Çул-йĕр çирĕп ыйтать

4 Авăн, 2014

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин республикăри çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен правительство комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ 2004 çулхи авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕнче террористсем Бесланри 1-мĕш вăтам шкулта пин ытла вĕренекенпе вĕрентекене заложника илнĕ чухне унта вилнисене асăнса пĕр минут шăп тăма сĕннипе уçăлчĕ. Манăн шухăшăмпа - ку пуç тайăм çул-йĕр çинчи аварисенче пурнăçран уйăрăлнисемпе те çыхăнчĕ. Ара, вĕсенче кашни кун чылай çыннăн пурнăçĕ татăлать-çке. Виçĕ çул каялла Раççей Федерацийĕн статистика кăтартăвĕсемпе паллашнăччĕ. Юлашки тапхăрта çул-йĕр çинче пĕр çулталăкра кăна хăй вăхăтĕнче Совет Союзĕ Афганистан вăрçинче 10 çулта çухатнă чухлĕ, тĕрĕссипе - унран та ытларах çын вилет.

- Республика территорийĕнчи иртнĕ 7 уйăхри аварисен тăрăмне тишкерсессĕн лару-тăру çăмăл маррине йышăнмалла, - терĕ Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министерствин ÇÇХПИ управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Олег Федоров полковник. - Кăçал хăрушă кăтарту, иртнĕ çулхи çав тапхăрпа танлаштарсан, инкекре вилекен çынсен шучĕ ÿсрĕ. Пĕлтĕр ку цифра 157 тĕлĕнче чарăннăччĕ, кăçал вăл - 166.

Олег Александрович пĕлтернĕ тăрăх - 7 муниципалитет районĕнче аварисен шучĕ, 9-шĕнче вĕсенче çын вилесси ÿснĕ. Ун пеккисен шутĕнче - Çĕнĕ Шупашкар /ÿсĕм 28,1%/, Елчĕк /Ç128,6%/, Комсомольски /Ç38,5%/, Сĕнтĕрвăрри /Ç35,7%/, Йĕпреç /Ç30%/, Тăвай /Ç18,2%/ тата Пăрачкав /Ç6,7%/ районĕсем. Элĕк, Патăрьел, Йĕпреç, Комсомольски, Красноармейски, Çĕрпÿ, Шăмăршă тăрăхĕсемпе Çĕнĕ Шупашкар тата Канаш хулисенче кăçалхи 7 уйăхра аварисенче çын ытларах вилнĕ. Виçĕ кăтартупа - аварисен, унта вилнисен тата аманнисен шучĕпе - Йĕпреç, Комсомольски районĕсемпе Çĕнĕ Шупашкар хули "малта". Эпир асăннă районсене тата хуласене ахальтен мар пайăррăн палăртрăмăр. Ларура вĕсен, район тата хула ертÿлĕхĕ ячĕпе çивĕч сăмах сахал мар пулчĕ. Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсемпе тимлĕ ĕçлемен çĕрте кăтарту япăхланнă та. Ку тĕллевпе район бюджечĕсенче укçа-тенкĕ сахал уйăраççĕ, тепĕр çĕрте пуррипе те çителĕксĕр усă кураççĕ иккен.

Тата - çула тухнă çын унăн правилисене çирĕп пăхăнманни, вĕренÿ учрежденийĕсенче профилактика занятийĕсем ирттерменни, МИХсенче хăрушă инкексен сăлтавĕсене тĕплĕ тишкермесĕр пулнă фактпа çеç паллаштарни тата ытти те. Çул-йĕр çинче çул çÿрекен çыннăн айăпĕпе 147 авари, вĕсенче 17 çын вилни тата 129 аманни тата 64 водительпе 34 пассажир куç хупни çавна çирĕплетмест-и-ха?

