ÇУЛЛĂ АПАТ САХАЛРАХ
Щит евĕрлĕ пар начар ĕçлесен /гипотиреоз/ рационра çуллă апат виçине чакарни, пыршăлăх ĕçне йĕркене кĕртни, вар хытасран сыхланни, ват хăмпин ĕçне лайăхлатни, йод нумай çимĕçсем çини пĕлтерешлĕ. Мĕнлисене-ха?
Тинĕс çимĕçĕсем
- Йод тинĕс купăстинче /ламинари/ пуринчен те ытларах. Вăл организма йод çитменлĕхĕнчен çемçен хăтарать. Йодăн талăкри виçипе тивĕçтерме кунне 100-200 грамм тинĕс купăсти çимелле. Япони тата Корея çыннисемшĕн ку — йĕркеллĕ, анчах Раççейре çакна пăхăнкан сахал.
- Сельдьре, камбалара, палтусра, тинĕс уланкинче, тунецра, лососьре йод — 70 миллиграмм, треска пĕверĕнче — 10 хут ытларах. 180 грамм треска çини те организма çак элементăн талăкри виçипе тивĕçтерме пулăшать. Вăл пулă çăвĕнче те нумай. Ашшĕ-амăшĕ пулă çиме хăнăхтарнă ачасем рахитпа тата йод çителĕксĕрлĕхĕпе аптрамаççĕ.
- Çавăн пекех тинĕс гребешокĕ, краб, кальмар, креветка, миди, устрица усăллă. Анчах пулă час-часах тата нумай çиетĕр пулсан та сирĕн менюра тинĕс çимĕçĕсем тĕп вырăн йышăнмасан щит евĕрлĕ пар чирĕсем аталанма пултараççĕ.
Ăçта нумай?
Халĕ лавккасенче йод хушнă тăвар, булка сутаççĕ. Çак микроэлемент юханшыв пуллисенче те, сĕтре те, çăмартара та, ĕне какайĕнче те пур, анчах нумаях мар. Йодпа пуян тăпрара ӳстернĕ пахча çимĕç, çав шутра баклажан, пуçлă тата симĕс сухан, ыхра, латук салат, кăшкарути, спаржа, шпинат, редис, кăшман, çĕрулми, кишĕр, томат, щит евĕрлĕ пар чирлĕ чухне сывлăхшăн усăллă.
Анчах организм йода йышăнасси рационра шурă, тĕслĕ купăста, брюссель купăсти, çарăк, хĕрен, куккурус, батат /пылак çĕрулми/, шалча пăрçи /фасоль/, соя, арахис пулсан япăхать. Тĕслĕхрен, соя щит евĕрлĕ пара хытах пысăкланма витĕм кӳрет, йод çителĕксĕрлĕхне 100 процент ӳстерет. Сезонра эрнере 2-3 хут тин кăкланă редис е тăвар хушса пĕçернĕ куккурус кăштах çиме юрать.
Щит евĕрлĕ пар ĕçĕ пăсăлсан апельсин, дыня, иçĕм, ананас, çĕр çырли, панулми, хурма усăллă. Йод кăнтăрта ӳсекен фейхоа çимĕçĕнче тата аçтăрхан мăйăрĕн çурхахĕнче нумай.
Шампиньон. Йодăн пĕр кунхи виçипе 1,5 килограмм çак кăмпа тивĕçтерет.
Çапах та йодăн чи шанчăклă çăлкуçĕсем тинĕс çимĕçĕсем тата йод хушнă тăвар пулнине палăртмалла.
Нумай вăхăт упрасан, пĕçерсен йодăн 20-60 проценчĕ çухалать. Пахча çимĕçпе улма-çырлана типĕ, тĕттĕм, сивĕ вырăнта упрамалла. Вĕрекен кăшт шыва вакламасăр е пысăк касăксемпе ярса пĕçермелле. Хупă савăтра пăспа пĕçерсен тата усăллăрах. Ку какайпа пулăри, пахча çимĕçпе улма-çырлари, сĕтри йод пĕтĕмпех пăсланса пĕтесрен хӳтĕлет.
Йод ылмашăнăвне йĕркере тытса тăма пулăшакан тепĕр элемент — цинк. Вăл ĕне, кăркка, чăх какайĕнче, кавăн тĕшшинче, хăмăр рисра нумай.
Хытă апат
Пыршăлăх ĕçне йĕркене кĕртме хытă чĕлкемлĕ апат ытларах çимелле. Анчах щит евĕрлĕ пара сиплемелли препаратсемпе пĕр вăхăтра çимелле мар. Тĕслĕхрен, ирхине эмел ĕçетĕр, кăнтăрла е кунăн иккĕмĕш çурринче /анчах çĕрлене хирĕç мар/ апат чĕлкемĕсемпе пуян апат çиетĕр. Çав шутра — ясмăк, пăрçа, панулми, груша, тулли тĕшĕллисенчен пĕçернĕ пăтă, çăкăр, хывăх, мăйăр, йĕтĕн вăрри. Апатлану йĕрки — кунне 5-6 хут пĕчĕк виçесемпе. Тăвар, сахăр, ăна хушнă çимĕçсен, шурă çăнăхран хатĕрленĕ çимĕçсен виçине чакармалла.
Комментари хушас