«Çулталăкри вуникĕ уйăх»
15 Jan, 2016 | Культура

Самуил Маршакăн вуникĕ уйăхĕ çинчен çырнă юмахĕпе ачалăх çулĕсенче пурте тенĕ пекех паллашаççĕ. Халĕ акă «чун çимĕçне» кăмăллакансемшĕн савăнăçлă хыпар: нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче Валерий Муравьевăн «Çулталăкри вуникĕ уйăх» кĕнеки пичетленсе тухнă.

Кĕнекене кăрлач уйăхĕ уçать. Унта автор çак уйăхра чăваш ялĕнче мĕн-мĕн пулнине, вăрманти чĕрчунсемпе кайăк-кĕшĕк мĕнле пурăннине сăнлать. Çапла майпа вулакансем пĕр уйăхран пуçласа теприн патне çитиччен чăваш халăхĕн пурнăçĕпе, йăли-йĕркипе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашаççĕ, чĕрчунсене сăнаççĕ. Автор кашни уйăхăн ятнех чăвашла-вырăсла палăртнă. Сăнÿкерчĕксем /вĕсем кашни страницăрах/ вара ачана çулталăк вăхăчĕсене астуса юлма пулăшаççĕ. Ку кăларăм кĕçĕн тата вăтам классенчи ачасене уйăх ячĕсене чăвашла вĕренме хавхалантарĕ.