О.Федоров сăмахĕнче руль умĕнчисене сивлесе калани те палăрчĕ. Чылай водитель хăй правилăсене пăхăнманнине пĕлсе тăрсах çул йĕркине пăсать иккен. Кăшт çÿлерех илсе кăтартнă "64" цифра /7 уйăхра çавăн чухлĕ водитель вилнĕ/ миçе çын умне пысăк хăрушлăх кăларса тăратнине ăнлантарни ытлашши кун пек чухне. Руль умне ÿсĕр ларса аварие лекнĕ водительсен шучĕ пĕлтĕрхинчен 4% чакнă пек /турă упрать-ши вĕсене?/, çав вăхăтрах вĕсен çăмăл машинисен кустăрмисен айĕнче пурнăçĕ татăлнă çынсен шучĕ 63% ÿснине кам ăнлантарма пултарĕ? Чи хăрушши - çав йышра пĕчĕк ачасем тата çул çитмен çамрăксем пулни. Ун пек тĕслĕх Вăрмар, Çĕрпÿ районĕсенче, Шупашкар хулинче нумайрах.

Районсем тенĕрен, вĕсенчи çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комиссисен пуçарулăхĕпе яваплăхĕ чакнă, хăйсен патĕнчи инкексен сăлтавĕсене тишкермеççĕ, вĕсене пĕтерме тăрăшмаççĕ, пропаганда ĕçĕ хавшанă. Вилĕмпе вĕçленнĕ аварисен шутне чакарас тĕлĕшпе нумай районта нимĕн те тумаççĕ тенĕ пулăттăм. Чăннипех çакăн пек шухăш çуралчĕ ларура. Шухăшласа пăхăр-ха: çичĕ уйăхра баланс тытса тăракан, çул-йĕр тата коммуналлă организацисене çитменлĕхсене пĕтерме 1 пин те 174 предписани панă, должноçри тата юридици сăпачĕллĕ çын тĕлĕшĕпе 271 административлă ĕç пуçарнă, ÇÇХПИ предписанийĕсене пурнăçламаннипе 63 протокол хатĕрленĕ. Ытти тĕслĕхе те асăнма пулатчĕ, анчах "хулăн тирлĕ" пуçлăхсене кунпа витерме пулать-ши?

- Майне тупăпăр, - уçăмлăн палăртрĕ премьер-министр. - Çирĕпрех ыйтманнипе вырăнтисем, пурте мар паллах, сÿрĕкленчĕç пулас. Хăш районсенче аварисен, вĕсенче вилнĕ çынсен шучĕ ÿснĕ - вĕсемпе уйрăммăн калаçăпăр...

Сăмах май, хальхи ларура та Канаш хули, Вăрнар тата Хĕрлĕ Чутай районĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем Людмила Иванова, Леонид Николаевпа Александр Башкиров хăйсен территорийĕсенче çул-йĕр хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене мĕнле татса панипе паллаштарчĕç. Канаш хулипе ÿпкев сăмахĕ пулмарĕ. Кунта юлашки вăхăтра туса ирттернĕ ĕçсен калăпăшĕ пысăк. Юлашки икĕ муниципалитетăн вара татăлман ыйту пайтах. Пуçлăхсем "Ĕçлетпĕр, тăрăшатпăр" тенипе "калаçуран пăрăнасшăн" пулчĕç-ши, анчах Министрсен Кабинечĕн Председателĕ вĕсенчен "хăпмарĕ", вунă ыйтăвăн хуравне шырарĕ.

Çул-йĕр хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕлĕшпе республикăри массăллă информаци хатĕрĕсем мĕнле ĕçленипе, 28 темăпа социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсем пурнăçланипе ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ Любовь Шемарина паллаштарчĕ. Иртнĕ çичĕ уйăхра çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсемпе пичет тата электрон кăларăмсенче виçĕ пин ытла статья пичетленнĕ е эфирта янăранă. "Чăваш Енри çамрăксен ыр кăмăллăх пĕрлешĕвĕ" общество организацийĕн ертÿçин çумĕ Максим Забалуев тата общество хăрушсăрлăхĕн центрĕн ертÿçи Альберт Ильин ку енĕпе усăллă сĕнÿсем пачĕç.

Юрий СТЕПАНОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.