Çулталăк ректорĕ - Чăваш Енрен
27 Jun, 2016

Пĕтĕм Раççейри «Студентсен активĕ» конкурсăн «Çулталăк ректорĕ» номинацийĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Андрей Александров çĕнтернĕ.

Конкурсра /вăл 10-мĕш хут иртнĕ/ мала тухнисене çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Мускавра «Известия Холл» концерт залĕнче чысланă. Тупăшăва Раççейри 78 регионран 507 учреждени хăйсен ĕçĕсене /пĕтĕмпе — 1114 проект/ тăратнă. Конкурс çĕнтерÿçисене 16 номинацире палăртнă.

— Аслă шкулта преподавательте тăрăшнă май ректор яваплăхĕ, унăн тивĕçĕсем çинчен лайăх ăнкаратăп. Вуз ертÿçин ĕçне, вăл студентсен хăйтытăмлăхне, вĕренÿ тытăмĕн пĕтĕмĕшле аталанăвне хывакан тÿпене хакламаллах, — тенĕ Андрей Александрова чысланă май Федерацин çамрăксемпе ĕçлекен агентствин ертÿçи Сергей Поспелов.