Çумăра шанаймăн

24 Утă, 2015

Ялхуçалăх отраслĕнчи çитĕнÿ, пысăк тухăç илесси çутçанталăкпа та çыхăннă. Çу каçипех ăнса çитĕннĕ пахчаçимĕç, ÿсен-тăран тухăçĕ çанталăк çумăрлă тăнипе вăхăтра пуçтарса илейменрен самантрах чакать. Типĕ çу кунĕсем те пысăк тухăç илме памаççĕ.

2010 çулхи шăрăх çу халĕ те асрах-ха. Тулли кĕлетсем кĕске хушăрах пушанса юлчĕç. Апат-çимĕç рынокĕ чухăнланнă май хаксем те виçесĕр ÿсрĕç. Çав вăхăтра пахчаçимĕç лаптăкĕсене шăварса тăнă хуçалăхсем тухăç та, тупăш та самай илчĕç. Ун чухне «иккĕмĕш çăкăр» тухăçĕ те палăрмаллах чакрĕ, палăртнинчен çуррине яхăн та тухмарĕ темелле. Вăрмар районĕнчи Г. Ямуков фермер хуçалăхĕнче кăтарту ÿсрĕ кăна. Кунта гектар пуçне 500-600 центнера яхăн çĕрулми тухрĕ. Сăлтавĕ - пахчаçимĕçе куллен шăварни. Аслати авăтмасăр асамат кĕпер хывмасть тенĕ. Кун хыççăн нумайăшĕ тинех вырăнтан хускалчĕ, уйсене шăварма тытăнчĕ. Паллах, пур çĕрте мар, çапах ырă пуçару вăй илсех пырать. Акă кăçал Патăрьел районĕнче хăшпĕр çĕртре çу пуçламăшĕнче çумăр йĕркеллĕ çуман. Акнă-лартнă лаптăксем типнĕ темелле. Вăхăтра шăварни кăна калчасене пĕтме паман. «Юрать, пахчаçимĕçе сапрăмăр, унсăрăн шăтмастчĕ», - теççĕ хуçалăхсенче паян.

Республикăра уйсене контурлă мелпе шăварасси вăй илнĕ. Капла харăсах 200 гектарти культурăна шывпа тивĕçтерме пулать. Уй-хир çырма-çатраллă вырăнсенче пулнине шута илсен перекетлĕ, меллĕ. Чăваш Ен бюджетĕнчен мелиорацие аталантарма тăкаксен 30 процентне саплаштараççĕ, проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлеме каякан тăкаксене - 50 процент /2012 çултанпа/.

2011 çулта республикăри 24 хуçалăх /çав шутра 8 фермер/ мелиораци техникине, çав шутра насус оборудованийĕ 66,7 млн тенкĕлĕх туяннă. Чăваш Ен хыснинчен вĕсене уншăн 20 млн тенкĕ тÿленĕ.

2012 çулта ялхуçалăх таварне туса илекен 7 предприяти /çав шутра 3 фермер хуçалăхĕ/ уй-хире шăвармалли хатĕрсем 27,4 млн тенкĕлĕх туяннă. Республика бюджетĕнчен вĕсене 8,2 млн тенкĕ уйăрнă. Анчах проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлеме кайнă тăкаксене саплаштарма субсиди никама та паман. Ăна валли документ тăратакан пулман. Мĕн чăрмантарнă унпа усă курма? Калама хĕн.

2013 çулта вара 15 предприяти /çав шутра 8 фермер хуçалăхĕ/ мелиораци техникине, çав шутра насус тата магистраль пăрăхĕсем валли оборудовани туянма 101,2 млн тенкĕ тăкакланă. Уншăн бюджетран субсиди 24,1 млн тенкĕ илнĕ. Унсăр пуçне икĕ хуçалăха проектпа смета докуменчĕсене хатĕрленĕшĕн тăкакăн 50 процентне /25 пин тенкĕлĕх/ саплаштарнă.

Пĕлтĕр «Чăваш Республикинче ялхуçалăхне аталантарасси тата ялхуçалăх продукчĕн, чĕртавар, апат-çимĕç рынокне йĕркелесси» программăн «Чăваш Республикинче ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене шăварассине аталантарасси» хушма программи РФ Ялхуçалăх министерствинче конкурс витĕр тухнă. Республикăри 23 хуçалăх шăвармалли техника, ытти оборудовани 143,8 млн тенкĕлĕх туяннă. Тăватă предприяти вара проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлеме кайнă тăкаксен çуррине саплаштарма субсидипе усă курнă. Хушма программăпа килĕшÿллĕн çак тĕллевпе республика бюджетĕнчен - 20,25 млн, федерацирен 34,272 млн тенкĕ панă. Иртнĕ çул Чăваш Енре мелиорацие аталантарма 145, 392 пин тенкĕ тăкакланнă. Çак тапхăрта 2 пин гектар шăварнă. Сăмах май, 2011 çулта 4 пин гектар ытла çĕре шăварнă. Ун хыççăн кăтарту палăрмаллах чакрĕ. Ахăртнех, хăнăхнă йăлапа çумăр пулăшасса кĕтрĕç-ши?

Кăçал та «Чăваш Республикинче ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене шăварассине аталантарасси» хушма программăна Раççей Ялхуçалăх министерствинче ырласа йышăннă. Ăна пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе пулăшма пулнă.

РФ Правительствин йышăнăвĕпе регионсене ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене шăварассине аталантарма субсиди парассине çирĕплетнĕ. 2014-2020 çулсенче ăна тĕрлĕ тĕллевпе илме пулать: шăвармалли техника туяннăшăн, юсаса çĕнетнĕшĕн, хуçасăр мелиораци техникине харпăрлăха куçарнăшăн тата ытти те. Йышăну тăрăх Чăваш Ене кăçал 54581 пин тенкĕ субсиди куçмалла.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.