăй мĕнле ăста çыравçă пулнине унăн хайлавĕсене вуласа тĕлĕнме пултаратпăр. Сăнарлă шухăшлама пĕлекен философ теес килет ун пирки. Акă, вуласа пăхар-ха Мартыновăн "Çĕнĕ пÿрт" калавĕнчи хăшпĕр йĕркесене: "Альбина та аптраса ÿкрĕ, çĕркаç çеç çунă шурă юр та ăна хăрăм пек хура тĕслĕ курăнчĕ...", "Туй савăнăçĕ - пĕр кунлăх, кулленхи пурнăç пăтăрмахĕ - ĕмĕрлĕх"... Çав хамăртан килекен ниме тăман пăтăрмахсенчен хăтăлса таса та çутă чунпа пурăнма хистеççĕ те ĕнтĕ пире Çухра ялĕнче çуралса ÿснĕ çыравçă хайлавĕсем. Шкул ачисем вара, учительсем каланă тăрăх, Николай Мартыновăн "Кăвак хуппи" калавне 11-мĕш класра кăмăлласах, юратсах вĕренеççĕ. Кирек мĕнле пăсăлнă çын чунĕнче те таса хĕлхем - теприне пулăшас туртăм иксĕлми пулнине - çирĕплетет ку калав.
Екатерина КАЗАКОВА сăнÿкерчĕкĕсем
Комментари хушас